Пурте футболла выляр

28 Ака, 2015

Пирĕн республикăра юлашки çулсенче футболла выляма юратакансен шучĕ ÿссех пырать, уйрăмах - Шупашкар районĕнче. Футбол чи массăллă вăйă шутланать. Ватти-вĕтти те хаваспах урама тухса сăран мечĕке хăвалать. Нумаях пулмасть телевизорпа Австралирен килнĕ Ник Вучича кăтартрĕç. Çакскерĕн алли те, ури те çук. Çапах футболла вылять, пуçĕпе çапса гол кĕртет. Акă, камран тĕслĕх илмелле пирĕн!

Кÿкеçри «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче эпир те футбол çинчен сăмах пуçартăмăр.

Пĕр футболист, Сергей ятлăскер, çамрăк чухнехи пурнăçне аса илчĕ, «Авлансан аптрамаллах марччĕ. Малтанлăха кун сиктерсе тренировкăна çÿренĕшĕн арăм пĕрре те ÿпкелемерĕ. Кайран чăтăмĕ пĕтрĕ пулас, «Е футбол, е эпĕ - суйла», - терĕ. «Юрать, ырантан эпĕ ĕçе çÿреме пăрахса кÿршĕри Ваççа пек пирус туртма, эрех ĕçме тата качча каяйман Наçтиç патне улаха чупма пуçлатăп, - терĕм. - Çак калаçу хыççăн мăшăр футбола хурласа калаçнине текех илтмерĕм, 20 çул пĕрле шăкăл-шăкăл пурăнатпăр», - сăмахне вĕçлерĕ çакскер.

Çак кунсенче Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалласа Кÿкеçре 40 çултан иртнĕ арçынсен хушшинче мини-футбол турнирĕ ирттертĕмĕр. Çивĕч кĕрешÿре Кÿкеç ял тăрăхĕн команди пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Павел Цветков /капитан/, Сергей Ванюшкин, Валерий Шмелев, Андрей Красных, Петр Козлов /хапха хÿтĕлекен/, Виталий Петров поселок чысне тивĕçлĕн хÿтĕлерĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Вăрман-Çĕктерсем, виççĕмĕшĕнче - «Алрост» предприяти команди. Шорккапа Шемшер ялĕсен пĕрлештернĕ команди тăваттăмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Валерий Шмелев, Александр Алексеев, Олег Егоров, Павел Цветков тата çак йĕркесен авторĕ чи лайăх вылякан спортсменсем пултăмăр.

Николай ПЛАТОНОВ.

Шупашкар районĕ,

Шоркка ялĕ

Рубрика: