Пирĕн Мелани Агафья Лыкова пекех
Геологсем 1978 çулта, вертолетпа Хакас автономи облаçĕнчи сĕм тайга çийĕпе вĕçсе пынă чухне, юханшыв хĕрринчи тайлăмри пĕрене пӳртпе çĕрулми анине асăрханă. Цивилизацирен 250 çухрăмра çынсем пурăннине ăнланса уçланкăна анса ларнă.
Çĕр айĕнче ылтăн шыракансем кунта лесниксем тĕпленменнине е тĕпчевçĕсен экспедицийĕ вăхăтлăха чарăнса тăманнине пĕлнĕ. Вертолет сассине илтсе пӳртрен çемье пуçĕ — кĕреçе сухаллă Карп Осипович, ывăлĕсем Дмитрий, Савин, хĕрачисем Натальйăпа Агафья тухнă. «Килтĕр пулсан малалла иртĕр», — тенĕ таврара нумай çул пĕр çынна та курман, Ю.Гагарин космоса парăнтарнине, çĕршывра коммунизм тăвассишĕн ĕçленине пĕлмен К.Лыков.
Наталья яка питлĕ хăнасене курсан сăхсăхса чĕркуçленнĕ те: «Кусем пирĕн çылăхсене пула килнĕ, пирĕн çылăхсене пула…» — тесе макăрнă. Лыковсем, XVII ĕмĕр çурринче вырăс православи чиркĕвĕ икке пайлансан, кивĕ тĕнпе /староверы/ пурăннисен ялĕнчен тухнисем, 1929 çулта, Тиши ялне парти органĕнчен эртел йĕркелеме «çылăхлă» çын килсен, кивĕ тĕнпе пурăннă ытти çемьепе пĕрле вăрманта урăх тăрăха пурăнма куçнă. 1930 çулсенче милици сотрудникĕ К.Лыков пиччĕшне персе вĕлернĕ. Карп Осипович «Турăсăррисен» ирсĕрлĕхне чăтса пурăнас темен, çемйипе тайгана шаларах кĕрсе вырнаçнă. 1945 çулта таркăна шыранă пограничниксем вĕсем патне пырса тухнă. Çемье влаçран шикленсе сĕм вăрмана татах кĕнĕ. Ӳплере пурăннă. Каярахпа пураран пӳрт хăпартнă. Унта пиллĕкĕн вырнаçнă. Ывăлĕсем çитĕнсен вĕсем валли 8 çухрăмра пӳрт лартнă.
Чăтлăхра вĕсен пурнăçĕ йывăррăн иртнĕ. Лаша, ĕне, сурăх-качака, чăх пулман. Лыковсем патне геологсем анса ларнă чухне Карп Осипович — 79, аслă ывăлĕ Савин — 53, Дмитрий — 40, Наталья — 44, чи кĕçĕнни Агафья 36 çулта пулнă. Вĕсем хăçан çуралнине тĕп-тĕрĕс никам та пĕлмест. Миçемĕш çулта пурăннине малтан амăшĕ, кайран Агафья шутласа пынă. Пурнăçа йĕркелеме, ăна-кăна тĕшмĕртме ачисене ашшĕ вĕрентнĕ. 1961 çулта вăрманти пĕтĕм ӳсентăрана хĕвел типĕтсе янă. Çемье выçăпа аптранă. Ачасен амăшĕ пурнăçран уйрăлнă. Вĕсем совет халăхĕпе Хĕрлĕ Çар фашистсен Германине çĕнтернине, Ю.Гагарин космосра пулнине, çĕршывра атом энергетикипе усă курнине, халăх курнă ытти нумай ырлăх-пурлăх çинчен илтмен. Пĕрремĕш Петрчченхи календарьпех пурăннă. Унпа килĕшӳллĕн вĕсене 7491 çулта тупнă.
«Турăсăррисем» Лыковсен пурнăçне çăмăллатма тăрăшнă. Вĕсем патне апат-çимĕç илсе пынă. Анчах вĕсем консервсемпе çăкăр йышăнман. 40 çул иртнĕ хыççăн тăвар ярса апат пĕçернĕ, кайран ăна пĕрмай ыйтнă. Çут çанталăк тусĕ, Лыковсен пурнăçĕпе паллаштаракан «Таежный тупик» кĕнеке авторĕ Василий Песков Агафьйăна качакапа сурăх парнеленĕ. Лешĕ вĕсемпе туслă пурăннă, чăтлăха пĕр куна çырла пухма кайсан та выльăхшăн тунсăхланă. Геологсем вертолетпа çăнăх, тăвар, сахăр, ытти апат-çимĕç килсе панă. Ялан тенĕ пекех вĕсене яла куçма сĕннĕ. Анчах «чăн тĕнпе» пурăнакансем çутлăха таврăнма килĕшмен. Çапах та геологсем сĕннипе вертолетпа темиçе çĕр çухрăмри поселока кайса курма килĕшнĕ. Дмитрий, Лыковсен çурт-йĕрне юсассипе яваплă пулнăскер, хăма çуракан цехри машинăсене курсан питĕ тĕлĕннĕ. Ялтан пуртă, тумтир, хунар, апат пĕçермелли савăт-сапа, ытти хатĕр илсе таврăннă. Вĕсене «шуйттан шухăшласа тунă» телевизор килĕшмен. Кăшт курнă хыççăнах çылăха кĕнĕшĕн Турăран каçарма ыйтса кĕлтунă, ăна тайгана илсе кайма килĕшмен.
Агафьйăн аслă аппăшĕ, пиччĕшĕсем 1981 çулта вилнĕ. Врачсем сăлтавне хăнара пулнă чухне ертсе килнĕ вируссемпе ăнлантарнă. Унтанпа Агафья пĕчченех пурăнать. 2016 çул пуçламăшĕнче ăна сиплеме вертолетпа больницăна илсе кайнă. Вăй илсен каллех вăрмана таврăннă.
Пĕлтĕр 70 çулран иртнĕ Агафьйăпа Кемĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Аман Тулеев тĕл пулнине пĕлтерчĕç. Илемлĕ жилет, ăшă тутăр парнеленĕ. «Агафья, эсĕ паян та илемлĕ», — тесе хавхалантарнă кĕпĕрнаттăр. 2015 çулта кинемейпе юнашар уйрăм çуртра 18 çул пурăннă Ерофей Седов пурнăçран уйрăлнă.
Сăнӳкерчĕкре Агафья /сулахайри/ Шупашкар районĕнчи Шоркка ялĕнчи Мелания Ивановăна /сылтăмри/ аса илтерет. Вăл пĕлтĕр 90 çул тултарчĕ. Агафья пекех килĕнче нумай çул пĕчченех пурăнать. Унăн пĕр вăхăтра качака 12 пуçчĕ, 7 чăх, кĕркунне 25 хур, 8 кăвакалччĕ. 83 çулта чухне пӳрт лартрĕ, кăçал е тепĕр çул мунча тăвасшăн.
Николай ПЛАТОНОВ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ