Чăваш кинĕ
Кишĕр темшĕн начар шăтрĕ кăçал. Телевизорпа ахаль кăтартмарĕç пулĕ: виçĕ хутаçран пĕрне улталаса сутаççĕ-мĕн. Йăрана пушă хăварма çук, çавăнпа ирех Кÿкеç пасарне çул тытрăм. Суту-илÿ аван пырать кунта, пурте ăшă çанталăкпа усă курса пахчаçимĕç вăхăтра лартса хăварасшăн. Кам хăяр, кам помидор туянать. Купăста калчи патне те черет тăнă. Кÿкеç - Ишлей мар: кунта чăвашла калаçни ытларах илтĕнет. Яштака пĕр хĕрарăм вара, майралла тăхăннăскер, вырăсла кăна перкелешет тавар илекенсемпе. Тем туртрĕ ун патне, пырса паллашмасăр чăтаймарăм. Сăмах хыççăн сăмах... Хăй Кÿкеçе епле лекни пирки хайхискер пĕр пытармасăр каласа кăтартрĕ.
Анна Ивановна ятлă-мĕн. Хусанта 8 класс пĕтерсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Туркестана ĕçлеме тухса кайнă. Совет Союзĕнче кун пек тĕслĕх самай пулнă. Хама та Шупашкарти строительство техникумĕнчен вĕренсе тухсан Казахстана ĕçлеме янăччĕ. Аня Ашхабадра медсестрана вĕренсе тухать. Шăпа ăна сăпайлă каччăпа паллаштарать. Йĕкĕт Кÿкеçри вăтам шкулта вĕреннĕ, каярахпа çар пурнăçне суйласа илнĕ. Офицера Туркестан тĕп хулине çар тивĕçне пурнăçлама янă. Шăпах унта тĕл пулаççĕ те çамрăксем. Туй туса пĕрлешеççĕ, виçĕ ывăла кун çути кăтартаççĕ.
Анна Ивановнăн упăшки çар службин картлашкипе ăнăçлă хăпарать. Ăна полк ертсе пыма шанаççĕ, полковник звание тивĕçет вăл. Анчах кĕтмен çĕртен самана улшăнать - Совет Союзĕ саланса каять. Чун та киле туртать. Радиопа телекурав та вырăсла калаçакан çынсене Раççее таврăнма чĕнсе калама пуçлаççĕ. Çемье кĕçĕн ывăлĕпе пĕрле 2002 çулта Кÿкеçе таврăнма тĕв тăвать. Вăт çакăнтан пуçланаççĕ те йывăрлăхсем. Туркмен чиновникĕсем вĕсене Раççей чикки урлă каçма документсем памаççĕ. Тĕрлĕ пÿлĕм алăкне çулталăк шакканă хыççăн кăна аран алла справка та пулин илеççĕ. Пур-çук япалисене йÿнĕ хакпа сутса ярса икĕ чăматанпа тухаççĕ çула. Анчах та чи пысăк йывăрлăхсем чикĕ леш енче мар, тăван çĕрте кĕтсе тăнă-мĕн...
Алăра - Туркмен паспорчĕсем. Шупашкарта миграци службинче вĕсене Раççей паспортне памаççĕ. Документсăр вара никам та ĕçе илмест. Пуçлăхсен алăкĕсене шаккаса çÿресе каллех çулталăк иртет. Кăлăхах. Юрать-ха упăшкин амăшĕ пенси илет. Çав укçапа пурнăçа майлаштарса пыраççĕ.
Пĕррехинче пирĕн чăваш кинĕ телевизорпа чăрсăр политик "Россия для русских" тенине илтет те çав каçах ун патне электрон почтипе хăйсен пурнăçĕ çинчен кĕскен çырса пĕлтерет. Пĕр-икĕ кунранах пирĕн статья персонажĕсене Раççей гражданинĕ пулнине çирĕплетекен паспортсем тыттараççĕ. Тинех! Анчах та хаш! сывлама иртерех-мĕн. Нуша малалла тăсăлать. Ара, Анна Ивановнăпа унăн упăшки Раççейре çуралнă, кĕçĕн ывăлĕ вара - Туркменистанра. Апла пулсан вăл - вĕсен гражданĕ...
Каччă та Раççей çынни пуласшăн. Каллех - пуçлăх пÿлĕмĕсем... Çар комиссариатĕнче хăйне салтака илсе кайма йăлăнать. Завод директорĕсене "ĕçе илĕр-ха" тет. Каллех - кăлăхах. Юрать-ха, Мускав тăрăхĕнче стройкăра пилĕк авма документсем ыйтсах каймаççĕ. Çапла... 10 çул иртет. Малтан вак-тĕвек ĕçре вăй хурать, каярахпа каменщик, монолитчик профессийĕне алла илет. Ĕç ватăлтармасть, шухăш ватăлтарать теççĕ. Нумай куляннă пирки - ара, паспортсăр çемье çавăрма та çук вĕт - каччă ват мучи пек шуралса ларать.
Икĕ çул каялла кăна миграции служби пирĕн каччăна хыснана 60 пин тенкĕ тÿленĕ хыççăн вырăс чĕлхипе экзамен тытма ирĕк парать. Тĕрĕслеве ăнăçлă чăтать яш. Çапла алла Раççей паспортне илет. Тинех лăш! сывласа яма пултаратăн, вулаканăм. Çав çулах вăл авланать. Халĕ арăмĕпе ывăл ÿстереççĕ.
Анна Ивановна Ашхабад çыннисен тараватлăхне тăтăш аса илет. Унти халăх пĕр-пĕрне хисепленине, курмассерен сывлăх суннине палăртать. Пасарта-мĕнте сутуçăсем кашни туянаканпа кăмăллă калаçнине, пурнăç еплерех шуса пынипе кăсăкланнине пĕлтерет. Хĕрсемпе хĕрарăмсене "джань" тесе чĕнеççĕ. Чăвашла куçарсан "чиперккеçĕм" тени пулать ĕнтĕ.
Чăваш Ене килсен автобус чарăнăвĕнче çынсемпе калаçу пуçлама тăрсан хăй çине сивĕ куçпа пăхнине халĕ те манса каяймасть хĕрарăм. Упăшкин, халĕ ĕнтĕ хăйĕн те, ентешĕсене çынпа кăмăллăрах пулма хистет. Эсĕ хирĕç пулакана йăл кулă парнелесен, вăл вара - теприне, пурнăç та савăкрах та, çутăрах та пуласса шанать чăваш кинĕ.
Николай ПЛАТОНОВ.
Шупашкар районĕ.