Хунар çутипе

18 Раштав, 2014

Кун пек интереслĕ концерт эп хам ĕмĕрте курман. Шăп та лăп вăл пуçланас умĕн электричество пĕтсе ларчĕ. Мĕн тумалла? Мероприятие тепĕр эрнекуна куçармалла е килелле каймалла? Артистсен пултарулăхне курма çынсем зала лăк! тулнă-çке. Çавна кура, халĕ тивĕçлĕ канура, унччен кунти клубра нумай çул заведующире ĕçленĕ Маргарита Кондратьева çапла каларĕ: «Ĕлĕкхилле хăйă е чĕрпĕк çутипе те пулин пухăннă халăха концерт кăтартмаллах». Хочехматри клуб хуçи Зоя Петрова, кунти информаципе культура центрĕн директорĕ Любовь Виноградова, вырăнти почта ертÿçи Галина Ильина, Хурăнлăхăн клуб хуçи Рена Матькова тата Шорккари фольклор çурчĕн директорĕ Людмила Платонова çапла çирĕплетрĕç: «Эпир кукăль-çăмах тата тĕрлĕ пылак çимĕç пĕçерсе килтĕмĕр, парнесем туянтăмăр, сĕтел хатĕрлерĕмĕр, çавăнпа уява паянах тумалла», - терĕç.

Вара пĕрисем килĕсенчен фонариксем илсе килчĕç, теприсем хăйсен машинисем çинчен аккумуляторсем кăларса сценăна çутатса тăмалли хатĕрсем туса пачĕç. Залри ял-йыш сцена çине артистсем тухсан вĕсене карас телефон çутипе пăхса ларчĕ.

Икĕ сехете яхăн пычĕ концерт. Хурăнлăх хĕрĕсем хĕвелтухăç ташшипе савăнтарчĕç. Шăпах çав вăхăтра çутă пачĕç. Электриксем Мокшин ялĕ патĕнче татăлса кайнă пралука сыпăнтарса пĕтерчĕç иккен.

Çапла паллă турăмăр Çатра Хочехмат клубĕ ĕçлеме пуçланăранпа 50 çул çитнине. Шупашкар районĕн ентешлĕх ертÿçи Н.Н.Смирнов каланă тăрăх - клуба 1962 çулта тума тапраннă. Никĕс янă чух, кирпĕчсене йăтнă çĕрте тата ытти çăмăлтарах ĕçсенче шкул ачисем те çуллахи каникул вăхăтĕнче аслисемпе пĕр тан ĕçленĕ. Икĕ çултан кермен пек капăр çурт çĕкленсе те ларнă. Хальхи саманара вăл Сарапакасси ял тăрăхне кĕрекен клубсенчен чи пысăкки шутланса тăрать. Кунта тĕрлĕ мероприяти иртет: пулас çамрăк мăшăрсем çырăнаççĕ, патшалăх çирĕплетнĕ уявсене анлă палăртаççĕ, тĕрлĕ пуху йĕркелеççĕ. Çамрăксем ташă каçĕсене кунтах пухăнаççĕ. Пĕр сăмахпа, Çатра Хочехмат клубĕ - культурăна аталантаракан тĕп вучах шутланать. Кунти çутă малашне нихăçан та ан сÿнтĕрччĕ.

Николай Платонов,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ.

Шупашкар районĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.