Çĕнтерĕве упа çури те çывхартнă

19 Çу, 2015

1942 çулта Польша салтакĕсем, Британи çарĕн 78-мĕш дивизийĕнче Çывăх Хĕвелтухăçĕнче çапăçнăскерсем, урамри çапкаланчăк выçă арçын ача аллинче пĕчĕк упа çурине асăрханă. Чалăш ура ĕмĕр тăршшĕпех ярмăрккара кăтартакан тискер чĕрчун пулса юлатчĕ-тĕр.

Анчах салтаксем упа çурине хĕрхеннĕ, арçын ачана пĕр банка консерв, çĕçĕ тата 2 шăккалат панă та хăйсен патне илнĕ. Чĕрчун çав тери пĕчĕк пулнă, апата та чăмлайман, поляксен ăна ĕмкĕчрен çитерме тивнĕ. Упа çурине полякла Войтек ят панă. Салтаксем ăна улма-çырлапа, мармеладпа, пылпа, шерпетпе иртĕхтернĕ, хăйне лайăх тытнăшăн сăра панă. Салтаксене кура ăна чалăш ура çын пекех ĕçнĕ.

Упа çав тери ăслă пулнă. Салтаксем ăна тем тума та вĕрентнĕ. Тĕслĕхрен, вăл званипе аслисене чыс та панă. Италире 78-мĕш дивизи Монте-Кассино тăвĕ çывăхĕнчи хирĕçтăрăва лексен ку çапăçу Войтекшăн çăлтăрлă сехет пулса тăнă. 22-мĕш рота /упа çури шăпах çавăнта пурăннă/ салтакĕсем хаяр çапăçусене лекнĕ. Çынсем çитмен, снаряд парса тăракан та никам та пулман. Снаряд тултарнă лавсене сехечĕ-сехечĕпе пушатнă. Тахăш самантра ăслă упа машина хĕррине çывхарнă та урисене çĕкленĕ. Салтак шÿтле-шÿтле ăна снаряд ещĕкне тыттарнă. Чĕрчун ăна тăшман пульлисем татти-сыпписĕр вĕçекен артиллери расчечĕ патне илсе кайнă. Пурте тĕлĕнсе пăхса тăнă. Темиçе хутчен те йăтнă çапла. Войтек пĕр ещĕкне те ÿкермен. Поляксем кулнă, хавхаланса кайнă, тата пысăкрах вăйпа ĕçлеме пуçланă. Кăштахран çапăçăва çĕкленнĕ.

Снаряд çĕкленĕ упа артиллери ротин официаллă эмблеми пулса тăнă. Войтек вăрçă çулĕсемпе утса тухнă, пĕр хутчен те аманман, Шотландири Эдинбург хулинчи зоопаркра самай вăхăт пурăнса ватăлса вилнĕ.

Новости по теме