- Чăвашла верси
- Русская версия
Урапа çинчен ÿксе юлман...
Йăмăкĕ патĕнчен хăнаран таврăнакан Эльвира Петровна çывхарса килекен троллейбуса курсан уттине хăвăртлатрĕ. Сумки çăмăлах мар унăн. Унта кучченеç туллиех. Йăмăкĕ питĕ ырă кăмăллăскер. Мĕн хурса, мĕн парса ямаллине хăни алăка уçса пÿрте кĕрсенех палăртса хурать пуль.
Ĕлкĕреймерĕ. Чупса çитнĕ çĕре иккĕмĕш номерлĕ троллейбус хÿрине çеç курса юлчĕ. Вăл сумкине чарăнури сак çине лартса тÿрленсе тăчĕ. Çав вăхăтра çăмăл ăшă кĕрĕкĕн пиçиххийĕ салтăнса кайрĕ те çĕре лаплатрĕ.
- Çамрăкланасшăн иккен, модăран юласшăн мар, - илтĕнчĕ хыçра. Пуçне пăрчĕ те çÿллех мар, кивĕ куртка, спорт шăлаварĕ тăхăннă хĕрарăма курчĕ.
- Ма юлас модăран? Ма çамрăкланас мар? - куларах тавăрчĕ пенси çулне çитнĕ Эльвира Петровна.
- Укçа пулсан мода хыççăн хăвалама пулать, - вĕчĕрхенерех калаçрĕ хĕрарăм. - Укçине ăçтан илмелле? Тумланса ăçта каймалла пенси çулне çитсен?
- Каймалли тупăнать вăл. Хулара тем чухлех интереслĕ вырăнсем.
Çак сăмахсем тулли икĕ хутаçне çатăрласа тытнă хĕрарăма уртарсах ячĕç.
- Çапла пуль! Эсĕ ав хаклă йышши кĕрĕк, хаклă йышши атă тăхăннă. Питĕ культурăллă курăнатăн.
- Пур кăштах, - йăл кулчĕ те Эльвира Петровна çитсе чарăннă троллейбус патне чупрĕ.
- Подумаешь, культурная! - илтĕнчĕ хыçалта.
Шалта пушă вырăн шыраса пăхкаларĕ хĕрарăм. Çав вăхăтра аллă çулсенчи пĕр арçын вырăнтан çĕкленчĕ те:
- Ларăр тархасшăн, - терĕ.
- Вăт, вăт, мана вырăн памарăр! Эпĕ мĕн, унран кая-им?! Эпир унпа пĕр çулхисемех! - кăшкăрашкаларĕ хĕрлĕ куртка, спорт хĕрлĕ шăлаварĕ тăхăннă хĕрарăм. Хăй çулне кура мар элес-мелес сăрланнă.
Арçын куçлăхне хывса ăна куçпа пăраларĕ те:
- Санăн чĕлхÿ вăрăм, - терĕ йăл кулса.
Вăл Эльвира Петровнăн тахçанхи пĕлĕшĕ пек пуçпа сулса сывпулашрĕ те малалла иртрĕ.
- Мĕн, çак куштан сан пĕлĕшÿ-им? - кĕвĕçÿллĕ сасăпа ыйтрĕ хĕрарăм. - Илемлĕ арçын. Сана куç хывнă пулас вăл.
Нимĕн те чĕнмерĕ Эльвира Петровна. Хĕрарăма, калăн, темĕнле вăй хускатса янă, калаçать те калаçать…
- Вăт кĕрĕк тăхăннă эсĕ. Илемлĕ, хаклăскер тесшĕн пуль-ха. Кĕрĕк-и ĕнтĕ çакă: чĕркуççине те хуплаймасть.
Чăтаймарĕ Эльвира Петровна:
- Кашнийĕн хайĕн вырăнĕ, хăйĕн вăхăчĕ, - тесе хучĕ сăпайлăн.
- Çапла пуль, çапла пуль. Сирĕн пеккисен, çын шучĕпе пурăнакансен, темли те пур пуль. Кунта акă ултă пинпе тем илмелле. Те хваттершĕн тÿлемелле, те çимелле-ĕçмелле.
Çăварне шыв сыпрĕ Эльвира Петровна. Такам юри ярать пулĕ çакăн пек çынсене унăн çулĕ çине. Вăл вырăн паракан ырă çынна куçпа шырарĕ. Лешĕ курăнмарĕ. Троллейбусран тухнă пулинех.
Хăйпе никам та калаçманнине кура хĕрарăм ларакан пĕр çамрăк арçын патне таплаттарса пычĕ те:
- Тăр-ха. Мĕн, санăн кăна саркаланса лармалла-и? Эпĕ те укçа тÿленĕ, - терĕ.
Лешĕ, çакна кĕтменскер:
- Эпĕ-эпĕ-эпĕ, - терĕ те тытăнчăклăн, вырăнтан салтак пек сиксе тăчĕ.
- Вăт матту-у-ур. Тахçан çапла тумалла, - вырнаçса ларчĕ хĕрарăм.
Эльвира Петровнăн чарăнăвĕ те çывхарса пырать. Вăл вырăнтан çĕкленчĕ те йывăр сумкине çĕклесе ятлаçакан хĕрарăм патне пырса тăчĕ.
- Каçарăр, тархасшăн, ма тапăнтăр-ха эсир мана? Эпĕ сире мĕн тунă? - терĕ лăпкăн куларах.
- Йывăр пурнăç тарăхтарать, - терĕ хĕрарăм пуçне айккине пăрса.
- Ăнăçу сунатăп сире, - терĕ те Эльвира Петровна уçăлнă алăк патне васкарĕ.
- Тупăннă культурăллăскер. Эпир те урапа çинчен ÿксе юлман, - илтĕнчĕ хыçра…
Валентина Тарават.
Комментари хушас