- Чăвашла верси
- Русская версия
Пуян
«Хресчен сасси» хаçатра Александр Леонтьев çырнă «Орлик» материала вуласан шкул çулĕсенчи пурнăç аса килчĕ.
60-мĕш çулсенче эпĕ, 5-6-мĕш класра вĕренекенскер, кукамайсем патĕнче пурăнаттăм. Шкултан килсенех Пуян лаша патне картишне тухаттăм. Витери тислĕке тасататтăм, апат параттăм. Шкула кайиччен, ирех, ăна Киреметри çăлтан шăварса таврăнаттăм. Çу кунĕсенче выртмана та çÿренĕ.
Кукка вăрçăра вилнĕ. Унăн арăмĕ Гриша куккана /эпир çапла чĕнеттĕмĕр/ киле кĕртнĕччĕ. Янавар шăпах унăнччĕ. Пĕррехинче кил хуçи арăмĕ упăшкине: «Гриша! Пуян ватăлчĕ, паян пустарас. Туляна шăварма яр-ха. Сиккипе чуптарса килтĕр, ашĕ те çемçе пулĕ, юнĕ те лайăх юхĕ», — терĕ.
Çак сăмахсене Пуян аванах ăнланнă. Эпĕ ăна йĕвенлесе утланнă чухне унăн куçĕнчен куççуль шăпăртатрĕ. Хам та чăтаймарăм, макăртăм. Картишĕнчен урамалла васкарăм. Янавар ирĕке тухнине ăнланса çăл еннелле чуптарчĕ. Валашкана тутипе те тĕкĕнмерĕ хăй. Каялла таврăннă чухне урампа мар, уйри çулпа сиккипе вĕçтерчĕ — чармарăм ăна. Иксĕмĕр вутă кÿнĕ Çулхĕрри поселокне илсе çитерчĕ. Кунта час-часах пулнă эпир унпа. Юлташăм Туля та лаша кĕтĕвĕпе çÿретчĕ. Пуян кĕтĕве хутшăнсан эпĕ йĕвене хывса илтĕм. Çапла вара эрне пу-
рăнтăмăр эпир унта. Гриша кукка пире милицисене те шыраттарнă иккен. «Пустарасшăн мар ĕнтĕ вăл тусне», — тенĕ юлашкинчен. Чăн та, Пуяна аша ямарĕç. Малалла вулас...
Комментари хушас