Комментари хушас

25 Пуш, 2020

Усал ури саккăр

Манăн хуняма Мария Александровна Пузырева пурнăçра тĕлĕнтермĕш курнине каласа кăтартрĕ пĕринче. Унпа вулакансене те паллаштарма кăмăл турăм. Ăна унăн ячĕпе çыратăп.
«Хуняма хырăмлăх ыратнипе асапланатчĕ. 1962 çулхи апрель уйăхĕнче ăна Элĕкри больницăна илсе кайрăмăр. Вунă кун сипленнĕ хыççăн хунямана киле ячĕç. Больницăран тухсан та чир иртмерĕ, вăл хăй çинчен çав-çавах аса илтерсе тăчĕ.
Пĕр эрне малтан хуняçа пÿртре урайĕнче çĕлен выртнине курнă. Çĕлен усал хыпара систернине ватăсем ĕлĕкренех каланă. «Кин, манăн Марфа пурăнаймасть пулĕ, çĕрле пÿрте çĕлен тухнă. Вăл инкек пуласса систерет теççĕ: е пушар тухасса, е çын вилессе», — терĕ хуняçа.
Хуняма больницăран таврăнсан пирĕн киле хура таракан килсе ерчĕ. Таçта та чупаççĕ хайхискерсем: стена, урай тăрăх, вырăнсем çинче. Вĕсене пĕтерес тесе темĕн те туса пăхрăмăр: им-çам та сапрăмăр, вĕлертĕмĕр те, анчах усси çук.
Усал хыпарпа пĕрле хура таракан килсе ерессине эпĕ ваттисенчен илтнĕччĕ. Ăçтан килсе тухрĕç вĕсем? Ниепле те ăнланаймастпăр.
Икĕ эрне асапланнă хыççăн хуняма ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Тăван-пĕтенпе, ял-йышпа май уйăхĕн пуçламăшĕнче ăна юлашки çула ăсатрăмăр. Пытарса килсен йăла-йĕркене пăхăнса асăнтăмăр. Çынсем кайса пĕтсен савăт-сапана çуса тасатрăм та пукан çине кайса лартăм. Пÿрте уçăлтарас тĕллевпе алăка уçрăм. Çанталăк ăшă тăратчĕ, пахчара ĕçсем пуçланманччĕ-ха.
Мăшăрпа хуняçа кил хушшине тухнăччĕ. Ак тамаша, пÿртре хура таракансем сиксе тухрĕç. Хăшăл-хăшăл сасă кăларса урай тăрăх çенĕк алăкĕ еннелле чупма пуçларĕç. Пÿртрен тулалла чупаççĕ. Хăйсем питĕ ну-маййăн.
Эпĕ хăранăран нимĕн тума пĕлместĕп. Ăçтан çавăн чухлĕ килсе ернĕ вĕсем? Тĕп сакайне уçăлтармашкăн пÿрт никĕсне уçнăччĕ. Çав хушăкран кĕрсе тулнă пулинех. Хăшăл-хăшăл сасă кăларсах таракансем тухса кайса пĕтрĕç. Мăшăра каласа кăтартрăм — вăл ĕненмерĕ.
Тепĕр кун ирхине кÿршĕре пурăнакан Маруç кума килчĕ. Унпа эпир туслă пурăнаттăмăр. «Кума, айта-ха, пирĕн пахчара таракан йăва тунă», — терĕ вăл. «Ăçта? Мĕнле таракан?» — ăнланманçи пултăм эпĕ. Чунра теме сиссе йăшăлт! турĕ.
Пахчана тухрăмăр та çĕр улми ани варринче кăткă тĕмми пек пысăк купа ларать. Кума ăна патакпа сирчĕ те хура таракансем йăшăлтатма пикенчĕç. Эпир тĕлĕнсе тăратпăр. Нумай та вăхăт иртмерĕ, таракансем çăва еннелле черетпе чупма пуçларĕç. Темиçе минутран пахчара пĕри те юлмарĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Николай АГАКОВ? Канаш районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.