Комментари хушас

6 Чÿк, 2019

Вилме те канлĕх çук

Паянхи пурнăçра пĕрисем пуйса пыраççĕ, теприсем вара — чухăнланса. Çакă ялта уйрăмах лайăх палăрать. Ял хуçалăхĕсем арканни çынсен пурнăçне йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Ĕç вырăнĕсем çукран çемьесем саланаççĕ.
Маларах ватă çынна пытартăмăр. «Вăл ун чухлĕ пурăннă-ха, çитет ăна. Йывăр тăпри çăмăл пултăр», — терĕмĕр. Вăхăт иртнĕ майăн асăнмалли кунĕ те çитрĕ. Анчах çывăх тăванĕ пĕр-ик куна чăтса çитереймерĕ. Хăйĕн çуралнă кунне паллă тума хăна-вĕрле пухрĕ. Хаваслă юрă-кĕвĕпе ватти-вĕтти сиксе ташларĕ.
Çуралнă куна хаваслă ирттернĕ хыççăн тăван-пĕтен асăнма пуçтарăнчĕ. Ăна асăннă çеç тепри вилме хатĕрленнĕ. Ку — çамрăк, авланнă. Анчах арăмĕ пĕр ачапа уйрăлса кайнă. Хăй вара тепре качча кайма та ĕлкĕрнĕ. Ача ашшĕнчен алимент шырама тĕв тытнă. Çавна май арçын таçта та çитнĕ, тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Сивви-ăшши, выççи çамрăка авнă, хуçнă. Больницăра темиçе хутчен выртса тухнă вăл, анчах усси пулман.
Алимент тÿлеттерме ун патне суд приставĕсем килсе çитнĕ. Çамрăкăн сасси çĕтнĕ, чунĕ çеç тухман. Леш тĕнчене ăсанма та канлĕх çук-çке. Кил хуçисене хайхискерсем: «Ăçта вăл? Халех лартса каятпăр», — тенĕ. Куçпа курмасăр та ĕненмен.
Вĕсем тухса кайсанах çамрăк çут тĕнчерен уйрăлнă. Текех унран алимент ыйтмаççĕ. Ачаллă хĕрарăма патшалăх хăй тÿлесе тăрĕ. Çын чирлесе пурăннине те пĕлмен-ши чунсăрсем?

www.hypar.ru

Çылăхсăр ÇИМУН.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.