Александр ЛЕОНТЬЕВ
Савăнăçпа хуйхă юнашар
Тури Тăрмăш ялĕнче 1840 çулта çуралнă Тарас Васильевич Кудрявцев, чылай чăваш хресченĕ пек, тирпейлĕ те тĕреклĕ хуçалăх тытнă, выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Лаша та 3-4 таранчченех пулнă. Пус çумне пус хушса пурлăх пухнă, ывăл-хĕрне хăй пек пулма вĕрентнĕ.
Йăх тымарĕ тарăн
Çухалса кайман, пулăшнă
Ĕмĕр сакки сарлака тенĕ. Пурăнан пурнăçра темĕн те курма, илтме тивет. Темле пăтăрмаха та çакланатăн.
Салтак арăмĕсем
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пурне те хуйхă, нуша кÿчĕ. Салтаксем юнлă вăрçă хирĕнче вилĕмпе куçа-куçăн тăнă. Тылри салтак арăмĕсемшĕн те пурнăç çăмăл пулман. Мăшăрĕсенчен 7-8 ачапа тăрса юлнăскерсем пĕтĕм асапа тÿснĕ.
Атте, Степан Тихонович Лаврентьев, Финн вăрçинчен таврăннă хыççăн ялта нумай та пурăнайман, тÿрех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Анне 7 ачапа тăрса юлнă.