Салтак арăмĕсем

25 Нарăс, 2016

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пурне те хуйхă, нуша кÿчĕ. Салтаксем юнлă вăрçă хирĕнче вилĕмпе куçа-куçăн тăнă. Тылри салтак арăмĕсемшĕн те пурнăç çăмăл пулман. Мăшăрĕсенчен 7-8 ачапа тăрса юлнăскерсем пĕтĕм асапа тÿснĕ.

Атте, Степан Тихонович Лаврентьев, Финн вăрçинчен таврăннă хыççăн ялта нумай та пурăнайман, тÿрех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Анне 7 ачапа тăрса юлнă.

Салтак арăмĕн пурнăçĕ çăмăл пулман: выçлăх, чухăнлăх, пÿрт тулли ача. Çавна май ăна пĕрер ачуна усрава пар текен те тупăннă. Анчах анне килĕшмен. «Хам пурăннă чух тĕпренчĕксене пĕр-пĕринчен уйăрмастăп», - тенĕ. Инкекĕсем вара çемьене кĕтсех тăнă тейĕн.

Кĕтÿ ачисем пĕррехинче ĕнесене кÿлле кĕртсе ?шыва пăтратса% пулă тытма шутланă. Вăрманта кÿлĕ чылайччĕ. Шыва пăтратсан çăрттансем çиеле тухатчĕç, вĕсене алăпах тытма пулатчĕ.

Пирĕн ĕне кÿлĕре путса ларнă. Кĕтÿçĕсем ăна рычакпа, пысăк патакпа хĕненĕ. Аран-аран çăлăнса тухнă вăл унтан, анчах киле çитсен ÿксе вилчĕ. Эпĕ ун чухне 4-5 çулти ачаччĕ. Çав куна хальхи пек астăватăп. Ветеринар касса тĕрĕсленĕ хыççăн çакă паллă пулнă: ĕнен 4-5 аяк пĕрчи хуçăлнă, пырши татăлнă. Мĕскĕн мĕнле утса çитнĕ-ши киле?

Инкек пирки унта-кунта çÿреме хушман аннене. Унсăрăн ачусемпе темĕн пулса тухĕ тенĕ. Хÿтлĕх çуккине кура ĕç-пуç çаплах пăчланчĕ. Çемье çине вара пысăк нуша тиенчĕ. Паллах, йывăрлăха ытларах анне тÿсрĕ. Çăпата, милĕк, путек милĕкĕ хатĕрлесе çывăхри ялсене çÿрерĕ, вĕсене çĕрулмипе, çăнăхпа ылмаштарчĕ. Çапла майпа пире выçлăхран хăтарса хăварчĕ. Шел, пĕр ывăлĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ.

Пирĕн ял, Упамса, вăрман варринче ларать. Пĕррехинче анне çунине сĕтĕрсе килелле утнă чух çул çинче, хăйĕнчен 100 метрта, кашкăрсем чупнине курать. Тарса пытанасси пирки шухăшлама та май пулман. Хăй каланă тăрăх - хĕрес хывнă та нимĕн пулман пек малалла утнă. Кашкăрсем çулăн икĕ айккипе ларса тухнă: пĕр енче - çиччĕ, тепринче - саккăр. Çавсен хушшинчен, сĕртĕнсе тенĕ пек, тухса кайнă анне. Лешсем вырăнтан та хускалман. Кун пирки вăл пире темиçе те каласа панă. Халĕ аса илсен çурăм тăрăх сивĕ чупать. Ку хĕрарăма çурса тăксан мĕскĕн ачисем выçса вилĕç тесе шухăшланăн туйăнать кашкăрсем.

Пирĕн пÿрт ултă кĕтеслĕччĕ. Ялтан виçĕ çухрăмра пурăнакан хĕрарăм вăрманçă, Клавдия Ивановна Смирнова, тăватă ачипе пирĕн пата куçса килчĕ. Хамăр ун чухне саккăрăн пурăнаттăмăр. Çапла вара йыш 13-е çитрĕ. Выçă пулнăран выляма вăй та пулман пирĕн.

Пĕр каçхине вĕсен йытти уланăран пĕри те çывăраймарăмăр. Клавдия Ивановна чăтаймарĕ, ăна кăкарчăкран ирĕке ячĕ. Йытă сасси пач лăпланчĕ.

Ирхине тухса пăхрăмăр та тĕлĕнтĕмĕр: кашкăрсем йытăран тирне çеç хăварнă.

Çакăн пек нуша тÿснĕ салтак арăмĕсем. Вĕсен асап-хуйхине çырса та пĕтереймĕн. Мĕнле йывăр пулсан та ачисене унта-кунта салатман, юлашки çăкăр татăкне пайласа панă, ĕçлеме вĕрентнĕ, тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕ. Пирĕн вĕсене çĕре çити пуç таймалла.

Александр ЛЕОНТЬЕВ.

Патăрьел районĕ,

Патăрьел ялĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.