- Чăвашла верси
- Русская версия
Орлик
Хаяр вăрçă çулĕсем хыçа юлнăранпа чылай вăхăт иртрĕ. Çапах та вут-çулăм хирĕнчен сывă таврăннă салтаксем каласа панисене аса илсен халĕ те чун çÿçенет.
Эпир, вăрçă ачисем, яла салтак таврăннине илтсен ăна курма чупаттăмăр. Курассишĕн мар пулĕ, пĕрер канфет лекмест-ши тесе васканăн туйăнать халĕ. Ачисене, мăшăрне курас тĕллевпе хăй те темиçе кун çимесĕр утнă пулĕ вăл. Эпир ăна ăнланман.
Пирĕн пысăках мар ялтан, Первомайски районĕнчи /халĕ Патăрьел районĕ/ Упамсаран, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 106 чăваш тухса кайнă. Вĕсенчен 74-шĕ çуралнă тăрăха каялла таврăнайман, ку йышрах аттен шăллĕ Василий Леонтьев та пур.
32 салтак вăрçăран тăван тăрăха таврăнма мехел çитернĕ. Вĕсене те ырă-сывă тесе калаймăн: хăшĕн ури, теприн алли çук е тата ÿтри снаряд ванчăкне пула аран уткаланă. Вĕсен шутне аттене Степан Леонтьева та кĕртмелле. Эстонири Тарту хулине ирĕке кăларнă чух вăл ураран иккĕмĕш хут аманса госпитальте выртнă, 1945 çул вĕçĕнче киле таврăннă.
Çак хаяр вăрçа пирĕн ялти Борис Муллинпа Иван Козлов та хутшăннă. Вĕсем кÿршĕллĕ пурăннă.
Иван Владимирович çартан таврăнсанах килне кĕриччен Муллинсем патне васканă. Хăй вăрçă хирĕнче вĕсен Орлик лашипе тĕл пулни çинчен йĕре-йĕре каласа кăтартнă.
Иван çарта кухня турттаракан обозра пулнă. Пĕррехинче каннă вăхăтра юлташĕсемпе калаçса тăнă чухне пилĕк-ултă лашасенчен пĕри уйрăлса /тăван сасса уйăрма пултарнă/ Козлов патне пынă, пуçне Иван хулпуççийĕ çине хунă. «Эсĕ манăн кÿршĕ мар-ши? Эпĕ — Орлик», — тенĕн туйăннă. Каччă лашана палласа илнĕ те мăйĕнчен ыталанă, кăшкăрсах йĕрсе янă. «Куçран куççуль шăпăртатнине кура лашан та куççулĕ пăчăртанчĕ. Хăй пуçĕпе ман çума лăпчăнать. Юлташсем тĕлĕнсе пăхса тăчĕç, вĕсен куçĕсем те шывланчĕç», — каласа кăтартнă Иван кÿршисене. Малалла вулас...
Комментари хушас