Авăннă та — хуçăлман...
Çын тени йывăрлăхсенчен сыхланма тăрăшать: пăтăри çу пек камăн ирĕлсе киленес килмĕ? Анчах та шăпах йывăрлăхсем кăмăла пиçĕхтерни, пурнăç çулĕ çинче малашне те тĕл пулакан кăткăслăхсене шакăрт кăна катма хăнăхтарни пирки шухăшласах каймастпăр. Муркаш районĕнчи Итакачкассинче çуралнă Любовь Васильевăна шăпа мĕн тĕллевпе çавăн чухлĕ асап ярса панă-ши — паллă мар. Çакна кăна çирĕплетсех калама пулать — хĕрарăма нимĕн те хуçайман. Мĕн кăна чăтса ирттермен пулин те Люба аппа, ялта ăна хисеплесе çапла чĕнеççĕ, чун çирĕплĕхне те, шÿтлеме ухута кăмăлне те, хăлха-куç çивĕчлĕхне те, уçă ăс-тăнне те çухатман. 90 çула çитнĕскер, тен, начар илтет пулĕ тесе, малтанах хыттăнрах калаçрăм та ман çине “мĕн кăшкăрать ку?” тенĕн пăхса илчĕ.