«Вунвиçĕ çул çăтмахри пек пурăнтăм»

18 Кăрлач, 2017

«Харпăр хăй килĕнче телейлĕ çын кăна чăннипех телейлĕ», — çакна паян Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинче пурăнакан Таисия Хайыдова никамран лайăх ăнланать. Хăй вăхăтĕнче ăна ăраскал аякри çĕршыва çитернĕ, урăх наци йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарнă. Анчах чăн телее вăл тăван ялĕнчех тупнă.

Каяс текене чатăр карса чараймăн

Таисия Хайыдова /Андреева/ тăван ялĕнчи, Васанти шкулсенче пĕлÿ илнĕ. 5 ачаллă çемьере çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Чиперук хĕр-тусĕсемпе Вăрнарти училищĕне кулинара вĕренме кайнă. Анчах вĕсене направлени çук тесе илмен. «Манăн аппа Рая /çĕре кĕнĕ ĕнтĕ вăл, йывăр тăпри çăмăл пултăр/ Севастопольте çар çыннисем патĕнче хуралçăра ĕçлетчĕ. Аппа тинĕс хĕрринче ÿкерттернĕ сăнÿкерчĕксене ярса паратчĕ. Эпĕ те Севастополе кайма ĕмĕтленеттĕм. Вокзалта хĕрсем Севастополь çинчен калаçнине илтсе вĕсем патне пытăм. Вăрнарти училищĕре пахчаçăсене те хатĕрлеççĕ иккен. Эпĕ вĕренме Гриша тетесен Зинипе кайнăччĕ. «Эпĕ çав училищĕне каятăп», — терĕм Зинăна. Вăл каясшăн марччĕ. Хăй пĕрех манпа пычĕ. Вĕренме кĕтĕмĕр. Çур çултан пире /1979 çулта пулчĕ ку/ Севастополе практикăна ячĕç. Виçĕ уйăх виçĕ кун пекех хăвăрт иртрĕ. Çавăн чухне хитре каччăсемпе, моряксемпе, паллашнăччĕ. Училищĕре лайăх вĕреннĕ. Пирĕн, виçĕ хĕрĕн, докуменчĕсене директор совхоз-техникума кайса панăччĕ. «Куçăн мар мелпе вĕренĕр хăть», — тенĕччĕ вăл. Çук, килĕшмерĕмĕр. Севастополех каяс килет. Икĕ эрне документсене памасăр тăчĕ. «Каччăрсене ытараймастăр пулĕ ĕнтĕ, кайран ÿкĕнетĕр ак», — терĕ. Чăнах та, тем тĕрлĕ ÿкĕнтĕмĕр кайран», — çапла пуçларĕ асаилĕвне Таисия Ильинична.

Каяс текене чатăр карса чараймастăн çав. 1979-1980 çулсенче пикесем теплицăра помидор ÿстернĕ çĕрте ĕçленĕ. Палăртнă ĕçсене вĕçлесен тинĕс хĕррине кайса выртнă. «Кам хăмăртарах?» — тесе хĕвел питтинче ăмăртмалла тенĕ пек хĕртĕннĕ. Унта ĕçленĕ тапхăртах Таисия Севастопольте машинисткăна вĕреннĕ. Çав тапхăрта чăваш хĕрĕ туркмен каччипе Мовланбердипе туслашнă. «Эпĕ ăна Миша теттĕм. Мовланберди Керимкулыевич Туркменири Акрабат ялĕнченччĕ. Вĕсем яла участок теççĕ. Çав вăхăтра хĕрсем пĕри те тепри тĕрлĕ çĕрелле качча каятчĕç. «Эпĕ вара Вăтам Азие каятăп», — теттĕм. Савниçĕм чÿк уйăхĕнче Севастополе пычĕ те мана хăйсен патне чĕнчĕ. «Пирĕн çемье канашĕ пĕрмаях пуçтарăнать. Аслисем мана авлантарасшăн. Хамăр халăх хĕрнех качча илмелле», — ăса вĕрентеççĕ мана. «Арăм тумалли хĕр-упраç пур манăн, чăваш хĕрĕ. Ăна качча илме ирĕк памастăр тăк Севастополе тухса каятăп», — хурав патăм вĕсене. Юлашкинчен килĕшрĕç. «Кайса илсе кил хĕрне», — терĕç. Атя, пуçтарăн», — йăл-йăл çиçрĕ юратнă çыннăм. Самолетпа вĕçрĕмĕр. Мишăн тăван килне пĕтĕм тăванĕ пуçтарăннă. 9-ăн пĕртăван вĕсем. Пурте чупкалаççĕ, урайĕнче ларакан та пур. Эпĕ кĕске юбкăпа кайнă. Аванмарланнипе юбкăна аялалла туртатăп та туртатăп. Мана урасене хуплама явлăк пачĕç. Миша хĕр илсе килнĕшĕн савăннипе хайхисем ĕне пуснă. «Тайăна выльăха типтерленине пăхса ларма интереслĕ мар ĕнтĕ. Айтăр, ăна хамăр тăрăхпа паллаштарăпăр, Амударья шывне кăтартăпăр», — сĕнчĕ аслă тетĕшĕ кил умне машинăпа килсе чарăнсан. Курса çÿрерĕмĕр вара. Каçхине кĕвĕ ячĕç. Пысăк хуранпа плов пĕçерчĕç. Чаплă пурăнаççĕ. Çуртĕнче пÿлĕм нумай. Вĕсен йăлипе çĕнĕ çыннăн хăй чыслă хĕр пулнине ĕнентермелле иккен. Пирĕн валли ятарлă пÿлĕм уйăрнă. Сарлака кравать, ăшă шыв тултарнă кăмкансем лараççĕ... Эпĕ уйрăм çывăрасшăн турткалашрăм... Çук иккен, пĕрлех выртмалла. Кăшкăрса ятăм пулĕ ĕнтĕ. Вĕсен патĕнче ăшă та, чÿречисем пĕр хутлă кăна. Аслă инкĕшĕпе вăталăх инкĕшĕ юри пирĕн чÿрече айĕнче çÿренĕ иккен. Йăлтах илтнĕ. «Çĕнĕ кине пире кĕтсе илнĕ пекех кĕтсе ил», — тенĕ инкĕшĕсем хунямăшне. Миша хăй те шăпăрлан çулĕнче аслă тетĕшĕсем авланнă чухне чÿрече айĕнче итлесе çÿренĕ. Тăрса типтерлентĕмĕр кăна амăшĕпе тăванĕсем кĕрсе тăчĕç. Вырăна пăхса илчĕç. Эпĕ пите алăпа хупласа тăратăп, намăс. Хăть шăтăка анса кай. Амăшĕ /ырă вырăнта вырттăр ĕнтĕ/ сĕре ырă хĕрарăмччĕ. Вĕсен хĕве хупнă каçри простыне амăшне памалла иккен. Уншăн вăл кĕпе çĕлетме чаплă йышши пусма парать. Хайхи ман хулпуççи çине пусмине хучĕ те мана ыталать, чуптăвать. Шăлăнмалли татăксене те йăлт пуçтарса илсе кайрĕ. Вăл арчинче кашни кинĕн япалине упрать имĕш. Эпĕ çак йăлана пĕр енчен ырлатăп та. Маларах кайса çакна та калам: «Кинсене хама тĕрĕслесе илнĕ пек тĕрĕслесе илетĕп-ха», — тенĕччĕ эпĕ ывăлсем авланнă чухне. Анне, халĕ 21-мĕш ĕмĕр», — терĕç вĕсем», — каласа тĕлĕнтерчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

«Эпĕ юрататăп та ыттисем те сана саваççĕ пек туйăнать»

Çамрăксем икĕ эрне ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăннă. «Тайăна, Раççейрен килнĕскере, пирĕн хушăра йывăр пулать. Пĕрре — чĕлхе пĕлмест, тепре — йăла-йĕркене чухламасть», — асăрхаттарнă ашшĕ. Ун чухне Нефтезаводск хули Сейди ятлă пулнă. Миша унта хваттер тара илнĕ. Хайыдовсем Сейдие пурăнма куçнă. Çамрăк упăшка, Ашхабадри нефть промышленноçĕпе çыхăннă аслă шкулта вĕреннĕскер, водоканала мастера вырнаçнă. Ывăлĕ Андрей çуралсан горисполкома инструктора куçнă. Таисия малтан ача çуратмалли çуртра – санитаркăра, каярахпа строительство управленийĕнче машбюрора вăй хунă. Управленирен вĕсене шăматкунсенче хире мамăк пуçтарма илсе кайнă. Ăна пуçтариччен темĕнле шĕвекпе сирпĕтнĕ-мĕн. Унăн шăрши Таисийăна аптăратма пуçланă. Мамăк чечеке ларсан апчху тутарттарма тытăннă. Çавăнпах çамрăк арăмăн темиçе хутчен те хырăм ÿкнĕ. Юлашкинчен вара ăна ку ĕçрен хăтарнă. Тинех вăл сывă ачана кун çути парнеленĕ. Каярахран тепĕр ывăл çуратнă. «Асли асламăшĕ сăнлă, тепри чат ашшĕ пек. Мăнукăм Яночка та вĕсен енне пăхнă. «Манăн пирĕштийĕм», — тесе çырать», — ун патне аслашшĕ. Эпир Мишăпа 13 çул пурăнтăмăр. Пуянкассине тăвансене курма çулталăкне иккĕ килсе каяттăмăр. Пĕррехинче яла килсен, эпир шалкăм çапнă аппана пăхма ачасемпе вăхăтлăха тенĕ пек юлтăмăр. Ак хайхи пĕр кун хĕр тусăн упăшкинчен çыру илтĕм. Манăн упăшка унăн арăмĕпе, туркмен хĕрарăмĕпе, çывăхланнă иккен. Ай-яй, уяр кун аçа çапнă пекех туйăнчĕ маншăн çав самант. Тĕнче пĕтрĕ тейĕн... Мĕн тăвас? «Ачасене пĕр-пĕр ача çурчĕ умĕнче хăваратăп, чи аякри çула каякан пуйăса ларатăп та пач çухалатăп», — шухăшлатăп ăшăмра. Пăхрăм та тĕпренчĕкĕмсем çине — куççуль юхса анчĕ. Кама кирлĕ-ха вĕсем? Юрать, вĕсене ура çине тăратма анне пулăшрĕ. Иккĕшĕ те лайăх вĕренчĕç, Канашри педколледжа пĕтерчĕç. Умлăн-хыçлăн çарта пулчĕç, авланчĕç. Асли Андрей Канашра хваттер илчĕ. Унăн икĕ ача: Пашăпа Настя. Килте пурăнаканнин Алешăн пĕр хĕр — Яночка. Турă парсан йыш хушăнасса кĕтетпĕр. Миша туркмен хĕрарăмĕпех пурăнать. Ача çук вĕсен. Хĕр тусăн упăшки, ман патăма çыру яраканни, çамрăк хĕре качча илнĕ. Шăнкăравласа хыпарсем пĕлтерсех тăратчĕ-ха вăл. Хам 55 тултарнă чухне Мишăпа шăнкăравласа калаçнăччĕ. Андрейпе çывăх вĕсем, çыхăну тытаççĕ. Алеша сăмахласшăнах мар. Эпĕ ачасене ашшĕ пирки нихăçан та япăххине каламан. Хăй те мана сивĕ сăмах калама мар, сивĕ куçпа та пăхман. «Тося, Тося», — тетчĕ ялан. 13 çул чăнах та çăтмахри пекех пурăнтăм. Эпĕ ун чухне укçа çуккине пĕлмен. Мĕн илес тенĕ, мĕн тăвас тенĕ — вăл нихăçан та чарман. Миша шутсăр шукăльччĕ, таса çÿретчĕ. Пĕр кĕпене икĕ кун нихăçан та тăхăнман вăл. Вĕсем чăлт шурăччĕ. «Санран уйрăлас пулсан эсĕ манран лайăх хĕрарăм тупсан савăнатăп. Анчах манран начарри лекрĕ тĕк Миша сана шеллетĕп», — теттĕм ăна. Мĕн калаттарнă-ши мана çавна? «Тая, тен, эпĕ тупаймăп, анчах эсĕ те манран лайăххине тĕл пулаймăн. Сан пек упăшка камăн пур?» — тетчĕ Миша», — йăл кулчĕ Таисия Ильинична. Унтан пĕр хушă шăп ларчĕ. Ахăртнех, асаилÿсем иртнине куç умне кăларчĕç-тĕр.

«Миша Строительство министерствинче ĕçлекен арçынсене киле илсе килкелетчĕ. Эпĕ сĕтел майлаттăм та пăрăнаттăм. Туркменсен арçынсемпе хĕрарăмсем пĕр сĕтел хушшине лармаççĕ. Каçхи ултă сехет те çитрĕ, ывăлăмпа кухньăра ларса ывăнтăмăр. Андрей телевизор пăхас килет тесе сĕтĕрет мана. Хайхи кĕтĕм те ­— ним пулман пекех диван çине вырнаçрăм. Арçынсем урайĕнче ларатчĕç. Миша çаврăнса пăхрĕ, анчах нимех те шарламарĕ. Кĕçех арçынсем ăнланчĕç пулас — пĕрин хыççăн тепри киле кайма пуçтарăнчĕç. «Мĕншĕн тухса лартăн?» — терĕ Миша каярахпа. «Эпĕ хамăн килте. Кĕвĕçесси пур тăк ĕçтешÿсене киле тек илсе ан кил, ресторана кайăр. Ĕçтеретĕп, çитеретĕп, вĕсем вара мана хамăр залра ларма та ирĕк памаççĕ», — чунрине йăлт каларăм ун чухне. «Эпĕ юрататăп та ыттисем те сана саваççĕ пек туйăнать», — хĕрÿлленнĕччĕ вăл. Туркменсем хăнана питĕ тарават. Эпĕ хам валли туркмен наци кĕпине те çĕлеттернĕччĕ. Вĕсен хĕрарăмĕсем хăйсене шутсăр пăхаççĕ. Канмалли кунсенче парикмахерскине çÿреççĕ. Эпĕ те çакна йăлана кĕртнĕччĕ ĕнтĕ», — пытармарĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм.

«Акă манăн пурнăç тĕшши»

Тĕрĕсех каланă Миша. Хăтана килекенсем пулнă тăк та тек качча каяс темен Таисия. Яла таврăннă чухне вăл 34 çулта кăна пулнă... Туятăп: хĕрарăм хăйĕн Мовланбердине халĕ те юратать. Вăл пĕр-пĕр кун Пуянкассине килессе шанать, ĕненет... «Юрату сÿнмест пулĕ. Эпĕ арçынсене яланах Мишăпа танлаштаратăп. Ăна çитекеннине хальччен тĕл пулман. Астăватăп-ха: пĕрре, ачасем пĕчĕк ун чухне, «Мама вышла замуж» кино курса выртатăп. «Андрей, енчен те аннÿ тăрук качча тухрĕ тĕк мĕн тăватăн?» — юриех ыйтрăм аслинчен. «Ăнсăртран атте килес пулсан мĕн тăвăн вара?» — ыйтăва ыйтупа хуравларĕ те ывăлăм çунашкине илсе тухса чупрĕ. Алешăна фильма пăхнă май ку ыйтăва çине-çинех патăм пулĕ. Сиксе тăчĕ те куçне чарса пăрахса: «Анне, мĕн кирлĕ сана? Вăл киле ÿсĕр килтĕр-и? Сана кÿрентертĕр-и?» — терĕ автоматран пенĕ евĕр. Мана пĕчĕк аллисемпе ыталарĕ те кăшкăрса йĕме тытăнчĕ. Енчен те Миша çакăнта килсе кĕрсен ăна алăк умĕнчен ирттермĕп. Ачасемпе мăнукăмсене ăна хирĕç тăратăп. «Акă манăн пурнăç «тĕшши», эпир çухалса кайман, выçă вилмен. Куртăн-и? Халĕ каялла яра пар», — тейĕп. Çапла каласан ывăлсем кулаççĕ. Эпĕ телейлĕ. Манăн телей ачасен çумĕнче. Андрей — аслă шкула, Алеша строительство техникумне вĕренме кĕчĕç», — пĕтĕмлетрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Таисия Хайыдова тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те вырăнти хуçалăх столовăйĕнче вăй хурать. Хĕллехи вăхăтра рабочисем валли килĕнчех вĕри апат янтăлать. Сăмах май, унăн асламăшне те хăй вăхăтĕнче килĕнче çăкăр пĕçерттернĕ. Таисия пĕчĕк чухне амăшĕ те ялти столовăйра вăй хунă. Апла тăк хăйнеевĕр династи. Таисия Ильинична ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Ахаяс» фольклор ушкăнне те çÿрет, алĕç тума та вăхăт тупать. Эпĕ унăн вăй-хăвачĕшĕн, тÿсĕмлĕхĕпе чăтăмлăхĕшĕн сĕре хĕпĕртерĕм...

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.