Комментари хушас

28 Нарăс, 2017

«Атте выçăпа аптăраса вилнĕ»

Вăхăт иртнĕ май халăхшăн паллă кунсем историре шаларах та шаларах юлса пыраççĕ. Халĕ пурăнакансен вĕсене манма юрамастех. Совет çарĕ Ленинград паян Санкт-Петербургхулин блокадине татнăранпа кăçалхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче 73 çул çитрĕ. 872 куна тăсăлнă 1941 çулхи авăнăн 8-мĕшĕнчен пуçласа 1944 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕччен блокадăра выçăпа, сивĕпе тата снаряд-бомба лекнипе 641 пин çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, нумайăшĕ ĕмĕр тÿрленейми суранланнă.

Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче пурăнакан Галина Олаева Ленинград блокадинче çуралнă. Çакна пĕлнĕрен тата хисеплĕ çыннăн пурнăç çулĕпе çывăхрах паллашас тĕллевпе ун патне çул тытрăм. Кил хуçи мана кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Хам мĕн сăлтавпа çÿренине пĕлсен хĕрарăм тăруках хумханса кайрĕ.

— Анне каласа панине тепĕр хут аса илме питех те йывăр-çке, — терĕ кăшт тăхтасан. Унăн пичĕ çинче куççуль çутă йĕр хăварчĕ. Асаилĕвне ытларах амăшĕн сăмахĕсемпе йĕркелесе пычĕ вăл.

— Манăн аттепе анне Ленинграда вăрçăчченех пурăнма куçса кайнă. Нимĕçсем пирĕн çĕршыва тапăнсан вĕсем пĕтĕм халăхпа пĕрле «Йăлтах фронт валли» девизпа ĕçленĕ. Тăшман хула çывăхне çитсен те Ленинградра пурăнакансем хăраса каялла чакман — ĕçленĕ, çапăçнă, ыранхи куна шанса пурăннă. Кĕçех хула нимĕç фашисчĕсен ункине юлнă. Çакăн хыççăн блокадăри пурнăç кунсерен йывăрланнă.

Эпĕ 1942 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче снаряд-бомба çурăлнă сасăпа, хулара выçлăх хуçаланнă вăхăтра çут тĕнчене килнĕ. Атте мана кураймасăрах нарăс уйăхĕнче выçăпа чирлесе вилнĕ. Çын пуçне 125-шер грамм панă çăкăрне те эпĕ сывă çуралтăр тесе амăшĕ пулма хатĕрленекен мăшăрне парса пурăннă вăл. Анне каланă тăрăх, çав çулсенче хулара пĕр йытăпа кушак та юлман, пурне те тытса çинĕ...

Вăрçă йывăрлăхĕсене темĕнле пулсан та тÿссе ирттерес шухăшпа анне мана, 14 кунри ачана, çĕклесе юнашар çуртра пурăнакан хĕр тантăшĕсем патне кайнă. Унта çитсен анне умне хăрушă ÿкерчĕк тухса тăнă: хĕрсем пĕри те ура çине тăрайми начарланса çитнĕ, калаçайман та. Пĕри алă тунинчен хăйĕн юнне ĕмсе выртнине курсан аннен те пуçĕ çаврăнса кайнă. Кунта хĕр пĕрчине çăлса хăварма çуккине ăнланса анне Ладога кÿлли урлă выртнă «пурнăç çулĕпе» тăван Канаш районне таврăнма шутланă. Çапла вара ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче пире те Ладога урлă каçакан пĕр машина кузовне лартса çула кăларнă. Кунта анне тепĕр чăваш хĕрарăмĕпе калаçса кайнă: вăл та кăкăр ачипе Чăваш Ене килме тухнă иккен.

Çуркунне çывхарнăран тата снаряд-бомба шăтăкĕ нумай пулнăран пăр çинчи шыв чĕркуççи таранах пулнă. Регулировщиксем те пичкесем çине тăрса çул кăтартнă. 1942 çулхи хĕл питĕ сивĕ пулнăран хулăн шăннă пăр бомба-снаряд ÿкнипе çуркаланнă пулин те автомашинăсене чăтнă-ха. Сасартăк машинăсем чарăннă... — калаçу çак тĕле çитсен Галя аппа шăпланчĕ те куçĕ каллех шывланчĕ. Кăштах тăхтанă хыççăн вăл амăшĕн сăмахĕсемпе йĕркеленĕ асаилĕве малалла тăсрĕ. — Автоколонна умри машина пăр айне анса кайнипе чарăннă иккен, кузовра ларса пыракансенчен нумайăшне çăлса хăварайман. Çапла пурин умне те хăрушлăх тухса тăнă. Регулировщиксем тимĕр шăчăсемпе пăра тĕрĕслесе автомашинăсене урăх вырăнпа кайма çул кăтартса пулăшнă. Тав Турра, эпир тепĕр çырана чиперех тухнă. Анне мана юр çине хурса кăкăр умĕнчен кăларнă типĕ те ăшă татăкпа чĕркесе эвакуаци халăхĕпе пĕрле инçетри чукун çул станцийĕ еннелле утнă. Шел те, паллашнă чăваш хĕрарăмĕпе уйрăлмалла пулса тухнă. Унăн шыв сирпĕннĕрен кăкăр çумне хытă пăчăртаса тытнă ачи çыран хĕррине çитсен сывлама чарăннă...

Чукун çул станцийĕнче пире Урал еннелле каякан эвакуаци составне лартнă. Пуйăс питĕ вăрах кайнă. Малтан вăрçа каякан салтаксене, вăрçă хатĕр-хĕтĕрĕллĕ составсене ирттерсе ямалла пулнă. Нумай çĕрте икшер талăк та тăма тивнĕ. Пĕррехинче анне ман валли сĕт шырама кайнă, таврăннă вăхăта пуйăс вырăнтан хускалнă. Анне сĕт савăтне пăрахса юлашки вакунран аран çакланнă. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çула тухнăскерсем çу уйăхĕн 1-мĕшне кăна Канаш районĕнчи Сиккассинче пурăнакан кукамай патне çитнĕ. Бомба-снаряд кĕрлевĕсĕр, сирена сассисĕр ялта эпир аннепе иксĕмĕр тинех канлĕ çывăрнă. Нумай çул иртрĕ пулин те эпĕ Ладога кÿллине хамăн пурнăç çулĕн пуçламăшĕ тесе йышăнатăп.

Малалли калаçу Аслă Çĕнтерÿ хыççăнхи пурнăçпа çыхăнса кайрĕ. Пирĕн халăхшăн вăрçа пула ишĕлнĕ çĕршыва вăй илтересси те çăмăл пулман. Шкула çÿрекен ача-пăчашăн та вĕренÿпе ĕç юнашар пынă. Аслисемпе пĕрле ĕçе ир кÿлĕннĕ Галина та шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Сиккассинчи вăтам шкул хыççăн Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ. Пилĕк авнă хушăрах техникум пĕтернĕ, ĕçлеме пуçланă.

Çамрăклăх — малалла чĕнекен вăхăт. Галина та Шомик каччипе Николайпа паллашса çемье çавăрнă. Икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Кăшт вăхăтран ватă амăшне /хунямăшне/ пăхма Шомика куçса килнĕ.

Ĕçрен хăраман вăрçă ачисем килти хушма хуçалăхра та выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă. Çĕнĕрен пысăк та хăтлă çурт лартнă. Пурнăç урапи пĕр тикĕс кусмасть çав. Йывăр чирсене пула мăшăрĕ те, аслă хĕрĕ те пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕç. Галя аппа вара аслă хĕрĕн ачине пăхса çитĕнтерчĕ, аслă пĕлÿ илме пулăшрĕ. Йывăрлăха парăнман Галина Михайловна ялта çут çанталăка юратнипе палăрать. Урам вĕçĕнчи чăнкă çыран хĕррипе çулсерен нумай хунав лартса вăрман çитĕнтерчĕ. Йывăçсем çинчи вĕллесене йышăннă шăнкăрчсем çуркунне кунта юрă-кĕвĕ тĕнчине лекме пулăшаççĕ.

— Çуркунне хам ÿстернĕ вăрманта шăпчăксем юрлама пуçласан пурнăçăн йывăр саманчĕсене, çăмăл мар асаилÿсене кăштах та пулин çăмăллатнăн туйăнать, — калаçăва вĕçлерĕ Галина Олаева. Кашлатăр, хумхантăр ырă шухăш-туйăмпа лартнă Галя аппа вăрманĕ.

Герман ОСИПОВ.

Муркаш районĕ,

Шомик ялĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.