Шăпа

19 Пуш, 2016

«Мĕнпур юратăва ачасене парнелĕпĕр»

«Чăваш Ен» ПТРКра çĕнĕ хыпарсен кăларăмне ертсе пынă Алена Павлова çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа кĕçех 10 уйăх çитет. Вăл 27 çулта çеçчĕ. Аленăн виçĕ ача тăлăха тăрса юлчĕ: Кирилл /халĕ 3 çул та 3 уйăхра/ тата çичĕ уйăхра çуралнă икĕ хĕрача — Вероника тата Кристина /халĕ 9 уйăхра/. Вĕсем 2015 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Алена ача çуратнă хыççăн пĕр эрне комăра выртнă, кайран тăна кĕмесĕрех вилнĕ. Тин кăна сенкер экран çинче тăван чĕлхепе илемлĕ калаçакан çамрăк хĕрарăм текех çуккине ĕненме йывăр пулчĕ. Чуна вырнаçайми усал хыпар республикăра çиçĕм хăвăртлăхĕпе сарăлчĕ. Унтанпа çу та, кĕр те, çил-тăманлă сивĕ хĕл те иртрĕ. Акă каллех çут çанталăк ешерме тытăнĕ. Вăхăт шунăçем чĕрери йывăр суран та пăртак пирчет. Пурнăç малаллах тăсăлать.

4 Нарăс, 2016

Тăлăха Турă пулăшать

Тăхăр теçеткерен иртнĕ Анна аппапа унăн кун-çулĕ пирки сăмах пуçартăм. «Тăлăхăн хуйхи нумай, - терĕ вăл калаçу çăмхине сÿтнĕ май. - Пирĕншĕн ачалăх та, çамрăклăх та пулман. Вăрçă тата ун хыççăнхи асап çулсене нихăçан та манас çук».

Окоп чавнă, вăрман каснă

19 Раштав, 2015

Ĕçчен çынна ял савать

- Виçĕ ывăл та Свердловскра пурăнать. Шупашкара, кÿршĕ ялтан килнĕ пек вĕçтерсе çитеççĕ, амăшне кичемленме, тунсăхлама памаççĕ. Кинсем вырăс, хам хĕрсем пекех вĕсем маншăн, пĕр ĕçе те тиркемеççĕ, «анне» тесе кăна тăраççĕ.

19 Раштав, 2015

«Пăянамăн ачисене пăхса ÿстертĕм»

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ Анна Чернова. Çак ялах качча тухнă вăл. 26-ри хĕре 19 çулти йĕкĕте тупса панă. Хунямăшĕ тепре качча кайнăран Анна Макаровнăн упăшкин икĕ йăмăкне пăхса ÿстерме тивнĕ - качча пынă чухне 6 тата 7 çулти ачасем çеç пулнă вĕсем.

27 Чÿк, 2015

Унăн ячĕ - «Астăвăм» кĕнекере

Ют çын сассине илтнĕ Нина аппа пÿртрен çенĕкелле туххăмрах тухрĕ. Умра тăракан кинемей 90-ра пулнине ĕненес те килмерĕ: çÿллĕскерĕн утти халĕ те йывăрланман, кĕлетки курпунланса пĕкĕрĕлмен. Пурнăçра терт-нуша мĕн чухлĕ тÿснине пуçа илсен вара...

Pages