Ĕçчен çынна ял савать
- Виçĕ ывăл та Свердловскра пурăнать. Шупашкара, кÿршĕ ялтан килнĕ пек вĕçтерсе çитеççĕ, амăшне кичемленме, тунсăхлама памаççĕ. Кинсем вырăс, хам хĕрсем пекех вĕсем маншăн, пĕр ĕçе те тиркемеççĕ, «анне» тесе кăна тăраççĕ. Ачамсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăннишĕн чун хĕпĕртет, - каласа кăтартать Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелте пурăнакан Валентина Акимова.
Çăмăл килмен унăн кун-çулĕ. Мăшăрĕ пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайнă. «Асли Коля вунпĕртеччĕ, Толя тăххăртаччĕ. Чи кĕçĕнни Алюш 7 уйăхра кăначчĕ. Мĕнех, чăтнă, кирек хăш хĕрарăм та çак çĕр çинче чун тĕпренчĕкĕсемшĕн пурăнать пулĕ. Çывăх çыннисемсĕр пуçне урăх вĕсем кама кирлĕ?» - ăшшăн калаçать Валентина Николаевна.
Пĕччен тăрса юлсан та пуçне усман вăл. Чунне хытарса, кăмăлне çирĕплетсе малаллах утнă. Ялта пысăк хуçалăх тытса, ăна тирпейлесе тăма ансат пулман хĕрарăма. Çапах та çынран катăк пурăнман, килте арçын çуккине палăртман, ĕнине те усранă, хур-кăвакалне те ĕрчетнĕ. Çав вăхăтрах кашни кунах ĕçе васканă Валя аппа. Фермăра ĕне сунă, сысна пăхнă. Хуçалăхра пăта çапасси те, хĕл валли вутă хатĕрлесси те, утă çуласси те ун çинех тиеннĕ.
Сывлăхĕ çирĕпех мар пулин те картиш тулли выльăх тытать, пахчаçимĕç ÿстерет ÿркенменскер. Хушма хуçалăхра çитĕнтернĕ улма-çырлапа, хăй туса илнĕ аш-пăшпа авăнать унăн сĕтелĕ. Хĕле хатĕрленсе нÿхрепне те тултарнă. «Нумай-нумай çул «Чăваш хĕрарăмĕпе» туслă эпĕ, хĕллехи вăрăм каçсенче тунсăхлама памасть вăл мана, хуйха-суйха, пăшăрханнине айккинелле сирет», - чунне уçать вăл. Кÿршĕ-аршă, ял-йыш Валентина Николаевнăна ĕçченлĕхĕшĕн, ырă кăмăлĕшĕн хисеплет. Пĕччен тăрса юлсан та ял çинче ят яман вăл, нихăçан та тÿрĕ çулран пăрăнман.
Елена АТАМАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас