Шăпа

26 Авăн, 2015

Пĕр татăк çăкăр шăршипех тăраннă

- Вăрçă пуçланнă куна питĕ лайăх астăватăп. Ир-ирех тăрса уя ыраш çумлама кайнăччĕ. Яла хĕвел анаспа кăна таврăнтăмăр. Çитрĕмĕр те - пурте пуçĕсене уснă, хурлăхлă, «вăрçă пуçланнă» тесе йĕреççĕ çынсем. Пирĕн те куççуль юхса анчĕ. Каçхине вăййа тухасси те пĕтрĕ.

11 Утă, 2015

Айăпсăр... айăпланă

Мария Кудряшова 1924 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Малти Пукашра çуралнă. Кĕçĕн класра ялта вĕреннĕ хыççăн вăтам шкула Октябрьскине çÿреме пуçланă. 1939 çулта 7-мĕш класран вĕренсе тухнине çирĕплетекен свидетельствăна илнĕ. Шкул хыççăн тăван ялĕнчи Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ.

Pages