Айăпсăр... айăпланă
Мария Кудряшова 1924 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Малти Пукашра çуралнă. Кĕçĕн класра ялта вĕреннĕ хыççăн вăтам шкула Октябрьскине çÿреме пуçланă. 1939 çулта 7-мĕш класран вĕренсе тухнине çирĕплетекен свидетельствăна илнĕ. Шкул хыççăн тăван ялĕнчи Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан 4 уйăхран Малти Пукаш ялĕнчен 10 çынна Чăнкасси ялĕ çывăхне окоп чавма янă. Çав çул шартлама тăнине халĕ те асрах тытаççĕ. 38-41 градус сивĕре ирхине 6 сехетрен пуçласа сĕм çĕрлеччен лумпа-пуртăпа шăннă çĕре кĕрĕслеттере-кĕрĕслеттере катма тивнĕ. Ĕç вĕçленсен те хваттере çитме Тупай Ĕсмĕл ялне 4 çухрăм утнă. Кăнтăрла та вĕри апат пулман, темиçе татăк ыраш çăкăрĕпех çырлахнă.
- Прорабсемпе мастерсем пирĕнтен пĕр утăм та пăрăнман, питĕ тимлĕн тĕрĕслетчĕç, уйрăмах - ĕçе килнипе кайнине. Йĕрке çирĕп пулнă. Пирĕн ушкăнра Эльменкасси ачи Николай пурччĕ. Пĕррехинче вăл 5 минут кăна каярах килчĕ, апла пулин те ăна 5 çуллăха тĕрмене хупрĕç, - аса илет Мария Яковлевна. - Çавăнпа ĕçе юлса килме питĕ хăранă, ирĕк ыйтмасăр кăшт маларах кайма та шикленнĕ.
Мария Кудряшова ĕçленĕ ушкăнра хăйĕнпе пĕр ялти каччăсем - Иван Александровпа Павел Андреев - пулнă. Вĕсене 1942 çулта вăрçа илсе кайнă.
- Иван киле таврăнаймарĕ, Мускава хÿтĕленĕ май вăрçă хирĕнчех выртса юлчĕ. Павел 1944 çулта аманса таврăнчĕ, - аса илет ветеран.
1942 çултан пуçласа ялти çамрăксене вăрçă ĕçне вĕрентнĕ, винтовкăна салатса пуçтарма, тарăн варсенче пăшалран пеме хăнăхтарнă. Çав çулах раштавра Мария та çар комиссариатĕнчен повестка илет. Тепĕр кунах хĕр юлташĕсемпе пуçтарăнса килтисенчен уйăрăлса Канаша медкомисси тухма каять. Анчах унăн сывлăхĕ алла хĕç-пăшал тытса тăшманпа çапăçма юрăхлă мар иккен, каялла таврăнма тивнĕ.
Апла пулин те тепĕр уйăхранах тепĕр повестка килет. Хĕр Мускава çитет. Кудряшовăн уринчи шыçăсене пула ăна тухтăрсем каллех яла яраççĕ.
Çав çулах пуш уйăхĕнче хĕре Уралти алюмини заводне мобилизацилеççĕ, производство шлакне тасатнă çĕре тăратаççĕ. Станоксем - талăкĕпех, çынсем сменăпа ĕçленĕ. Çын çитмен чухне юлма та лекнĕ. Калама çук йывăр ĕçшĕн тÿлекен укçа çимелĕх те çитмен. Пурăнма та юхăннă общежитие вырнаçтарнă. Çавăнпах ĕçлекенсен йышĕ хăвăрт чакма пуçланă, пурте май пур таран хăвăртрах килĕсене таврăнма тăрăшнă. Виçĕ чăваш хĕрĕ те тăван тăрăха таврăнма тухнă. Çĕрле Мускав еннелле каякан пуйăс вакунĕсен айне майлашăнса выртнă та çапла çула тухнă. Кашни станцирех тĕрĕсленĕрен хĕрсен темиçе хутчен те пуйăс çинчен пуйăс çине куçма тивнĕ. Пилĕк талăкран тин Тĕрлемесе çитнĕ. Çĕрлехи вăхăта пăхмасăр 35 çухрăмри тăван ялне утнă. Çапла 1944 çулхи çуркунне Мария Кудряшова тăван алăк уратинчен каçнă.
Ку ĕç акара пулса иртнĕ, çу уйăхĕнче ăна татах повестка тыттараççĕ. Хальхинче Октябрьскинчен Канаша хĕрсемпе каччăсене кăна мар, килĕсене сипленме янă аманнă салтаксене те чĕннĕ. Канашра вĕсене Киева ăсатасса пĕлтернĕ. Медкомиссире никама та пĕр утăм та пăрăнтарман, дежурнăйсем хуралласах тăнă. Анчах вĕсене Марийăпа юлташĕ Ангелина калаçтарса ÿкĕте кĕртнĕ: çул çинче çимеллисем илетпĕр тесе пасара тухнă та хăйсем чиркĕве васканă. Пĕр хушă кĕлĕре тăнă, çурта çутнă хыççăн каялла таврăннă.
Ăсатакансен черетне вуланă чухне Кудряшова хушамачĕ тухман. Мария каллех тăван ялне таврăннă. Пĕр-икĕ кунранах Октябрьскинчи хăмла пунктне счетовода ĕçлеме вырнаçнă. 1944 çулхи авăн вĕçĕнче, хăмла пухмалли вăхăтра, кунта милици килнĕ. Хĕре заводран тарнă тесе Çĕрпÿри тĕрмене илсе кайнă - 5 çуллăха хупса лартнă. Каярахпа ăна Шупашкара чукун çул вокзалĕ çывăхĕнчи тĕрмене куçарнă. Айăпланисене çуранах хальхи Константин Иванов ячĕллĕ театр çуртне тума илсе çÿренĕ. Унта кирпĕч, растворпа бетон сĕтĕрттернĕ. Вăл вăхăтра пур ĕçе те алă вĕççĕн пурнăçланă. Кунта Мария хăйĕнпе пĕр ялти Мария Лукинапа тертленнĕ, тĕрме çăкăрне пĕрле çинĕ.
1945 çулхи çулла Лукина вилмеллех чирленĕ, куçне тĕрме больницинчех хупнă. Мария Яковлевнăна 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче тухнă амнистипе авăнăн 22-мĕшĕнче ирĕке кăларнă. Çакăншăн савăннă хĕр килне икĕ кун çуран утнă.
Мария пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ирĕклĕ пурнăçа хăнăхнă, колхоз ĕçне хутшăннă. Вăл вăхăтра счетоводра Анатолий Кольцов тăрăшнă. 1949 çулхи çурлан 5-мĕшĕнче çамрăксем çемье çавăрнă. Мария Яковлевнăпа Анатолий Миронович ултă ача çуратса ÿстернĕ. Кольцовсен кĕçĕн ывăлĕ Юрий амăшĕпе тăван килĕнче пурăнать.
Мария Яковлевна 10 çул ытла фермăра ĕçленĕ. Малтанах чăх-чĕп пăхнă. Кашни чăхран çулталăкне 146 çăмарта илсе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кайран лайăх ĕçчене пăрусем пăхма куçарнă. Çавăнтанах вăл 1975 çулта тивĕçлĕ канăва кайнă.
Пĕлтĕр 90 çул тултарчĕ пулсан та кил-тĕрĕшри ĕçĕсене те хутшăнать Мария Яковлевна, пĕрре те ахаль лармасть. Хастар хĕрарăм «Ача амăшĕ героиня» ордена, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Альберт АНИШ.