Шăпа

13 Раштав, 2014

Шур хурăнсем те кулянаççĕ

Афган вăрçин паттăрне Владимир Тукмакова Çĕнĕ Ахпÿртре ватти-вĕтти таранах пĕлет. Ăна вунтăхăр çултах Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Шел те, Володьăн ĕмĕрĕ вăрăмах пулайман. 39 çултах пурнăçран уйрăлнă вăл. Ăна тăван тăрăхĕнче манмаççĕ. Ун ячĕпе Çĕнĕ Ахпÿртре кашни çулах хоккей турнирĕ иртет.

Федор Петровичпа Александра Макаровна патне кĕрсе, тен, йăнăш та турăм-и? Ывăлĕ пирки аса илтерсе амăшĕн чунне татах та ыраттартăм-çке. Аслă ывăлĕн Володьăн пысăклатнă сăнÿкерчĕкĕсем çине пăхса йĕчĕ вăл.

8 Чÿк, 2014

Илемлĕ фильм витĕмĕпе

Апла-и, капла-и, ырă-и, начар-и килет çыннăн пурнăçĕ, темле пулсан та эпир кашниех юмахра пулса куратпăр. Манăн шухăшпа нумайăшĕ çакăнпа килĕшессĕн туйăнать. Çапла мар-и-ха, туссем? «Эх, еплеччĕ ун чухне... Ах, мĕн тери телейлĕччĕ...

21 Юпа, 2014

«Асамат кĕперĕ витĕр тухаймарăмăр çав...»

...Çÿçĕм кĕмĕл тĕспе витĕниччен час-часах кайса çÿреттĕм тăван ялăма. Çĕнĕ Шуртан виçĕ район - Канаш, Йĕпреç тата Вăрнар районĕсем чикĕленнĕ вырăнта ларать. «Турă пилленĕ кĕтес», - теççĕ ун пирки таврари ялсенче пурăнакансем. Ара, укăлчаран тухатăн кăна - пысăках мар вăрмана пырса кĕретĕн. Виçĕ çухрăмра Кĕçĕн Çавала хăйĕн йăлтăркка хумĕсене васкаса хăвалакан Кушлавăш шывĕ юхса выртать. Мĕн ачаранах чун-чĕрере манăçми çутă йĕр, ырă аса илÿ хăварнă Янклат тăвайкки, Çĕр кĕперпе Куршанак çырмисем...

13 Çурла, 2014

Ĕненÿ чунра пулмалла

«Эпĕ пĕр 40-50 çул турра ĕненмен. Анчах хăш-пĕр çынна тĕл пулсан пурнăç, ĕç-пуç ăнманнине сисеттĕм. Манăн аннене пушă витрепе курсан та ăнать тетчĕ ял-йыш. Сунарçăсем сунара кайиччен унпа курнăçсан сунар яланах ăннă-мĕн. Вĕсем сăсара çĕклемĕпех йăтса килнĕ.

Pages