Комментари хушас

8 Чÿк, 2014

Илемлĕ фильм витĕмĕпе

Апла-и, капла-и, ырă-и, начар-и килет çыннăн пурнăçĕ, темле пулсан та эпир кашниех юмахра пулса куратпăр. Манăн шухăшпа нумайăшĕ çакăнпа килĕшессĕн туйăнать. Çапла мар-и-ха, туссем? «Эх, еплеччĕ ун чухне... Ах, мĕн тери телейлĕччĕ... Чăннипех манпа пулнăччĕ-ши çавă?..» Кам аса илмест пулĕ асамлă çав туйăма, çамрăклăха, çунат сарса тÿпере вĕçнине...

Çĕрпÿ районĕнчи Метикасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Римма Константинова. Вăрçă умĕн пĕр çул маларах, 1940 çулта, çуралнă. Çемье йышлă пулнă вĕсен. Пĕтĕмпе - вун пĕр ача. Пĕчĕкрен колхозра ĕçлесе ÿснĕ. Çичĕ класс пĕтерсен хĕр Шупашкара, тăванĕсем патне килнĕ. Аллинче унăн çаврака хура çăкăр пулнă.

Хулана çитсен Римма пÿрт купаланине курать. Пилĕк хутлă çурт тăрринче каска тăхăннă çамрăксем ĕçлеççĕ. Савăнăçлăн калаçни, кулни, шÿтлени илтĕнет. «Епле çÿллĕ, хăрамаççĕ те-ши вĕсем? Кур-ха, «Высота» ятлă кинори пекех-çке», - шухăшлать çăкăрне кăкăрĕ умне тытнă хĕр ача.

Ăçта каяс-ха ĕçлеме? Паллах, стройкăна. Унта пурне те илеççĕ. Тĕрлĕ ĕç тăвакан кирлĕ. Римма стройкăра тăрăшать, каçхи шкулта малалла вĕренет. Телее, вăл стройкăра Социализм Ĕç Геройĕ Михаил Иванов патне лекет. Вăл пулăшнипе каменщике вĕренет.

Çапах таçти шалти ĕмĕт канăç памасть ăна. Хĕр мĕн пĕчĕкренех артистка пулма шухăшланă-çке. Шкулта вĕреннĕ чухнех ташă-юрă енĕпе палăрнă. Хаçатра пĕлтерÿ курах каять вăл: балет студине çамрăксене вĕренме илеççĕ. «Шывармань» опера лартма хатĕрленеççĕ.

Ĕçрен таврăннă чухне хăю çитерсе театра кĕрет Римма. Йĕлтĕр пек калуш, пысăк çăматă, шăлавар тăхăннă хĕр питĕ пăлханать. Унăн пултарулăхне комисси членĕсем тĕрĕслеççĕ. Ташлама сĕнеççĕ хайхине. Çăматтине хывать хĕр, çав вăхăтра чăваш кĕвви хыттăн кĕрлесе каять. Римма пурин çинчен те манса кайса ташша яра парать...

Виççĕр çамрăк ыйту çырнă-мĕн, пĕтĕмпе вара вăтăр пĕр çамрăка çеç суйласа илеççĕ. Римма та вĕсен йышне лекет. Кунта вăл паллă юрăçпа Тамара Чумаковăпа, Борис Марков режиссерпа паллашать. Ĕçлет, вĕренет, эрнере икĕ-виçĕ хутчен театра çÿрет. Хăйне чăн-чăн юмахри пек туять.

Каçсерен ăна Метикасси каччи Аркаша театртан кĕтсе илет. Çирĕм пĕррери хĕрпе каччă часах пĕрлешеççĕ. Риммăн çие юлать. Йыш хушăнсан театрпа сыв пуллашма тивет унăн.

Çав вăхăтрах мăшăрне виçĕ çуллăха салтака илсе каяççĕ. Римма строительсен техникумĕнчен вĕренсе тухса алла диплом илет. Ăна мастер, прораб ĕçне шанса параççĕ. Хастар та çаврăнăçуллă чăваш хĕрĕ ырми-канми ĕçлет, тăватă ача çуратать. Анчах телей нумая пымасть, мăшăрĕ сарăмсăр вилет. Вăтăр виççĕри хĕрарăм апат çиейми пулать.

- Малалла пурăнмашкăн ăçтан вăй-хал тупрăн? - ыйтрăм Римма Константиновăран.

- Ĕç çăлса хăварчĕ, - терĕ вăл. - Юратнă ĕç.

- Стройкăра çăмăл мар-çке.

- Чăн та, çăмăл марччĕ. Анчах мана шăпах ĕç çăлса хăварчĕ. Маçтăр та, прораб та пулнă эпĕ. Ăста специалист тесе мана çуртсем тунă çĕре янă. Чертежсене вулама çивĕч куç кирлĕ. Ăна кашниех пултараймасть. «СУ-29» организацире пурте хисеплетчĕç, шанатчĕç.

- Çапах яваплă та йывăр ĕç суйлама мĕн хавхалантарчĕ?

- Кино, - йăл кулать Римма Константинова. - «Девчата», «Высота» тата ытти фильма темиçе хутчен те пăхаттăмăр. Пирĕн те вĕсем пек пурăнас килетчĕ.

- Романтиксем пулнă ĕнтĕ, - килĕшетĕп унпа.

...Римма Степановна тăван яла таврăнать. Кунта çĕнĕ вăйпа ĕçе пуçăнать. Вăл шкулсем, фермăсем тунă çĕрте тар тăкать. Клуб, ача сачĕ туса пĕтереççĕ. Совхозăн тĕп строителĕ нимĕнле ĕçе те тиркемест.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та çурт хăпартнă, çынсене кăмакасем туса панă. Халĕ те ахаль лармасть вăл. Выльăх-чĕрлĕх усрать, ачисене пулăшать. Каçхине чăвашла тумланса клуба юрлама каять.

Тăпăлкка кĕлеткеллĕ, ăшă чунлă хĕрарăмпа чуна уçса калаçма питĕ кăмăллă пулчĕ. Кашни çын хăй пĕр тĕнче тетпĕр-çке. Вĕсем пуррипе тĕнче илемлĕ. Çавăн пек маттур чăваш хĕрарăмĕпе мăнаçланас килет.

Лидия САРИНЕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.