«Пурçăн» упăшка
Мĕн кăна илтместĕп ĕнтĕ савнă упăшкаран, мĕн кăна тÿсместĕп. Çук, манăннине çитес çуках-ха никамăн мăшăрĕ те. Манăн вăл çапах та — манăн. Манăн-и? Этем мар! Тулĕк пурăнатăп, тÿсетĕп. Мĕншĕн-и? Ачасемшĕн. Малтанах уйрăлса каясшăнччĕ. Аннене шеллерĕм. Ялта мĕн калĕç? Çынран аван мар. Ачасем те пĕчĕкчĕ ун чухне. Ашшĕ кирлĕ пек. Татах тÿсрĕм. Мана качча илнĕ чухне чиперех «юрататăп» тетчĕ. Вăрçса кайсан... мĕн кăна каламасть пуль. Хăш чухне, эпĕ кирлĕ чухне, манран лайăххи çук. «Ăçтан пулма пĕлнĕ-ши эсĕ? Мĕншĕн çав териех юрататăп-ха эпĕ сана?