Ĕçре телей тупнисем

12 Пуш, 2016

Çын пурнăçĕ ĕçпе илемлĕ. Унашкал çын ура çинче те çирĕп тăрать, хăйне те хăюллă тытать. Ыранхи кун ăна хăратмасть. Çĕрпÿ районĕнчи Анчăккасси ялĕнче пурăнакан Зоя Пантелеймоновнăпа курса калаçнă хыççăн çуралчĕ çак пĕтĕмлетÿ. Ку таврара ăна палламан, пĕлмен çын çук пулĕ.

Нумай çул тĕп агрономра тăрăшнă, совхоз директорĕнче чунне парса ĕçленĕ маттур та пултаруллă хĕрарăмпа калаçма питĕ интереслĕ пулчĕ. Ертÿçĕ пулма, ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пыма кашниех пултараймасть. Паллах, кунта хăйне евĕрлĕ пултарулăх текенни те кирлĕ. Унсăрăн епле-ха? Çынпа ĕçлесси ансат мар.

Анчăккасине кÿршĕ Тĕрер ялĕнчен качча килнĕ вăл. 1965 çулта Зоя Метикассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Амăшĕ Матрена Степанова паллă трактористка пулнă, вăрçă вăхăтĕнче вĕсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр уйра тракторпа суха тунă. Хĕрĕ те амăшĕ çулĕпех кайнă. Шкул хыççăн тÿрех Шупашкарти ялхуçалăх институтне агронома вĕренме кĕнĕ. Çемьере çичĕ ача ÿснĕ вĕсен. Зоя - асли. Ун чухне ĕçленĕшĕн тÿлемен. Ачи-пăчи, ватти-вĕтти уйра, йĕтем çинче иртен пуçласа каçченех тăрăшнă. Выляса, чупса ĕçленĕ, ача-пăча утă купи çинчех çывăрнă. «Ĕçре телей тупнă», - куçĕ çуталать унăн.

Иван Спиридонович шкулта ĕçленĕ, ачасене тракторпа çÿреме вĕрентнĕ. Çÿллĕ те тĕреклĕ, сăнран хитре пулнă вăл. Кирек мĕнле ĕçе те пултарнă. Ахаль мар ăна таврара «яш Ванькка», «яш каччă» тесе чĕннĕ. Институтра пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухнех «яш каччă» хĕрĕн пуçне çавăрать. Качча тухма ыйтать. Кайран темле-ха унта, шанса пĕтер хĕрсене...

Пилĕк ача çитĕнтереççĕ Спиридоновсем. Пурте йĕркеллĕ ĕçлесе пурăнаççĕ, пилĕкĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Пĕр ывăлĕ ялтах кермен пек кил-çурт çавăрнă.

Çамрăк хĕрарăм тĕп агрономра, кÿршĕри Пăрсайкассинче, «Ленинец» колхозра тăрăшать. Совхоз директорĕн тилхепине тыттарнă чухне Зоя Пантелеймоновна 42 çулта пулнă. Ир тухса кайнă та киле каçхине çеç пырса кĕнĕ. 1986 çулта вăл тăрăшнипе ялта çĕнĕ клуб лартнă. Утă управĕ, çамрăк çемьесем ыйтнипе ача сачĕ, медпункт çĕкленĕ. Каярахпа фермăсене çĕнетнĕ, вĕсенче кану, çăвăнмалли пÿлĕм пулнă. Çĕрулми хумалли путвал, утă типĕтмелли комплекс та хута кайнă. 1988 çулта çамрăксене пурăнма çирĕм хваттерлĕ вунă çурт лартнă. Ĕçĕ çителĕклех пулнă, укçине те тÿленĕ. Хăмла тухăçне ÿстернĕ колхоза УАЗик те парнеленĕ. Сысна ферми халĕ те ĕçлет.

Совхоз директорĕнче тăватă çул ĕçленĕ Зоя Спиридонова. Унăн çумĕнче ялан шанчăклă çын пулнă - мăшăрĕ Иван Спиридонов. Пĕччен ун чухлĕ çитĕнÿ тума пулатчĕ-ши? Пур çĕрте те, хăть те мĕнле йывăрлăхра та пулăшса пынă ăна мăшăрĕ. Лайăх механизатор пулнă вăл. Яваплăскере директор та шаннă. Сăнÿкерчĕке пăхатăп та тĕлĕнетĕп: сăпайлă çак чăваш хĕрарăмĕнче мĕн чухлĕ вăй, мĕн чухлĕ чăтăмлăх! Çĕр çывăрман каçсем те сахал мар пулнă унăн. Ертсе пырас ĕç вăл, тепĕр тесен, ытларах чухне - арçын яваплăхĕ. Мĕн каласси, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пырсан çеç ĕç малалла каять. Каçхине тин киле çитнĕ мăшăрсем. «Ах, ачасем мĕнле-ши, кил-çурт вырăнтах-ши, шăрпăкпа вылямарĕç-ши?» - чунĕ вырăнта пулман Спиридоновсен.

Самана тĕрлĕрен улшăнать. Пурнăçĕ те пач урăхланать. Анчах вĕсем пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Аллă çул пĕрле вĕсем. Ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ паян Спиридоновсем.

Лидия САРИНЕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.