Лар-ха, хĕрĕм, юнашар

26 Пуш, 2016

Çывăх юлташĕсем, тăванĕсем ăна «Волга-речка» тесе чĕнеççĕ. Ташша-юрра ăста пулнăранах çапла ят панă пулас. Ял çыннисемшĕн вара вăл — Ульки аппа. Шупашкарта, хĕрĕ патĕнче, хăналанать халĕ. Ирхине ĕçе кайиччен амăшĕ валли сĕтел туллиех апат-çимĕç хатĕрлесе хăварать Леонора. Сап-сарă кавăна пĕçерсе олива çăвĕ ярса пăтратать, панулми тураса пыл хушать, кăшман пĕçерет, ыхра, тип çу ярса турилккене лартса хăварать. Сĕлĕ пăтти хатĕрлет. Тĕрлĕ курăк, шăлан çырли ярса вĕретнĕ сиплĕ чей тултарать, телевизор пăхнă чухне шĕкĕлчесе ларма кавăн вăрри лартса хăварать. Унтах витаминсем те пур, вĕсене ĕçмеллине, юн пусăмне виçмеллине телефонпа асăрхаттарсах тăрать кунĕпех ĕçре тăрмашаканскер.

— Эй, кун пек пăхсан эпĕ çĕр çул та пурăнăп, — тет Ульки аппа.

— Пурăн-ха, аннем, пурăн. Çĕр çула çитиччен те, çĕр çул иртсен те пурăн. Сана тем пек усрас килет манăн, — ларма-тăма пĕлмест хĕрĕ.

— Ĕнтĕ сăпкара сиктерменни анчах, — шÿтлет амăшĕ.

Ку сăмахсене илтсен Леонора йăл! кулать, амăшĕ çине ăшă-ăшă куçпа пăхать:

— Сăпка çакмалла пулсан-и, анне, чăн калатăп, ним мар унта сиктернĕ пулăттăм сана.

— Кун пек ырă пурнăçпа ĕмĕрне те пурăнса курман эпĕ, тĕлленмен те, — хашш! сывлать сакăрвунă çула çывхаракан хĕрарăм.

Ольга Васильева Канаш районĕнчи Анат Сурăмра пурăнать. Тахçан, утмăл çул каялла, кÿршĕ ялтан, Тури Сăрăмран, качча килнĕ. Аса илме пĕрре те çăмăл мар çав иртнине. Ытла та тертлĕ пулнă чăваш хĕрарăмĕн пурнăçĕ. Çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ. Тырă вырнă, ытларах курăк, серте анчах çинĕ. Тырă вырнăшăн пĕр стакан çăнăх панă, ăна яшкана ярса лăканă, сертерен икерчĕ туса çинĕ. Ăна та çирĕм сотка вырсан çеç панă. Ирхине 3-4 сехетре тăрса уя кайнă. Хĕр-упраçăн, паллах, çи-пуç хатĕрлемелле пулнă. Килĕшме килес тенĕ чухне юратнă йĕкĕчĕ вăрман касма кайсан сарăмсăр вилет. Хыççăнах вĕсен пÿрчĕ çунса каять. «Улька! Эсĕ хатĕрленĕ сатин, кĕпесем йăлт вĕçсе кайрĕç!» — çунса кăмрăкланнă пÿрт йĕри-тавра макăрса çÿрет амăшĕ. Пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă пурлăхран кăмрăк çеç тăрса юлать.

Çине-çинех хуйхă тÿснине пула Улька качча каяс шухăша пуçран кăларса ывăтать. Юратнă йĕкĕтне ниепле те манаймасть вăл. Канаша ĕçе кайса вырнаçать. Унта «кочегаркăра» выртса тăрать. Ялта амăшĕ çурт лартма шухăшлать. Ялан кÿршĕ-аршăра çывăрса пурăнаймăн çав. Ачи-пăчи те ялти çынсем патĕнче-çке. Ун чухне халăх пĕр-пĕрне пăрахман, инкекре пулăшнă. Ялти мĕнпур çын нимене пынă, колхоз та пулăшнă. Свердловск облаçĕнче пурăнакан куккăшĕ те пулăшма килнĕ. Пурте кар тăрса çурт хăпартнă. Унтан пурте пĕрле çĕнĕ пÿрт ĕçки туса ирттернĕ. Куккăшĕ кайма тăрсан: «Эх, мăнтарăнсем, кăмрăк çине килсе кĕтĕм вĕт! Ак халĕ чун хĕпĕртет. Чиркÿ пек çуртран киле пĕтĕм кăмăлтан таврăнатăп», — тени халĕ те асрха-ха Ульки аппан.

Кĕçех кÿршĕ ял каччине, Анат Сурăмри Элекçее, качча тухать Ульки. Çемье çавăрмалла-çке. Ялĕ çул çинче, вăрман хĕрринчех. Ырлăх ĕнтĕ. Çук иккен. Иртерех савăннă. Нуши пуçланать анчах... Хăй калашле, пÿрчĕ «курак йăви» пек пĕчĕк. Каллех çурт çĕклеме тивнĕ. Урăлла йĕркеллех-ха упăшки, ĕçсен «ахăр самана» пуçланать. Сашăпа Леонорăна çавăтать те килтен тухса тарать. Урăлсан — таврăнать. Пĕчĕкренех ашшĕ-амăшĕ вăрçăннине курса ÿсеççĕ ачасем.

Ÿссе çитсен ывăлĕ Афган вăрçине лекет. Хĕрĕ çамрăклах Энтриялне качча тухса вĕçтерет. Унта ăна чăн-чăн тамăк кĕтет. Фермăра тăрмашни çитмест-ха, кашни кун хĕнет кĕрÿшĕ, урă кунĕ сахал. Хăш чухне пурăнас та килми пулать. Мĕнрен килет-ши ку? Амăшĕпе хĕрĕн шăпи пĕр пек пулать-ши? Ĕнтĕ Саша Афганистанран таврăнать, анчах пач урăх çын тейĕн, йăлт улшăннă. Леонора ывăлне çавăтса вилесрен çăлăнса тухса тарать. Шупашкара каять, пиччĕшĕ патне çитсе ÿкет. Йĕре-йĕре хăйĕн асаплă пурнăçĕ пирки каласа кăтартать. Вăхăтлăха та пулин пулăшу ыйтать. Пиччĕшĕ йышăнмасть, ачи-мĕнĕпех урама кăларса ярать. Ĕнтĕ ăçта каймалла, мĕн тумалла? Аптăранă çамрăк хĕрарăм ватă карчăкран канаш ыйтать. Лешĕ ăна чиркĕве кайма сĕнет. Куççулĕпе тархасланине Турă илтнĕ ахăртнех. Кĕçех ĕç тупăнать. Предприятирен пĕчĕк пÿлĕм параççĕ ăна. Тинех сывлăш çавăрса ярать хĕрарăм. Икĕ-виçĕ çĕрте ĕçлет, пурăна-киле пÿлĕмне сутса пĕр пÿлĕмлĕ хваттер туянать. Дима шкул пĕтерет, Хусана çар училищине вĕренме кĕрет.

Амăшĕпе хĕрĕ пĕр йăвари кайăксем пек чĕвĕлтетсе çеç пурăнаççĕ. Хĕрĕн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Кредит тÿлесе татас тесе çĕрĕн-кунĕн тар тăкать, виçĕ çĕрте ĕçлет. Хăш чухне калама çук йывăр ăна.

— Анне, чĕрем ыратать, — вырăн тупаймасть вăл.

— Атя, кил, — тет Ульки аппа. — Лар-ха юнашар. Лăплан. Кан кăштах. Пурте иртсе каять, чиперех пулать ак.

Ача чухнехи пек пуçне амăшĕн чĕрçи çине хурать Леонора. Ульки аппа ăна çÿçĕнчен шăлса ачашлать, йăпатать е ĕлĕкхи пĕр-пĕр юрă юрласа парать.

Тăпăр-тăпăр ут килет,

Тăрса пăхăр, кам килет?

Сарă çÿçлĕ, кăвак куçлă

Манăн савнă тус килет.

Ак, хайхи, кăмăл пусăрăнни таçта кайса кĕрет. Тепĕр самантранах хĕрĕ куççульне шăлса илет те йăл та йăл кулать.

Çуллахи ăшă кунсене Ульки аппа ялта, тăван килте ирттерет. Шупашкартан юратнă хĕрĕ килессе кĕтет.

Пысăк чунлă хĕр çуратса ÿстернĕ вăл. Унăн хĕрĕ хăйне кăна мар, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсене те пулăшма тăрăшать.

Мăнукĕпе унăн мăшăрне тата вĕсен тĕпренчĕкне, Леонора хăйне пурăнма çывăх юлташ тупнине курса савăнать Ульки аппа. Пурнăçĕ хăй еккипех чупать-мĕн. Начарри çеç мар, ырри те сахал мар-мĕн унта.

Лидия САРИНЕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.