«Пурçăн» упăшка

22 Юпа, 2016

Мĕн кăна илтместĕп ĕнтĕ сав­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­нă упăшкаран, мĕн кăна тÿсместĕп. Çук, манăннине çитес çуках-ха никамăн мăшăрĕ те. Манăн вăл çапах та — манăн. Манăн-и? Этем мар! Тулĕк пурăнатăп, тÿсетĕп. Мĕншĕн-и? Ачасемшĕн. Малтанах уйрăлса каясшăнччĕ. Аннене шеллерĕм. Ялта мĕн калĕç? Çынран аван мар. Ачасем те пĕчĕкчĕ ун чухне. Ашшĕ кирлĕ пек. Татах тÿсрĕм. Мана качча илнĕ чухне чиперех «юрататăп» тетчĕ. Вăрçса кайсан... мĕн кăна каламасть пуль. Хăш чухне, эпĕ кирлĕ чухне, манран лайăххи çук. «Ăçтан пулма пĕлнĕ-ши эсĕ? Мĕншĕн çав териех юрататăп-ха эпĕ сана? Эсĕ пулмасан эпĕ пурăнмастăп та. Спаççипă сана, мухтав сана». Каллех кăмăл çаврăнса каять. Ничево-çке. Пурăнма пулать-иç...

Ĕнтĕ ачасем ÿсрĕç, авланчĕç, качча кайрĕç. Çав çын вăл çавах. Улшăнмасть, ватăлнăçемĕн усаллансах пырать. Халь хама кăшт çăмăлрах пек. Вăл янрашма тытăнать — чăшт! çеç тухса таратăп. Лартăрах кĕрлесе. Манăн мăнуксем пур. Паян унта, ыран унта.

— Анне, мĕнле пурăнса ирттернĕ эсĕ çав çынпа, эпĕ пулсан-и... — тĕлĕнет хĕрĕм.

— Ăçта кайăп-ха, эсир пĕчĕк пулнă, — тетĕп. — Сирĕншĕн чăтнă. Пĕччен те çăмăл мар.

— Ан кай, кунтах пурăн, — шеллет мана.

Калама çеç. Пĕр кун, тепĕр кун иртет. Ăш вăркама тытăнать. Унччен те пулмасть — персе çитет. Сухалĕ ÿссе кайнă. Эпĕ çук та, хырăнма кăмăлĕ çук иккен. Тилмĕрме тытăнать: «Эсĕ çук та — апат та анмасть. Эсĕ çук та — тăрас та килмест. Эсĕ çук та — пурăнас та килмест. Эсĕ çук та — сухал та хырас килмест. Атя-ха, пĕччен апат та анмасть...»

Каллех киле каятăп. Пĕр кана тархаслаттаратăп-ха: «Пымастăп. Пĕччен пурăн. Сана эпĕ кирлĕ мар. Ачасем усраççĕ». «Çук, сансăр интереслĕ мар», — тет. Кампа вăрçăнас? Кампа хирĕлес? Эпех кирлĕ. Манпа вăрçăнмасăр ăшĕ канмасть унăн.

Коммуналкăра пурăнатпăр эпир. Хамăрăн хваттере ачасене панă. Эпир, икĕ ухмах, ват супнăскерсем, ватлăхра асапланса пурăнатпăр. Малтан 2016 çулта хваттер паратпăр терĕç, кĕтсе илеймерĕмĕр. 2019 çулта тин куçараççĕ пире. Унччен пирĕн çуртсене пăсмаççĕ. «Богданкăрах» пурăнса ирттерĕпĕр-ши? Çынсем çĕнĕ хваттере куçса кайрĕç. Пирĕн çурт саççим айккинче ларать. Планпа ăна пăсма вăхăт çитмен иккен. Ачасем пурăнччăр, вĕсем савăнччăр. Хамăра пырать. Ĕмĕре ĕçлесе ирттертĕмĕр ĕнтĕ. Эпир çĕнĕ хваттерте сарăлса пурăнар-и? Ачасем вара? Вĕсем хваттер тара илсе асапланччăр-и? Шел вĕт. Вĕсем çын ретлĕ пурăнсан пире те лайăх. Хăнăхнă ĕнтĕ эпир теме те. Пире кунта та юрать темелле.

Ак хайхи. Пуçланчĕ ахăр самана. Пĕр эрне иртрĕ-и, иртмерĕ-и, мĕн кăна каламасть. Эй, çырлахах. Эсир илтмен те пуль унашкал капашсăр калаçнине. Ара, эпир качча кайиччен, каккуй унта, чуптуса та курман. Ну, ĕнтĕ, кăштах пăртак, çын куриччен, пит çăмартинчен. Итту вăтаннă. Эй, аван мар, пит пĕçерсе тăрать чисти. Чĕре кăртик-кăртик тăвать. Куçсем... Эх, çиçеççĕ! А вăл мана халь мĕн тет? Ну, таçта çити тухса тарас килет вĕт. Эй, тур-тур!

— Кам çуратнă сана? Мĕнле этем эсĕ? — тетĕп. — Мансăр пурăнаймастăн вĕт виçĕ кун та.

— Кăркка майри пек усратăп. Кам пур сан пекки? Купчиха. Миçе кĕпе? Миçе тутăр?

— Эс вырăс пек пурăнатăн, — юлмастăп хам та.

— Арлан! Сысна ами! Чупкăн. Кĕрт матки.

— Чупкăн пулăп санпа, ирĕксĕрех.

— Санпа пурăнса сая кайрăм. Так пустуй ĕмĕр иртсе кайрĕ, ăçтан качча илсе сана, шуйттан! Эсрел. Тепĕр çынна качча илнĕ пулсан керменте пурăнса кураттăм. Сана, юххана, качча илекен те пулман. Ватта юлаттăн-ха.

Юрать. Калатăр. Пурне те ăша илсен тахçанах çакăнса вилĕн унпа. Хăлхана та чикместĕп. Шухăшлăр-ха, эпир пĕр пенси укçине перекет кĕнеки çине хурса пыратпăр, тепринпе пурăнатпăр. Ачасем те, мăнукăмсем те хваттерлĕ пулаççĕ. Ку уйăхри пенси укçийĕ йăлтах вĕсем валли каять. Чунра вара пит лайăх. А мĕн, тĕрĕс мар-им? Ман этем те пĕр сăмахсăрах хурать укçине. Ман пенсипе пурăнатпăр. Вăл мана куçран пăхать. Ытлашши кăшкăртăр-ха, укçа лекмест вĕт. Ну, мăнуксене юратать. Вĕсемшĕн ним те шеллемест. Эпĕ япаласене хатĕрлесех хунă. Ытлашшипех аташма тытăнсан нумай шухăшласа тăмастăп, тухатăп та вĕçетĕп. Эпĕ килнĕ çĕре чăн-чăн пурçăн тутăр пек пулса каять. Вăт çапла пурăнатпăр та. Урăхла май çук.

Лидия САРИНЕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.