Çĕнтерме çуралнăскер...
Çапла, шăпах тăван çĕршывăмăр усал та хаяр тăшмана хăйĕн йăвинче çапса аркатнă çул килнĕ вăл çутă тĕнчене. Каламасăрах паллă ĕнтĕ, халăха çав тапхăрта ахаль те çăмăл пулман - арканнă хуçалăха ура çине çĕклемелле пулнă. Алевтина ят хунă хĕр пĕрчине вара хăйне нумай-нумай йывăрлăх кĕтнĕ пурнăç çулĕ çинче. Çуралнă-çуралманах амăшĕ пăрахнă хĕр пĕрчи кукамăшĕпе тăрса юлнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хурапхара кун çути курнăскер каярахпа Çичĕпÿртре ÿсет - кукамăшĕ çав ялта пÿрт туянать. Икĕ тăлăх чун мĕн курса мĕн тÿссе ирттернине каласа кăтартмашкăн хаçат страници çитмĕ. Çакна пирĕн хастар авторăмăр, çывăх тусăмăр вулакан патне роман хальлĕн çитересшĕн. Çапла-çапла, пурнăçра пĕрремĕш утăмсенчех йывăрлăхсемпе кĕрешме пÿрнĕскер çухалса кайман вăл шăпа авăрĕнче. Республикăри Пукане театрĕн актриси каярахпа алла калем тытнă, хăй те йĕрке хыççăн йĕрке шăрçалама пуçланă. Маларах вара, маларах... Эх, ир такăнсан каçчен теççĕ. Пепкисене те пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ хĕрарăмăн. Асап ытла нумай тÿсме тивнĕрен-ши, чире кайнă. Пурпĕр пуç усман. Шавлă тинĕсри хăюллă карап пек хумсене çапса ишнĕ вăл. Шав малалла...
Вăхăт шунă. Ачасем ÿснĕ. Пуянлăхра мар пулсан та - юратура. Юратура ÿсекен ача вара - пиллĕхлĕ. Алевтина Нестеровăн хĕрĕ Ольга Сетнеровна паян - Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн тĕп дирижерĕ, илемлĕх ертÿçи. Сăмах май, чăваш хĕрарăмĕсен хушшинчен тухнă пĕрремĕш дирижер вăл. Хальлĕхе пĕрремĕш кăна мар, пĕртен-пĕрре. Ывăлĕ Федор Казанов Мускавра шоу-бизнесра Раççей çăлтăрĕсемпе пĕрле куракана сассипе савăнтарать. Тусăмăрăн мăнукĕ Данила, халь кăна кукамăшĕн аркинчен тытса чупса çÿрекен шĕвĕркке, тахăш хушăра ÿссе çитнĕ? Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче сĕрме купăс тĕлĕнмелле чаплă калама вĕренсе çитнĕскер, пултарулăхĕпе халăхсен хушшинчи конкурссен жюри членĕсене тыткăнланăскер, Чулхулари консерватори студенчĕ пулса тăни пирки хыпар çитрĕ. Алевтина Никитична кĕрÿшĕ Сергей Алексеев та - пултарулăх çынни, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ. Шăпах çывăх çыннисен пулăшăвĕ-тăрăшăвĕпе Алевтина Нестерова çак кунсенче çуралнă кĕтесĕнче пултарулăх каçне йĕркелерĕ.
Тĕрĕссипе, çак кун Çичĕпÿртсемшĕн ирех савăнăçран пуçланчĕ - вĕсем ял уявне пуçарчĕç. Паллă та сумлă ентешĕн çуралнă кунĕ шăп çак кунпа пĕр килчĕ. Алевтина Никитичнăна район, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе пĕрлех тăванĕсемпе тусĕсем саламларĕç. Ĕçтешĕсем те, Пукане театрĕн артисчĕсем, ертÿçисемпе пĕрлех хутшăнчĕç уява. Калемĕсене Левтина Марьепе - кукамăшне юратса литературăра çавăн пек хушма ят илнĕ хастар авторăмăр - ăмăртсах туптакансем те айккинче юлмарĕç, сăвăçа, драматурга, шÿт ăстине халалланă хайлавĕсене вуларĕç, юрларĕç.
Левтина Марье сумлă юбилей тĕлне сумлă парне хатĕрленĕ - çитмĕл çулне вăл çичĕ кĕнекепе кĕтсе илчĕ. Типографи сăрри те типсе çитеймен “Пурçăн кÿлĕ вăрттăнлăхĕ” тата “Венчете санпах тăрасчĕ” кĕнекисене Левтина Марье уява пухăннă сумлă хăнасене парнелерĕ.
Рита АРТИ.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас