Мăнукăмсем - чун уççи

1 Юпа, 2015

Хăй пурнăçĕнче чылай нуши-тертне курнă Юлия Васильевна Воронцова кăçал 81 çул тултарчĕ. Апла пулин те хаçат-журнала куçлăхсăрах вулать.

- Тăватă класс кăна вĕренме май килчĕ манăн. Пирĕн пÿрт пысăкран шкулне те кунта уçнăччĕ. Çавна пулах вăрçă вăхăтĕнче Ленинградран эвакуаципе килнĕ пĕр вырăс çемйине пирĕн пата вырнаçтарчĕç. Вĕсем кĕнекепе туслине кура хам та вулама юрататтăм. Халĕ те çавах. Авă ачасем те хаçат-журналсăр пурăнаймаççĕ, - çирĕплетет кинемей хăй пурнăçĕпе паллаштарнă май.

Хĕрĕ Надя та унчченех «Пионер сасси» хаçата, «Хатĕр пул» журнала кăмăлласа вуланă. Паян Воронцовсен çемйи чăваш кăларăмĕсене «Теттерен» пуçласа «Хыпар» таранах илсе тăрать.

Вулакан çыннăн çеç тавракурăмĕ аталаннине пĕлет Юлия Васильевна. Çавна май, кĕçĕн хĕрĕн Таньăн, Вăтакас Татмăш шкулĕнче иккĕмĕш тата тăваттăмĕш классенче вĕренекен Ромăпа Саша мăнукĕсене «Тетте» тата «Тантăш» çырăнса панă. Çакăншăн арçын ачапа хĕрача чунтан савăннă.

- Эпир кукамая анне тесе чĕнетпĕр. Ăна мĕн тери юрататпăр тата! Пире яланах тутлă çимĕçсемпе хăналама тăрăшать вăл. Килĕшекен кăларăмсем вĕренÿре çитĕнÿсем туса пыма пулăшаççĕ. «Тетте» журнала аппапа ăмăртмалла вулатпăр. Сăвви-калавĕ, ÿкерчĕкĕсем - йăлтах килĕшеççĕ, - тет Рома хăпартланса.

Юлия Васильевнăн хĕрĕ, Надя, хăй вăхăтĕн-че Йĕпреçри интернат шкулта вĕреннĕ.

- Хам ÿркев пулнăранах унта лекрĕм ĕнтĕ. Мана ăс панă педагогсемпе воспитательсене тем пысăкăш тав сăмахĕ калатăп. Ĕнтĕ çав шкула виççĕмĕш çул «Тетте», «Самант» журналсем çырăнса паратăп. Ан тив, унти ачасем те чăваш кăларăмĕсене вуласа савăнччăр. Çитменнине мана интернат пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă-çке. Уйрăмах Нарспи Корниловнăпа Антонина Андреевна педагосем асра. Вĕсен ырă кăмăллăхĕпе тараватлăхне кура хамăн та вĕсем пек пулас килетчĕ. Ĕмĕтсем пысăкчĕ-ха манăн, анчах 1998 çулта аварие лексен вĕсем лапах сÿнчĕç темелле. Çулсем сисĕнмесĕр иртрĕç, ĕнтĕ хам шăпапа çырлахрăм темелле. Ара, манран чирлĕ çынсем пур-çке çакă çутă тĕнчере. Вырăнпах выртаканни те, куç курманни те, хăлха илтменни те пур... Эпĕ хăть упаленсе çÿрекелетĕп-ха. Чун уççи - хаçат-журнал. Вĕсене вуламасан тем çитмен пекех туйăнать, - тет Надя йăл кулса.

Утаймасан та... упаленме пултаратăп-çке: аннеçĕм

Хăш чухне хăй сисмесĕрех ассăн сывлать Юлия кинеми. Çакна курса-илтсе тăракан хĕрĕ ун çине ăшшăн пăхать те:

- Анне, мĕншĕн кулянатăн? Эпĕ санпа юнашарах вĕт. Кунтан ытла тата мĕн кирлĕ пире? - тет.

- Тĕрĕсси тĕрĕс-ха... Çапла, эс куллен юнашар, анчах утаймастăн-çке... Урамра ыттисем пек çÿрейместĕн. Ак халĕ, çак вăхăтра, кăкăрта тем шыçса хăпарнă пек, тан тапнă пек тапса, ыратса килчĕ. Тулса ларнă ăш-чикĕме уçмашкăн уласа йĕрес килет, анчах куçран пĕр тумлам та пăчăртанса тухса ăшри асапа сĕвĕртесшĕн мар, - каллех ассăн сывлать Юлия Васильевна тутăрне тÿрлеткеленĕ май.

- Анне, эпĕ хамăн шăпапа çырлахнине пĕлетĕн-çке... Çитменнине унччен алла патак тытса уткаласа çÿренĕ, кăçал çеç хăрах ура итлеми пулчĕ. Сылтăмми лайăхах, сулахаййи çеç чăрмав кÿрет. Çапах та аптăрамастăп вĕт-ха, упаленетĕп. Хăвах куратăн, кирек епле ĕç-пуçа та пурнăçлама тăрăшатăп. Анне, тен, ман çине те пĕр кунхине хĕвел ăшшăн çутатĕ, - лăплантарма тăрăшать хĕрĕ амăшне.

- Ачам, ăнлан мана... Эпĕ сана хам варта тăхăр уйăх йăтса çÿренĕ, кăкăр çитернĕ, çупăрланă, юратнă, ачашланă... Пурнăçра ыррине çеç суннă, ватăлсан хама пулăшакан пулать тесе ĕмĕтленнĕ... Чипер пурăннă чухнех инкекĕ ура айĕнчен сиксе те тухрĕ вĕт-ха... Çакăншăн чĕре тÿсмелле мар ыратать. Шалта, ăш-чикре те вут хунăн тем çунать, çунать. Хăш чух, ыйхă килмен каçсенче, шухăш çăмхи сÿтĕлет те сÿтĕлет, таçта та илсе çитерет вăл мана, - тет амăшĕ çаплах хĕрĕ еннелле тинкерсе.

- Анне, тепĕр хут калатăп. Ан кулян... Пулнинчен иртеймĕпĕр ĕнтĕ, нимĕн те тăваяс çук. Юрать тепĕр хĕрÿпе мăнукусем пур. Таньăпа ачисем кунта килсен эпĕ çеç мар, эсĕ те чунтан савăнатăн-çке. Куçусем çуталаççĕ, ачаллах хĕпĕртетĕн. Вĕсене тутлисем çитерес тесе чупкалатăн. Хăйсем те алă усса лармаççĕ авă, пулăшса хăвараççĕ. Тата та пахи, икĕ мăнуку та сан тавралла тĕпĕртетсе те юратса: «Анне», - тесе чĕнеççĕ. Сарă чĕпсемпе танлаштаратăп эпĕ Сашăпа Ромăна. Вĕсем пирĕншĕн - ылтăн чăмаккисем-çке, анне! Çапла вĕт! - терĕ çаплипех амăшне лăплантарма тăрăшнă май.

Валерий Раштав сăвăçпа паллашни

Эх, чăваш хаçат-журналĕ те чун уççи Надьăшăн. Киввисене те таçта кăларса пемест, кашнине типтерлĕ пухса пырать. Ара, пĕр материала вăл кăшт вăхăт иртсен каллех вулать-çке.

Виçĕ çул каялла алла «Самант» журнал тытни аса килчĕ ăна. Тĕрлĕ кăсăк-лă материал вуланă хыççăн Валерий Раштав сăвăç пултарулăхĕпе те кăмăлтан паллашрĕ. Тарăн шухăшлă, чуна пырса тивекен сăввисемпе паллашсан хăй инкекĕ пирки пуçĕпех манчĕ хĕр.

- Çапах та, курса калаçас килет манăн çав хастарпа. Анчах ăçтан шыраса тупмалла ăна? Эпĕ уншăн ют çын вĕт. Аппăшĕ те, йăмăкĕ те мар... Çитменнине пĕр-пĕринпе нихăçан та тĕл пулман, - тесе сăвăç сăнÿкерчĕкĕ çине темччен пăхса ларчĕ, сăввисене те темиçе хут вуларĕ.

...Пурăнас кун-çул килмĕ ик хутчен,

Ырă ят кăна пултăр пирĕнтен.

Нумаййи пĕтет, сахалли çитет.

Мĕн пуррипе çырлахма тивет.

Уйрăмах çак сăвă чунне пырса тиврĕ унăнне. Куçĕнче те куççуль пăчăртанчĕ. «Çапла... Тĕрĕс сăмахсем... Мĕн пуррипе çырлахма тивет. Хам пирки каланăн туйăнать», - терĕ сасăпах. Çапла Надя темиçе кун Валерий Раштав пирки шухăшларĕ. Вăл шăрçаланă йĕркесем ниепле те пуçĕнчен тухма пĕлмерĕç-çке. Пĕр кунхине уншăн калама çук савăнăç пулчĕ. Вăл Валерий Раштавăн телефон номерне тупма пултарчĕ-çке. Шăнкăравларĕ, унăн сăввисем чун-чĕререн килĕшнине пĕлтерчĕ.

- Сирĕнпе куçа-куçăн калаçас та килет. Эсир хирĕç мар пулсан паллах, - терĕ Надя кăмăлтан.

Валерий Раштав ăçта пурăннине каларĕ, хăй патне йыхравларĕ. Надя çав тери хĕпĕртерĕ. Вăл çийĕнчех машина тупса Кÿкеçри ваттисемпе инвалидсен çуртне вĕçтерчĕ. «Чим, ку хастар арçын ачана ашшĕпе амăшĕ мĕншĕн кунта хăварнă-ши?» - тесе çул тăршшĕпе шухăшласа пычă.

Валерий вырăнпах выртнине курсан Надя çав тери кулянса ÿкрĕ. Каччăпа та пысăк инкек пулнине ăнланса илчĕ. «Эпĕ Валеркăна шкул ачи тесе шухăшланă. Иккен хампа тантăш çын», - терĕ хăйпе калаçса.

- Нихăçан та пуçна ан ус, Надя, пурнăç пĕрре çеç килет. Темле йывăр пулсан та малаллах талпăнмалла. Ĕмĕт-тĕллев патне кармашмаллах, - тени вăй-хăват кĕртрĕ те Йăлмачча хĕрне.

Сăвăç патĕнчен пĕр кулянса, пĕр хавхаланса тухрĕ вăл.

- Чăнах, эпĕ туяпа утма пултаратăп-ха. Апла пулсан мĕншĕн пуçа усмалла? Авă, манран йывăр шăпаллисем те пурнăçа мĕн тери юратаççĕ, - терĕ шухăша путса.

Çакăн хыççăн час-час шăнкăравласа калаçрĕ Надя хастар сăвăçпа. Паян та туслă çыхăнура. Кирек хăçан та чунĕсене пусариччен пуплеме пултараççĕ.

Юрамасть чарăнма çур çулта...

Куллен пысăк ĕмĕтпе пурăнать Надя. Унăн унчченхиллех утса-чупса çÿрес килет-çке! Тухтăрсем те ура çине тăрас шанчăк пур тесе калани те хăпартлантарать ăна.

- Анне, Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Петрович Маресьев пирки пĕрре мар каласа кăтартнă сана. Вăл вăрçă вăхăтĕнче, урисене çухатнăскер, ниме пăхмасăр каллех самолетпа вĕçнĕ. Нăйкăшман. Тăшмансемпе кар тăрса кĕрешнĕ. Паттăрлăхĕпе палăрса ирсĕр нимĕçсен самолечĕсене тĕп тунă. Унăн пултарулăхĕ, хăюлăхĕ мана тĕлĕнтерет те, хавхалантарать те. Малалла çитĕнÿсем тума пулăшать, - тет вăл час-час амăшне.

Кирек хăçан та Надя ĕçсĕр ларма юратмасть. Пур çĕрте те сакăр теçетке урлă каçнă амăшне пулăшма тăрăшать. Амăшĕ сурăх çăмĕ касать, таптарать, пĕтĕрет. Надя вара алса-чăлха, кофта çыхма ăста. Кукăль-çăкăр пĕçерме те ÿркенмест вăл. Хĕл хырăмĕ аслине шута илсе тĕрлĕ салат тăвать.

- Аннене ытлашши ĕçлеттерес килмест манăн. Кăçал çĕрулми кăларма илсе тухмарăмăр ăна. Пиччепе иксĕмĕрех кăштăртатрăмăр. Вăл кăларчĕ, эпĕ пуçтартăм. Çынна чĕнес темерĕмĕр. Ара, шултăрипе вăрлăха уйрăм пух-малла-çке. Пĕчĕккĕн, васкамасăр тăрмашрăмăр. Тата тепĕр чун ыратăвĕ пур-ха манăн. Питĕ газ кĕрттересшĕнччĕ эпир, анчах çырмара пурăнатăр, кунта май çук терĕç те пире... Чĕре хурланчĕ. Ара, сакăр теçетке урлă каçнă аннене кашни кун кăмака хутма çăмăл мар-çке. Хамăра çăмăлтарах пултăр тесе кашни çул çуртарнă вутă туянатпăр. Анне кăмака умне пымассерен: «Эх, çынсем пек газлă пулаймарăмăр, ир те каç упранакан ăшша туйса кураймарăмăр», - тесе кулянать çав. Хĕллесерен пирĕн тĕле юр хÿсе каять, трактор хырмасть. Тĕрĕссипе картишĕ çырмара пирĕн, пÿрчĕ сăртра ларать. Çÿлтен упаленсе анатăп вара çулласерен пахча çумлама е мунча кĕме. Çавăн чухне те Валерий Раштав сăвви аса килет вĕт-ха.

...Ăсатма тух эс, хĕвелĕм.

Кăмăл çук ман ларма вырăнта.

Пурнăçлантăр тесен çут тĕллевĕм,

Юрамасть чарăнма çур çулта, - тет Надя. - Çак йĕркесем тепĕр ĕçе пурнăçлама та хистеççĕ мана. Вăрçăра хыпарсăр çухалнă асаттепе кукаçи шăпи кăсăклантарать. Ку ыйтупа Канашри çар комиссариатне шăнкăравларăм-ха. Хальлехе татăклăн нимех те калаймарĕç. Анчах шанчăкпа пурăнатпăр-ха. Ара, темиçе çул иртсен те вăрçăри салтак шăм-шакне тупса тăван тăрăхне илсе килсе пытарни пирки пĕрре мар хаçатра вуланăччĕ, радиопа та илтнĕччĕ.

Сашăпа Рома — чун йăпатмăшсем

Сашăпа Рома Павловсем кукамăшĕпе Надя аппăшĕн вĕрентсе каланă кашни сăмахне асра тытаççĕ. Шкулта та аван ĕлкĕрсе пыраççĕ. Куршанакĕ те вĕсен çумне авă ир çыпçăннă. Кирек епле ĕçре те вăр-вар.

- Надя аппа час-час ăс панăшăн савăнатăп. «Ачамсем, сăмаха нихăçан та шухăшламасăр пат персе яма юрамасть. Ватăпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек калаçмалла. Хăшĕ-пĕри евĕр вĕçкĕн ан пулăр. Йывăрлăха лекнĕ çынна алă парăр, пăрăнса ан иртĕр. Пирĕн йăхра апла-капла çын пулман, нихăшне те усалпа, ырă мар тесе асăнман. Халĕ вара сирĕн тĕслĕх вырăнĕн-че пулмалла. Уроксенче вĕрентекен ăнлантаракан темăсене ăша хывмалла, вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пымалла. Пурнăçăн анлă сукмакĕ çине çирĕппĕн тăрас тесен питĕ нумай тăрăшмалла. Çăкăр çиес тесен лайăх вĕренмелле. Сывлăхлă пулас тесен спортпа туслашмалла», - тенине унран час-час илтме пулать. Çавăнпа тăрăшатăп. Уйрăмах спортра хастар эпĕ. Акă кĕркуннехи çăмăл атлетика кросĕнче хамăр ÿсĕмри ачасен хушшинче 1-мĕш вырăна тухрăм. Ку хыпара килтисене пĕлтерсен мĕн тери савăнчĕç. Ÿсем-ха, пур çĕрте те палăрма тăрăшăп. Кайран тĕнчипе паллă футболист пулас килет. Юратнă тăванăмсене укçа-тенкĕпе те пулăшнă пулăттăм, - тет иккĕмĕш класра вĕренекен хастар та ырă кăмăллă Рома.

Калаçтарсан, тем пирки те каласа пама юратакан Сашенька та сатур. Кукамăшĕпе Надя аппăшĕ патне куллен çÿрекенскер урай, кашăк-чашăк çăвать, тусан шăлать.

- Качака путеккисене ачашлама çеç мар, ĕмкĕчпе сĕт ĕçтерме те юрататăп тата! Пĕчĕкскерсем мана курсанах хирĕç ыткăнаççĕ. Чăрсăрсем алла тытнă юратнă «Тантăш» хаçата пĕррехинче чутах чăмласа ямарĕç. Юрать туртса илме ĕлкĕртĕм. Ара, Надя аппа кашни кăларăмне типтерлĕ упраса пырать. Хаçат-журнала çурнине курсан е ăна унта-кунта пăрахсан - ятлать. Уншăн çилленместĕп, мĕншĕн тесен тĕрĕс асăрхаттарать-çке вăл. Е тата тепĕр пулăм. Пĕррехинче пирĕн картише чее тилĕ кĕнĕ. Какай çиме ĕмĕтленнĕскер чăхсене шуйхатма тытăннă. Талпăнса вĕрекен йытта çыртса илнĕ вăл, пĕр чăхне те çаклатса тарма хăтланнă. Атте хăваласа çитнĕ хайхискере, йытăпа иккĕшне миххе чиксе таçта илсе кайрĕç. Вăрманта кăмпа-çырла пуçтарма юрататпăр та Надя аппа: «Тилĕсенчен асăрханса çÿрĕр, тархасшăн, урнăскерсем çыртса илĕç те хăвăр та чирлесе кайăр. Е тата сире вăрмана каймасан та юрать. Çырла-кăмпасăр пурăнма пулатех. Çăкăрсăр вара - çук. Чи кирли - сĕтел çинче куллен çăкăр пултăр», - терĕ. Кашни утăмра вăл пире ăса вĕрентсе калани савăнтарать. Çакă пурнăçра йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Е тата яланах «Тантăш» хаçатпа туслă çыхăнура пулма сĕнет. Редакцие материалсем яма хистет. Эпĕ Надя аппа сăмахĕнчен иртместĕп, ăна манăн пĕрре те кулянтарас килмест. Унăн пит-куçĕ яланах кулăпа ялкăштăр тесе вăл мĕн каланине йăлтах пурнăçлатăп, - тет мал ĕмĕтлĕ Сашенька.

Анне: Надя аппа... Эпир сире юрататпăр!

Картиш ĕнче, пÿрт çумне вырнаçтарнă сак çинче тăваттăн: Юлия Васильевна, Надя хĕрĕ тата Сашенькăпа Рома мăнукĕсем хĕвел ăшшине тухса ларчĕç. Арçын ачапа хĕрача шкул пурнăçĕ пирки, малашнехи тĕллевĕсем çинчен пĕр-пĕрне пÿлсе калаçнине Юля аппапа Надя савăнсах итлесе ларчĕç.

- Надя, çаксене пăхса ларнă май иртни куç умне килет. Эсир пиччÿпе иксĕр çаплаччĕ. Ак кунтах чупса-выляса çÿреттĕр, кун мĕнле иртнине каласа пама кăмăллаттăр. Сарă кĕркуннесерен урамри хурăн сулхăнĕпе киленсе, тÿшек пек сарă-хĕрлĕ çулçăсем çинче тăсăлса выртса тиха пек йăваланаттăр, - терĕ Юля аппа шухăша путса.

- Анне, маншăн ан пăшăрхан, тархасшăн, чĕрÿне ан ыраттар. Ак итле, Валерий Раштав сăввине.

Çук-и кĕмĕлÿ - шутсăр ан хурлан.

Мĕн ырри пур-ши тăнăç пурнăçран?

Савăнса кĕтер, ай, кашни ире.

Турăçăм, парсам сывлăх çеç пире.

Эх, аннеçĕм, тĕлĕкре час-час утса-чупса çÿретĕп-çке эпĕ! Урасем те чиперех выляççĕ. Тăхта-ха, ку чăн мар, тĕлĕкре-çке тесе пушшех малалла васкатăп. Вăранса каятăп та - ассăн сывласа яратăп. Унтан каллех çывăрса кайма тăрăшатăп, каллех çав асамлă тĕлĕке курма ĕмĕтленсе куçсене хупатăп... Ах, чăн пурнăçра утса-чупса çÿрес пулсассăн-и? Сăртра ларакан пÿрт патне кунне темиçе хут чупса хăпарăттăм, кирек ăçта çитсе пурнăç илемĕпе киленĕттĕм. Ах, аннеçĕм, пурнăçра нимĕнле мул та хаклă мар... Çын сывлăхĕнчен пахи нимĕн те çук», - терĕ Надя.

Çак хурлăхлă калаçу Сашенькăпа Ромăна пăлхатсах ячĕç. Иккĕшĕ те Надя аппăшĕпе кукамăшне ыталаса илчĕç. Пичĕсенчен вĕçĕмсĕр чуптунă май пăшăлтатрĕç те пăшăлтатрĕç.

- Аннеçĕм, Надя аппа... Эпир сире нихăçан та пăрахас çук, сире эпир питĕ хытă юрататпăр. Сирĕн ытамра ырă та ăшă пире, канлĕ те аван, - терĕç чунран тухакан сăмахсемпе.

- Эх, мăнукăмсем, чĕппĕмсем... Эсир маншăн чун уççисем-çке, - тесе хĕрĕпе мăнукĕсене хăй те çупăрласа юратрĕ.

Элиза ВАЛАНС.

Канаш районĕ,

Йăлмачча.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.