Комментари хушас

4 Нарăс, 2016

Тăлăха Турă пулăшать

Тăхăр теçеткерен иртнĕ Анна аппапа унăн кун-çулĕ пирки сăмах пуçартăм. «Тăлăхăн хуйхи нумай, - терĕ вăл калаçу çăмхине сÿтнĕ май. - Пирĕншĕн ачалăх та, çамрăклăх та пулман. Вăрçă тата ун хыççăнхи асап çулсене нихăçан та манас çук».

Окоп чавнă, вăрман каснă

Амăшĕнчен çамрăклах тăлăха юлнă виçĕ пĕртăван мĕн кăна тÿсмен-ши? Петьăпа йĕкĕрешсем пулнă вĕсем. Шăллĕне Палляна ялти пĕр çемье усрава илме шут тытнă. Анчах пиччĕшĕпе аппăшĕ ăна килне илсе таврăннă. Çывăх тăванне хăйсенчен уйăрасшăн пулман. Шел, пĕчĕкскер чирлесе вилнĕ. Унăн сăнарне паянхи кунчченех астăвать Анна аппа.

«Пирĕн хута кĕрекен пулман. Вăрçă пуçланнă çулах Сăр хĕррине окоп чавма илсе кайрĕç. Эпир ун чухне 16 çултаччĕ. Çийе тăхăнма тумтир çукчĕ, хырăма тăрантарма çăкăр пулман. Çапах аслисемпе танах ĕçленĕ. Шартлама сивĕре алă кĕреçе тытайми кÿтнине нихăçан та манмастăп. Пирĕн пуçлăх еврейччĕ. Унта-кунта пăрăнма юрамастчĕ, тÿрех тытса хупатчĕç. Пирĕн ял хĕрне, туалета кайнăскере, чутах илсе каймарĕç. Унăн хутне кĕтĕмĕр, ăнлантартăмăр, - аса илет иртнине Анна Матвеевна Григорьева. - Хăш-пĕр ача-пăча вырăнне окоп чавма амăшĕсем хутшăнатчĕç. Анне вилнĕрен пирĕн хамăрăнах нушаланмаллаччĕ. Каярахпа вăрман касма ячĕç. Ятарласа план паратчĕç. Пире килте пурăнтарман: унта-кунта çÿретнĕ, ĕçлеттернĕ».

1943 çулта Анна аппана ялти ытти çамрăкпа пĕрле Анат Тагил хулине ФЗОна тытса янă. Хăшĕ-пĕри пăрăнса юлнă, теприсем тарнă. Анчах таракана ун чухне тĕрмене хупнă. «Вăрçă хирне каякансем пекех тутăр вĕçтерсе салтак юрри юрласа çÿрерĕмĕр, килрен киле хăнана илсе кĕретчĕç», - иртнине куç умне кăларать Анна Матвеевна. Вĕреннĕ вăхăтрах заводра çар самолечĕсем валли детальсем хатĕрленине каларĕ вăл. Прессовщицăра тăрăшнă чăваш хĕрĕ. Ăна ĕçченшĕн, хастар пулнишĕн кăмăлланă. Аякра пурăнса тăван кĕтес хакне лайăх ăнланнă Нăрваш Шăхаль çамрăкĕсем. Çавăнпах ĕнтĕ 1947 çулта яла отпуска килнĕ май ют çĕре текех кайман. ФЗОна кайнă 11 çамрăкран паян Анна аппа çеç сывă.

 

«Кивçенле çурт лартрăм»

Мăшăрлă пурнăçĕ те ăнман Анна Матвеевнăн. Йывăр чире пула упăшки çамрăклах çĕре кĕнĕ. Çавна май хĕрне пĕчченех çитĕнтернĕ вăл. Хĕрарăм пуççăн çурт хăпартма та çăмăл пулман ăна. Колхозра ĕçленипех çурт-йĕрлĕ пулаймассине туйса Чĕмпĕр облаçне кăшман çумлама та çÿренĕ. «Пĕччен çынна çурт тума питĕ йывăр. Пулăшакан пулман. Укçа-тенкĕ тума май çукчĕ. Кивĕ пÿрт çав тери япăхчĕ, çумăр анатчĕ. Çавăнпа савăтсем лартаттăмăр. Тăватă çынран кивçен укçа илсе çурт хăпартрăм. Юрать, ун чухне строительство материалĕ хаклă мар», - асаилÿ çăмхине малалла сÿтрĕ ватă.

Хĕрарăм тăрăшулăхне кура çеç çемье пĕчĕк пÿртрен çĕнĕ çурта куçнă. Ĕмĕрĕпех нушаланса пурăннă пулсан та хăйĕн шăпине хурламасть ватă. Тăван-пĕтенĕ те, ял-йыш та кăмăлланă ăна. Ят-сумне, чысне яман вăл. Çавăнпах ĕнтĕ Анна аппа ялта паянхи кун та хисепре. Ачисемпе, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнать вăл. «Халĕ пурнăç лайăх. Туалета та тухмастăп, пите те сивĕ шывпа çумастăп. Шел, вăхăт иртрĕ», - терĕ паянхи пурнăçа хакласа.

Кинемей паян хĕрĕн çемйипе пурăнать. Кĕрÿшĕпе те килĕштерет. Пĕр-пĕринпе сăмах тупаççĕ вĕсем. Мăнукĕсем пуçтарăнсан кукамăшне чи малтан кучченеçпе хăналаççĕ. Мĕн тутли, çемçи ăна параççĕ. Чăн та, çак хисепе тивĕçлĕ вăл. Ĕлĕкхи асапшăн паян ырă курать. «Тăлăха Турă пулăшать», - терĕ Нина хĕрĕ пирĕн калаçăва хутшăннă май.

Ватлăха пăхмасăр ют хуласене чиркĕве те çÿрет ватă. Иртнĕ çулсенче çак тĕллевпе Питĕрте, Мускавра пулса курнă. Ачисен, мăнукĕсен сывлăхĕшĕн, пуласлăхĕшĕн Турăран тархасласа ыйтать. Унăн хăвачĕ вара, чăн та, аслă.

Валентина МАКСИМОВА.

Патăрьел районĕ,

Нăрваш Шăхаль ялĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.