«Пăянамăн ачисене пăхса ÿстертĕм»

19 Раштав, 2015

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ Анна Чернова. Çак ялах качча тухнă вăл. 26-ри хĕре 19 çулти йĕкĕте тупса панă. Хунямăшĕ тепре качча кайнăран Анна Макаровнăн упăшкин икĕ йăмăкне пăхса ÿстерме тивнĕ - качча пынă чухне 6 тата 7 çулти ачасем çеç пулнă вĕсем.

- Кĕвенте йăтса колхоз уйĕнчен купăста шăварса таврăнатпăр. «Вăрçă пуçланнă», - теççĕ. Арçынсем, кам лаша утланса, кам лав кÿлсе каяççĕ. Пăятам пулаканни пĕрремĕш тухса кайнă тетчĕç. Çапла 15 çултах тĕнче тăрăх çÿреме пуçларăм. Малтанах Хусанпа Пăва хушшинче чукун çул тунă çĕре хутшăнтарчĕç. Ун хыççăн - 7 арçын ачапа 3 хĕрача ФЗОна тухса кайрăмăр. Пĕрле çÿренисенчен эпĕ çеç пурăнатăп халĕ, - аса илет иртнине 92 çула кайнă кинемей.

Вĕрентнĕ хыççăн Златоуста яма хатĕрленĕ вĕсене. Шăпах çавăн чухне Ивановăри çĕвĕ фабрики Канаша куçса килнĕ. Аллисенче паспорт пулнăран унта вырнаçма май килнĕ, çавăнпах аякри хулана ăсатман чăваш хĕрне. 5 çул ĕçленĕ вăл унта. Вăрçă чарăнсан фабрика каялла кайнă, Анна Макаровна та тăван тăрăха таврăннă.

«Сана кин тăвăпăр...»

- Канашра ĕçленĕ чухне хула çывăхĕнчи пĕр ялта хваттерте пурăнаттăмăр. Малтанах пилĕк-ултă хĕр кĕтĕмĕр-ха, ыттисем тухса кайса пĕтрĕç те пĕчченех юлтăм. «Анна мăнук» тетчĕ кинемей. Куçĕ хупланатчĕ те куç тĕкне илсе тăраттăм, ĕнине те сăваттăм, Канашра сĕтне те сутаттăм. Пулăшнăшăн укçа илме мар, сĕтне те ĕçмен - ăшшине юратмастăм. Хваттер хуçи килĕштеретчĕ мана. «Мăнукăм Сергей вăрçăран таврăнсан хамăр патран ямастпăр ха-та сана», - тетчĕ. Пулмарĕ. Тăванĕ чĕрĕ-сывă юлаймарĕ.

Ирхине ĕçе кайма тухрăмăр та: «Вăрçă чарăннă», - теççĕ. Эх, савăнтăмăр. Тăпăртатса яла таврăнтăмăр. Ивановăнах каймалла пулнă та... - шÿтлеме те ăста пурнăçра темĕн те тÿснĕ, çапах хуçăлманскер.

Мăшăрĕн йăмăкĕсемшĕн чи хаклă çын пулса тăрать вăл. Иккĕшне те 19 çулччен ÿстерсе тумлă-юмлă качча парать. Вĕсемсĕр пуçне Алексей Леонидовичпа иккĕшĕ 5 хĕрпе 1 ывăлне кун çути парнеленĕ. Икĕ хĕрĕ - йĕкĕрешсем - 7 уйăхрах çуралма васканă. Шел, вĕсенчен пĕри 7 уйăх пурăнма çеç вăй çитернĕ. Шăпах йĕкĕрешсенчен тепĕр хĕрĕпе - Людмилăпа - хăйсен хушшинче ăна Люся тесе чĕнеççĕ - пурăнать те халĕ Анна аппа. Ытти ачисем тĕнче тăрăх сапаланнă темелле. Пĕри Чĕмпĕр облаçĕнче тĕпленнĕ, тепри Санкт-Петербургра пурăнать, ывăлĕ - Елчĕкре, тепĕр хĕрĕ тăван ялтах кун кунлать. Мăнукĕсем те савăнмалăх пур - 10 таран, кĕçĕн мăнукĕсем те 14 ĕнтĕ. Часах вĕсен шучĕ 15-е çитĕ.

Шел, мăшăрĕ çак куна пурăнса çитеймен. Чире пула 47-рех вилнĕ арçын.

- Больницăна кайнă чухне тилхепине те хăй тытрĕ-ха, укол тума эмелĕсене те туянтăмăр. Таврăннă чухне вара тилхепе тытаймарĕ. Киле çитсен пушшех вăйсăрланчĕ, часах кĕтмен çĕртен вилсе те кайрĕ, - чăх, сысна фермисенче, нумай çул арманта ĕçленĕ мăшăрне аса илет Анна Макаровна.

Сакăр чÿречеллĕ пÿрт

- Пăянамăн упăшки вăрçăран таврăнманччĕ. Виçĕ ачине пăрахсах тепре качча кайнă вăл. Хамăр ялтах пурăнатчĕç. Упăшки хĕнетчĕ те çывăрма çĕр варринче те килетчĕ. Пĕррехинче 9 эрне пурăнчĕ. Тепрехинче 6 уйăхлăхах уйрăлса килчĕ. Пĕрре качча кайнăскер унталла-кунталла çÿремерĕм эпĕ. Пынă чухне пĕчĕк пÿрчĕ те тайăлнăччĕ. Тĕрлĕ енчен тĕревлесе хунăччĕ ăна. Хапха та çатанран тытнăскер кăначчĕ. Мăшăрăн алли килетчĕ вара, ĕçлеме пачах та ÿркенместчĕ вăл. Аттепе анне те килĕштеретчĕç ăна. Çăрасем те тÿрлететчĕ, витресем те тĕплетчĕ. Çавăнпах фермăран та час-часах витре йăтса килетчĕç. Хĕлле вĕсемпе пÿртре аппаланатчĕ. Мăлатукĕпе пĕрре çапатчĕ те маччаран тăпра шăпăр! шăпăр! тăкăнатчĕ. Чартăм хайхискерне. Усаллантăм. «Халь ăна арăмĕ витре шаккатармасть» тетчĕç тет, - сăмах çăмхине малаллах сÿтет хастарскер.

Часах ĕне-сурăх та усрама тытăнаççĕ Черновсем. Пĕчĕк чăлăш-чалăш пÿрт вырăнне майĕпен сакăр чÿречеллĕ /улттăшĕ урамалла/ пура хăпартаççĕ. Халĕ икĕ хĕрарăм ун вырăнне кирпĕч çурт лартнă ĕнтĕ. 2002 çулта нимелле хăпартнă ăна. Кăçал тăррине çĕнетнĕ - шифера тимĕрпе улăштарнă.

- Купаланă чухне 40 арçын пухăнчĕ, хĕрарăмĕсем те миçен килчĕç! Мунчана та шурă турăмăр, халĕ тата кĕлете çĕнетмелле-ха. Ĕçлемелли нумай - çавăнпах ватăлма вăхăт та çук. Икĕ хĕрарăм пурăнатпăр пулин те талпăнатпăр, кил-çурта илемлĕ те хăтлă тăвас тетпĕр, - палăртнă ĕç-хĕлпе паллаштарать Анна аппа.

Виçĕ виле

Вунă ачаран виççĕмĕш пулнă Анна Макаровна. Шел, пĕртăванĕсенчен тăваттăшĕ ачаллах çĕре кĕнĕ. Паян пурăнаканни вара Анна аппа çеç.

- Асанне аннене: «Хĕр ишсе выртатăн», - тесе вăрçатчĕ тет. Ĕлĕк çĕр арçынсене çеç панă вĕт. «Ывăл парсамччĕ» тесе Турăран пуç çапа-çапа ыйтнине калатчĕ анне. Çапла çемьере Ваççа кун çути курчĕ. Анчах сывлăхĕпе питех патвар марччĕ вăл, çавăнпах салтака та каяймарĕ. Ĕçченлĕхĕпе палăратчĕ вара. Фермăра та нумай тăрăшрĕ. Кĕçĕнни те ывăл - Леонид. Таяпа-Энтри хĕрне илчĕ вăл.

Кин пĕррехинче нÿхрепе Ваççана антарать. Лешĕ çĕрнĕ кăшман хаяр сывлăшĕпе чыхăнса вилет. Ăна хăтарас тесе Леонид анать - вăл та наркăмăшланать. Пуç хĕрлĕ пăхакан кин хăй те нÿхрепе кĕрсе ÿкет. Çапла пĕр кун тÿрех 3 виле пытарма тиврĕ. Тĕттĕмленсен вĕсен 4-5-ри хĕрĕ те аслисене çухатнăран нÿхреп çине тухать. Ăна вилĕмрен кÿршĕ вăхăтра каçни çăлса хăварнă. «Анна аппа, куккасем вилнĕ вĕт!» - чупса кĕчĕ йăмăкăн хĕрĕ. Виçĕ кĕлеткене курсан хам та тăнсăр пулса выртнă, - кулянмалли самантсем сахал мар ватă пурнăçĕнче.

- Эх, мĕн кăна курман пуль пурнăçра, - ассăн сывлать ĕмĕ­рĕпе бригадăра тăрăшнă Анна аппа. Аптăрамансен йăхĕнчен тухнăскер пурпĕр шÿтлеме вăй-хал тупать, малашлăхри пысăк ĕçсене палăртать. - Шÿтре çăлнăç шырарăм. Кÿршĕ-аршăпа çапăçман. Ĕçе тухсан та час-часах хавасланаттăмăр. Качча кайман хĕр чылайччĕ. «Шырасан та çук пуль, пĕтрĕмĕр пуль», - тесе шар-шар ахăраттăмăр. Анна аппа темен мана, Макаровна тетчĕç, - тет авăнсан та хуçăлман хĕрарăм.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.