Комментари хушас

19 Пуш, 2016

«Мĕнпур юратăва ачасене парнелĕпĕр»

«Чăваш Ен» ПТРКра çĕнĕ хыпарсен кăларăмне ертсе пынă Алена Павлова çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа кĕçех 10 уйăх çитет. Вăл 27 çулта çеçчĕ. Аленăн виçĕ ача тăлăха тăрса юлчĕ: Кирилл /халĕ 3 çул та 3 уйăхра/ тата çичĕ уйăхра çуралнă икĕ хĕрача — Вероника тата Кристина /халĕ 9 уйăхра/. Вĕсем 2015 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Алена ача çуратнă хыççăн пĕр эрне комăра выртнă, кайран тăна кĕмесĕрех вилнĕ. Тин кăна сенкер экран çинче тăван чĕлхепе илемлĕ калаçакан çамрăк хĕрарăм текех çуккине ĕненме йывăр пулчĕ. Чуна вырнаçайми усал хыпар республикăра çиçĕм хăвăртлăхĕпе сарăлчĕ. Унтанпа çу та, кĕр те, çил-тăманлă сивĕ хĕл те иртрĕ. Акă каллех çут çанталăк ешерме тытăнĕ. Вăхăт шунăçем чĕрери йывăр суран та пăртак пирчет. Пурнăç малаллах тăсăлать.

Тĕпренчĕкĕсем мĕнле çитĕнни, ăçта пурăнни, вĕсене паянхи кун кам пăхни чылай çынна кăсăклантарнăран çак кунсенче Аленăн тăван ялне — Патăрьел районĕнчи Каншеле — çитсе килтĕмĕр.

 

Икĕ хут телей…

Аленăн амăшĕ Антонина Николаевна лавккаран таврăнатчĕ. Ашшĕ Валерий Васильевич килтехчĕ. Мĕн çуралнăранпа кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче пурăннă пĕчĕк Кирилл хăнасем килессине пĕлсе садике те каяс темен çак кун. Ĕмĕр манăçми чĕре суранне хускатма йывăр. Çапах Аленăн амăшĕ хĕрĕ пирки калаçма килĕшрĕ.

— Пăруланă хыççăн ĕне аптраса ÿкрĕ, пулăшу ыйтма фермăна ирех кайрăм. Киле таврăнма тухсан яла çитеспе телефон шăнкăртатрĕ. Кĕрÿ Алена вилнине пĕлтерчĕ. Çак самантра пĕтĕм çут тĕнче пуçăм çине йăтăнса аннăн туйăнчĕ. Хĕрĕмĕн чĕри тапма чарăннине ĕненес те, йышăнас та килмерĕ. Кунран хăрушăрах инкек çук, пурнăçра пысăк çухату курнă çын çеç лайăх ăнланать пире.

Пĕлместĕп, мĕнле утса çитрĕм пулĕ киле? Чĕре епле чăтрĕ-ши? Чăн та, реанимацире выртнă чухне тухтăр пин çынран пĕри çеç чĕрĕлме пултарать тенĕччĕ, çапах шанăç пурччĕ. Ĕлĕкрен: «Тăван ачуна пытарма Турă ан хуштăр», — тенĕ. Мĕн тăвăн, инкек куçа маларах курăнмасть çав, систермесĕр килет те пĕр шелсĕр шатăрт! хуçать. Вăл пирĕншĕн чĕрĕ, «вилнĕ, çук вăл» тенине илтес те, ĕненес те килмест, — куççуль витĕр калаçать Антонина Николаевна.

«Хĕрарăм ача çуратнă чухне хăрах ури тупăкра», — тесе ахальтен каламан пулĕ çав ваттисем. Иккĕмĕш хут çие юлсан Алена та питĕ хĕпĕртенĕ. Кашни кулянăвне, савăнăçне амăшĕпе пайлама хăнăхнăскер: «Аннеçĕм, икĕ хут телей — йĕкĕреш пулать», — чунтан хĕпĕртесе пĕлтернĕ хĕрĕ. Тĕпренчĕксем çут тĕнчене килессе çемйипех кĕтме тытăннă. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Алена декрета тухнă та тăван ялĕнче, Патăрьел районĕнчи Каншелте, пурăнма тытăннă. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, йĕкĕрешĕн утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче çуралмалла пулнă.

— Хваттер тара илнĕччĕ те, çынна ахалех 10 пин тенкĕ тÿлесе пурăниччен яла килес терĕç, кунта ирĕклĕ, уçă сывлăш, çĕнĕ пÿртре пурин валли те вырăн çитет. Алена вăрмана çÿреме, çырла-кăмпа татма юрататчĕ, — каласа кăтартаççĕ ашшĕпе амăшĕ.

— Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Алена Шупашкара черетлĕ йышăнăва кайрĕ. Ун чухне анализсем лайăхах пулнă. Шупашкартан çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче, каç енне çеç таврăнчĕ. Çав кун Кирилăн температура тăрук хăпарчĕ: 39 градус. Алена питĕ хытă хăрарĕ. Кирилăн çамки вут пек пĕçеретчĕ. Хăвăртрах васкавлă медпулăшу чĕнсе иккĕшне те Патăрьелти больницăна ăсатрăмăр, — каласа кăтартать амăшĕ.

Вĕсене 1-мĕш хутри инфекци уйрăмне вырнаçтарнă. Антонина Николаевна мăнукĕпе хăй выртасса каласан Алена хирĕçленĕ. Температура хăвăртах чакнă, Кирилл та хăйне лайăх туякан пулнă, çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче вĕсем киле таврăннă.

Тепĕр эрнерен, çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Алена хăй аптăранă. Ăна каллех васкавлă пулăшупа Патăрьелти больницăна илсе кайнă. Антонина Николаевна тепĕр кунне ир-ирех хĕрĕ патне çитнĕ. «Хама паян питĕ лайăх туятăп, анне, апат та çирĕм, ман йăлтах йĕркеллĕ», — тенĕ Алена. Амăшĕ хĕрĕ валли сĕткен, йогурт тавраш илсе хăварнă. Каçхине Алена тухтăрсем ăна Шупашкара ярассине шăнкăравласа пĕлтернĕ, машина тупмаллине каланă. Куккăшĕ Сергей тепĕр кунне тĕп хулана, больницăна леçнĕ.

Антонина Николаевна хĕрĕпе пĕр вĕçĕм калаçсах тăнă. Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче шăнкăравласан Алена анализ йĕркеллех пулнине пĕлтернĕ. «Ыран система ярĕç те кăларĕç», — тенĕ медсестра. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче, каç енне тепĕр анализ килмелле пулнă. Алена ирхине калаçнă хыççăн телефона урăх тытман. Амăшĕ çĕрĕпе хĕрĕ патне шăнкăравланă, кайран телефон сÿннĕ. Ирхине те сасă паракан пулман.

— Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче те хĕрпе çыхăнма май килмерĕ. Кĕçех кĕрÿ шăнкăравларĕ. Вăл Мускавран килсе çитнĕ. Йĕкĕрешсем кăнтăрла иртсен çут тĕнчене килнине, Алена хăйне япăхрах туйнине шăнкăравласа пĕлтерчĕ, — куççульне шăлать Таня аппа. Аленăпа ачисене Шупашкарти ача çуратмалли 3-мĕш çуртран Республикăри перинаталь центрне куçарнă. Тепĕр кунах хĕрарăм кĕрÿшĕпе пĕрле больницăна çитнĕ. Алена ун чухне комăра пулнă. «Ку — ача кĕтекен хĕрарăмсен ăнсăртран пулакан чир. Пĕверĕ тăрук сиенленнĕ, — ăнлантарнă тухтăр. — Пĕр пин çынран пĕри сывалма пултарать пулĕ».

Антонина Николаевна Аленăн сывлăхĕпе кăсăкланса больницăна пĕр вĕçĕм шăнкăравласах тăнă. «Йĕркеллех, комăран тухрĕ сирĕн хĕр», — тесе каласса чунтан кĕтнĕ вăл. Анчах кашнинчех ача çуратнă хĕрарăм хăйне питĕ йывăр туйни, нимĕнле улшăну та çукки пирки каласа чунне сисчĕвлентернĕ. Шанчăк çапах пурăннă-ха. Çамрăк-çке, вăй илĕ-ха, чĕрĕлĕ-ха. Усалли ан пултăрах… Ачасене кесарево мелĕпе касса кăларнă хыççăн Алена вăраннă, çут тĕнчене йĕкĕреш хĕрачасем килнине те пĕлнĕ, кун пирки ăна тухтăр каланă, кайран тепĕр операци тунă. Юн хытă кайнине чарайман, пĕверĕ арканма, йывăррăн ĕçлеме тытăннă. Кунне 5 литр юн ярсан та организм ăна йышăнасшăн пулман-мĕн. Алена Павлова çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче ирхи 4 сехетре сывлама чарăннă. Амăшĕпе вăл юлашки хут çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче калаçнă.

Кайрĕ...

— Пытарнă хыççăн Алена тĕлĕкре курăнчĕ. Пирĕн ял еннелле пăхса тăрать, хăй вырăнтан та хускалмасть. Тепре мăнуксене больницăран илсе килес умĕн тĕлленчĕ. Ача кÿми тĕксе килет, Атăкран пирĕн ял еннелле пăрăнчĕ. Хăй хаваслă, çÿçне сапаланă, кил умĕнчен васкамасăр иртсе кайрĕ. Тепрехинче вара шурă сăран атăпаччĕ, тĕттĕмрех кĕпепе, ун çийĕн — шурă кардиган. Çÿçне тирпейлесе хитре пуçтарнă. «Кайрăм», — тесе хăварчĕ, урăх нимĕн те чĕнмерĕ. Кайрĕ пуль çав, ачисем сывах иккенне, вĕсене лайăхах пăхнине курса лăпланчĕ пуль те… — йĕрет амăшĕ.

— Аленăн чечекĕсем ав еплерех ешереççĕ, çутта килĕштереççĕ. Йывăç евĕрлисене питĕ юрататчĕ вăл. Шăваратчĕ, пĕрĕхтеретчĕ, тăприне кăпкалататчĕ. Хитре куршаксем туянсан та савăнатчĕ. «Анне, чечексем пирки ан ман-ха», — тетчĕ вара шăнкăравласа, — куршаксене енчен енне куçарать Антонина Николаевна.

Вероникăпа Кристина

Хĕрачасенчен пĕри çут тĕнчене 13 сехет те 33 минутра, тепри 13 сехет те 34 минутра килнĕ. Вероника — асли, Кристина — кĕçĕнни. Вĕсен хушши пĕтĕмпе те 1 минут çеç. Вероника 1 килограмм та 900 грамм виçепе çуралнă, Кристина унран 400 грамм сахалрах.

— Аленăран ачасене мĕнле ят хурасси пирки ыйтма тăраттăм та, кашнинчех сăмах айне пулатчĕ, кайран хам та мансах каяттăм. Пĕри хĕрача пулнине УЗИ чиперех кăтартнă, тепри вара яланах пытаннă. «Тен, иккĕмĕшĕ арçын ача-ха», — тетчĕ Алена. Ятсене каярахпа пурте пĕрле суйларăмăр, эпĕ Кристинăпа Вероника çинче чарăнса тăтăм. Амăшне те килĕшрĕ пуль-ха, — тет ытарайми хĕр пĕрчисене утьăкка сиктерекен кукамăшĕ.

Ачасем Каншел çумĕнчи Пăлаçи Атăкра пурăнаççĕ. Вĕсене тăван ашшĕ Александр Павлов тата унăн амăшĕ Галина Павловна пăхать.

— Вероника хулăн саслă, Кристинăн çÿхерех. Асли алă çупма пĕлет, харсăртарах. Вăл тахçанах ларать. Ачасем 9 уйăха çитнĕ, анчах вăхăтсăр касса кăларнăран тухтăрсем вĕсен аталанăвне 7 уйăхрисемпе танлаштараççĕ. Кристина лайăхах лараймасть-ха, кĕвĕçнипе Вероникăна туртса антарать. Апат çитернĕ чухне те пĕр-пĕрин кĕленчине тăпăлтараççĕ. Малтан Вероника усалрахчĕ, халь Кристина унран та ирттерет, — каласа кăтартать ашшĕ. Асли хуп сăпкара сикме юратать-мĕн, Кристина кÿмене ытларах килĕштерет. Вероникăн — аялти икĕ шăлĕ, Кристинăн 4 шăл тухнă.

«Сывă пепке кунне» кашни уйăхрах Шупашкарти ача-пăча республика больницине илсе килеççĕ ачасене. Юлашки хут раштав уйăхĕнче виçĕннĕ, Вероника 10 килограмм та 400 грамм, Кристина 10 килограмм та 100 грамм тайнă. Ачасем сăпка юррипе çывăрма хăнăхнă. Кĕвĕ ярсанах пепкесем лăпланаççĕ. Уçă сывлăша вĕсене урама мар, верандăна час-часах илсе тухаççĕ, кунта йĕкĕрешсем лăпкă çывăраççĕ. Пĕчĕкскерсем валли сăпка та çакнă, иккĕн выртмалли кÿме те, ходунки те пур. Çĕнĕ Çул умĕн «Чăваш Ен» телерадиокомпанире ĕçлекенсем кучченеçсемпе хăнана килнĕ. Хут-кăранташ, кĕнекесем парнеленисĕр пуçне укçан пулăшу та панă.

— Тăхлачă ачасене аван пăхать, тирпейлĕ, таса тытать. Çулĕсем те пур та, ывăнать те пулĕ. Турă сывлăх патăрччĕ ăна, — тет Антонина Николаевна. Павловсен кил-çуртĕнче çутă та хăтлă, газ та, сивĕ шыв та, вĕри те пур.

Темĕн тĕрлĕ сăвă пĕлекен йăрă Кирилл пĕчĕк йăмăкĕсемпе выляма юратать. Шел те, 9 уйăхри шăпăрлансем ăна хальлĕхе ăнлансах каймаççĕ.

— Ачасен умĕнче ялан кам-тăр тăмалла. Хырăмпа шуса таçта та çитеççĕ, шкап уçса пĕр-пĕрин пÿрнине хĕстерме те пултараççĕ. Сисĕм-туйăм вăйлă, айккинелле пăртак пăрăнсанах йĕме пуçлаççĕ, — каласа кăтартать ашшĕ.

— Çак ачасем телейлĕ пулччăр ĕнтĕ. Тăлăхсене Турă хĕрхенĕ-ха. Амăшĕпех танлашаймасан та эпир вĕсене хамăрăн мĕнпур юратăва парнелĕпĕр. Тĕпренчĕксем ура çине тăнине курасчĕ, — терĕ сывпуллашнă май ăшă та ырă кăмăллă Антонина Николаевна.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.