«Утмăлта сана тин тупрăм...»
Чăваш халăх артистки Светлана Михайлова-Ефимова çуралнăранпа çак эрнере 90 çул çитрĕ. Светлана Никифоровна Чăваш академи драма театрĕнче 30 çул ĕçленĕ. Çак тапхăрта çĕр ытла сăнар калăпланă. Вĕсен йышĕнче — Лушка /«Уçнă çĕр»/, Таня /«Старик»/, Занна /«Вĕр, вăштăр çил»/, Нюта /«Юратнă хĕр»/, Паша /«Кай, кай Ивана»/, Кĕтерук /«Куккук çаплах авăтать»/, Наденька /«Никита Бичурин»/, Полинка /«Салтак арăмĕ»/, Галя /«Шанман чечексем»/, Катя /«Мĕншĕн куртăм-ши сана?»/ тата халăх юратса йышăннă ытти вун-вун сăнар та.
Тайгари пĕччен хĕрача
1927 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Çатра Марки ялĕнче çуралнă вăл. Çичĕ ачаран чи кĕçĕнни пулнă. Икĕ çула çитсен Никифоровсен çемйи Çĕпĕре тухса кайнă, Иркутск облаçĕнчи Галтэй ялĕнче тĕпленнĕ.
— Атте Никифор Гурьевич яланах çынран малта пыма тăрăшатчĕ. Унăн çурчĕ те ыттисенчен чаплăрах пулмаллаччĕ. Кунашкал пултăр тесен, паллах, нумай тăрăшма тивнĕ. Пурте ĕçлетчĕç. Эпĕ вара ача пăхаканниччĕ. Йысна вăрçа кайсан Фена аппа Хабаровскран пирĕн пата куçнăччĕ — унăн икĕ ачаччĕ. Гурий пиччен икĕ пепкине те çемье пуçĕ фронта кайсан пирĕн пата леçнĕччĕ. Вырăс инке упăшкинчен юлманччĕ. Ача пăхса ывăнтăм-ши — аслисемпе сухăр пухма хам ирĕкпе тухса кайрăм. Мана та тайгара уйрăм лаптăк уйăрса пачĕç. Çĕпĕр вăрманĕн вĕçĕ-хĕрри те çук. Мĕн тери тискеррĕн курăнать вăл хушăран. Кашкăр таврашĕнчен ытла çÿлевĕçрен сыхланмаллаччĕ. «Хĕрĕм, эсĕ вăрманта хытă юрласа çÿре», — тетчĕ анне ир-ирех ăсатнă май шеллесе, — каласа кăтартать Светлана Никифоровна.
Çапла вăл аслисемпе тупăшса ĕçлет, план тултарнăшăн ăна парнепе те савăнтараççĕ: хитре кĕпепе алшăлли параççĕ. 12-13 çулти хĕр куншăн епле савăнмĕ-ха?
1942 çулта ялти 16-ри хĕрсем Зима хулине кайма тытăнаççĕ, унта вĕсем медицина сестрисен курсĕсенче вĕренеççĕ. Фашист пусмăрĕнчен ирĕке кăларнă ял-хулана ăсатма хатĕрлеççĕ вĕсене. Светăн та унта каяс килет-ха, анчах вунпиллĕкре çеç-çке. Мĕн тумалла? Хĕрĕ ашшĕне вăл 16 çулта тесе суя справка туса пама ыйтать. Лешĕ, паллах, килĕшмест. «Эппин, таратăп», — асăрхаттарать вăл тăванне.
— «Тарса пăх-ха», — терĕ атте хаяррăн. Ку ĕнтĕ çемье пуçĕн çирĕп сăмахĕ пулчĕ. Анчах эпĕ 72 çухрăма парăнтарса кирлĕ вырăна çитрĕмех.
Йышăнчĕç. Çапла эпĕ те вĕренме тытăнтăм. Темиçе кунтан атте пычĕ. Япаласем илсе пынă хăй. Вăрçать пулĕ терĕм те: «Пирĕн хамăрăн та тухтăр пулать тем...» — терĕ вăл ăшшăн, — иртнине куçĕ умне кăларать артистка.
Çапла çулталăк вĕренеççĕ. Çав хушăрах ĕçлеççĕ те. Çĕрле станцие эшелонĕ-эшелонĕпе аманнă салтаксем çитнĕ, вĕсене васкавлă пулăшу панă, госпитале ăсатнă. Аманнисем валли юн та час-часах панă. Йывăр пулнă паллах. Анчах тÿсмелле. Хăй ирĕкĕпе килнĕ вĕт. Çулталăкран хĕрсене килĕсене яраççĕ. Повестка кĕтме хушаççĕ.
Çĕнĕ пурнăç
— Çав çулах Çĕпĕре çуллахи каникула Нина аппа килсе çитрĕ. Мана пĕрле илсе каясшăн калаçма тытăнчĕ. Атте-аннепе манпа мĕн тăвасса малтанах шухăшласа хунă-тăр. Тăвансен мана вăрçа ярас килмен ĕнтĕ. «Повесткуна Чăваша ярса парĕç», — тесе Нина аппа ÿкĕте кĕртрех. Вĕрентекене епле ĕненмĕн-ха? Çапла 1943 çулта çуралнă тăрăха таврăнтăм. Çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ.
Тепĕр кунах аппа тырă вырма илсе тухрĕ. Çĕпĕрте эпĕ ку ĕçпе нихăçан та аппаланман. Çавăнпах малтанласа çурлана епле тытмаллине те, тырра епле ывăçламаллине те пĕлместĕм. Ытти çынсене сăнанă май хăнăхрăм, — тет хĕрарăм аллинчи çурла йĕрне кăтартса.
— Ĕçре ĕшеннине пăхмасăр хĕр-упраç вăййа тухатчĕ. Çĕпĕрте вырăс, украин, белорус, чех хĕрĕсен хушшинче юрласа-ташласа ÿснĕскер эпĕ хăюллăрахчĕ. Тата çĕрлехи вăхăтра тайга епле янăрать! Çавна кура-ши — пĕтĕм сасăпа юрлаттăм. Чун тулли сасă каятчĕ. Анне вара: «Урамра çĕрĕпе те санăн сассу çеç», — тесе асăрхаттаратчĕ. Чăваша килсен те аппан хĕр тусĕ Зоя вăййа илсе тухма тытăнчĕ. Эпĕ чăвашла юрлама та, ташлама та пĕлместĕп. Çавăнпах мана варрине чĕнсе кăларсан вырăсла такмакласа ташша çаптараттăм. Нина аппа мана те вăрттăн сăнанă: «Светлана, чăваша апла пулни килĕшмест. Сăпайлăрах пул. Хăвна çеç кăтартса ан çÿре», — терĕ.
Çĕпĕрте эпĕ 6 класс вĕреннĕччĕ. Аппа патне килсен 7-мĕшне çÿреме тытăнтăм. Сăмах май, Чăваш Ене таврăнсан эпĕ тăван чĕлхепе тухакан кĕнекесемпе хаçатсене курсан питех те тĕлĕннĕччĕ. Çĕпĕрте вĕсем пирки илтмен-çке. Шкулта пултарулăх йышне йĕркелерĕмĕр. Концертпа кÿршĕ ялсене те çитеттĕмĕр. Эпĕ юрлаттăм. Пирĕн йышра чаплă купăсçă пурччĕ. Тепри хитре ташлатчĕ. Хамăра концертсене аванах йĕркеленĕ пек туйăннă ĕнтĕ. Анчах çавна пула хăшĕ-пĕри вĕренме ĕлкĕрейместчĕ. «Концерт лайăх-ха, çапах вĕренесси малта пулмалла», — асăрхаттаратчĕç вĕрентекенсем. Пĕрре мана Ишлее чĕнтернĕ. «Вăт, çÿретĕр юрласа. Кайса явап тыт халĕ», — терĕ аппа. Ишекрен Ишлее çитмелĕх пур-çке. Йĕре-йĕре утатăп хам. Концертсем лартса çÿренĕшĕн шкултан кăларса ярасран хăратăп. Çук иккен. Мана Саратоври консерваторие вĕренме ярасшăн. Аппа пĕлнĕ-ха çакна, анчах мана шарламан — ăс кĕртес тенĕ-тĕр. Вăрçă пырать пулин те пуçлăхсем чăваш культурин пуласлăхĕ пирки çирĕп шухăшланă. Оперăпа балет театрне уçасса та чухланă, — калаçрĕ те калаçрĕ пурнăçĕпе паллаштарнă май Светлана Никифоровна.
Черетлĕ хут салам, театр!
Çапла вăл Саратоври консерваторие лекет. Вĕрентекен хушнине итлемелле-çке: чи çÿллĕ нотăсене илет. Çур çултан сасăсăр юлать. Тĕрлĕ операци хыççăн çулталăк юрлама та, калаçма та чараççĕ пулас артиста. Вокал предмечĕпе экзамен параймасăрах чăваш ачисемпе каникула таврăнать хĕр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан юлташĕсем вĕренме кайнине ăмсанса пăхса юлать. Шупашкарти академи драма театрĕ çумĕнчи актерсем хатĕрлекен студие кайса кĕрет. Ăна тÿрех иккĕмĕш курса йышăнаççĕ.
Г.Ефимовпа, А.Сергеевпа, Д.Столяровăпа, С.Айзманпа, К.Степановпа, В.Голубевăпа пĕрле вĕренет. 1947 çулта студирен вĕренсе тухать. Çак çулсенче, паллах, вăрçа кайнă артистсем килме тытăнаççĕ.
— Фронтран таврăннă Александр Бубнов ман çума çыпăçрĕ те хăпма пĕлмерĕ. Пире, 18 çамрăка, Йĕпреçри куçса çÿрекен колхоз театрне ямалла турĕç. Салтак тусăм мана пĕрлешме сĕнет. «Мăшăрланни çинчен калакан хута кăтартсан Шупашкартах хăварĕç», — тет. Çапла эпир çырăнтăмăр. Пушшех те, Георгий çемьеллĕ вĕт /сăмах мĕн пирки пынине каярах уçăмлатăпăр - Авт./, — каласа кăтартать Светлана Никифоровна.
Çамрăксем çырăнаççĕ. Хĕрарăма Çамрăксен театрне хăвараççĕ. Мăшăрĕ академи театрĕнче сăнарсем калăплать. Анчах арçынсем çитменрен 1949 çулта çамрăксен театрĕ хупăнать. Ку вăхăтра артистка ача çуратать. /Юрий Бубнов — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ. Шел, вăл пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Унăн икĕ хĕрача пулнă. Анна Шупашкарта пурăнать. Вăл та ÿнерçĕ. Екатерина Санкт-Петербургра тĕпленнĕ/. Вăхăт шăвать. Кун хыççăн кун иртсе икĕ çул та хыçа юлать. Кил хуçин шалăвĕпе çеç пурăнаймăн-çке. Çавăнпах хĕрарăм стенографипе машинопиç курсне вĕренме каять. Унта вăл ывăлĕпех çÿрет. Чăваш АССР Аслă Канашĕн аппаратĕнче секретарь-машинисткăра тата стенографисткăра вăй хума пуçлать.
— Тăрăшса та савăнса ĕçлеттĕм. Пĕррехинче Зоя Андреева патне драма театрĕн директорĕ Николай Элле шăнкăравларĕ. Артистсем çитмеççĕ-мĕн. Л.Родионовăн «Юратнă хĕр» пьесине лартма тытăннă. Нютăна вылякан çук. Çапла эпĕ театра таврăнтăм.
«Завода кайма килĕшмерĕм»
Пурнăçра темĕн те пулать. Вунă çул пĕрле пурăннă хыççăн Светланăпа Александр Бубнов уйрăлаççĕ. Ку вăхăтра арçын театрта ĕçлемен ĕнтĕ.
— Пĕр йĕкĕт куç хывнă иккен мана. Эпĕ гастрольсене тухса кайнă чухне ачана ниçта хăварма пĕлмесĕр хăшкăлнине те пĕлнĕ. Хам та килĕштереттĕм ăна. Вунă çул Михайлова хушаматпах пурăнтăм. Манран пилĕк çул кĕçĕнрех арçын кăмăллă та ырăччĕ. Эрех ĕçместчĕ, пирус туртмастчĕ, кĕвĕçместчĕ, ывăлăма та юрататчĕ. Анчах пĕррехинче эпĕ гастрольтен таврăннă тĕле вăл килтен тухса кайнăччĕ. Ăнланмалла ăна: эпĕ чи илемлĕ тапхăрта — çу кунĕсенче — ют хуласенче çÿретĕп. Паллах, пĕрле пулас килет. Унăн вара Юрăна пăхмалла. Пушшех те — тăван ывăлĕ те мар. Хăйĕн патне завода куçма темиçе те чĕнчĕ мана, анчах эпĕ театра пăрахмарăм, — тет Светлана Никифоровна.
«Пĕр-пĕрне эпир çитменччĕ»
Иккĕмĕш мăшăрĕпе уйрăлсан 22 çул пĕччен пурăнать Светлана Михайлова. Унтан çамрăк чухнехи юратăвĕпе Георгий Ефимов поэтпа, çыравçăпа пĕрлешет.
— Театр студине вĕренме пырсан манпа паллаштарнă вăхăтра ларакансен йышĕнчен пĕр каччă вăшт! сиксе тăчĕ те... каялла ларчĕ. Каярахпа ку Георгий /шăпах ун çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартма шантарнăччĕ вулакана — Авт./ пулнине пĕлтĕм. Иксĕмĕр паллашиччен икĕ эрне маларах вăл радиора дикторта ĕçлекен Серафима Мироновăна качча илнĕ-мĕн... Ытти студентран сăн-сăпачĕпе те, тумланассипе те уйрăларах тăратчĕ вăл. Паллах, килĕшетчĕ. Анчах ун пирки шухăшлама та хăйман — авланнă çын-çке. Вăл та мана вăрттăн савнине уççăн нихăçан та систермен. Сăпайлăччĕ. Пĕррехинче Дарья Спиридоновăпа иксĕмĕре кинона чĕнчĕ. Сăн ÿкерттернĕ вăхăтра вăшт! кăна ман çумма пырса тăчĕ, аллине хулпуççи çине хучĕ. Тепрехинче тата Нина Карповăпа иксĕмĕр хушша кĕрсе ларма ĕлкĕрчĕ. Вăл мана вăрттăн савса ассăн сывланине чухлама çеç пултарнă эпĕ.
Георгий Ефимов — паллă поэт пулса тăчĕ. Театрта е урамра тĕл пулсан сывлăх сунаттăм, анчах вăрахчен калаçман. Çынсем тем каласран шикленнĕ. Пушшех те эпĕ пĕччен хĕрарăм. Пĕррехинче телефон сасă пачĕ. М.Антонов режиссер иккен. Серафима Мироновна вилнине пĕлтерет, эпĕ ăна пытарма пырасса ыйтать.
Пуçăм пăтранса кайрĕ... Чупса пырса кĕтĕм. Пÿлĕмре — халăх. Георгий алăк патĕнче тăрать. Эпĕ хурланнине пĕлтерме ун патне пытăм. Хам сисмесĕрех: «Халĕ мĕнле-ха ĕнтĕ?» — тесе ыйтнă-мĕн. Çак сăмахсем уншăн пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă. Хĕрĕх çул мăшăрпа пурăннă, халĕ — пĕччен. 60 çула çитсен...
Çапла эпĕ ун патне, вăл ман пата шăнкăравлама тытăнтăмăр. Пĕррехинче Георгий урине хуçрĕ. Ун патне больницăна куллен çÿрерĕм. Вăл эпĕ пымассерен çĕнĕ сăввипе паллаштарчĕ.
Çырăнтăмăр, пĕрлешрĕмĕр. Георгипе таçта та çитрĕмĕр, — тет мăшăрне 2005 çулта пытарнă хĕрарăм. Сăмах май, Георгий Ефимов ячĕпе Шупашкарти Çĕнĕ хула микрорайонта урам та пур.
Сăмахăма поэтăн тепĕр сăввин йĕркисемпе вĕçлес килет:
Татьяна НАУМОВА.