«Урокра аннене аса илеттĕм те — куççуль шăпăртатса анатчĕ»

25 Çу, 2017

28 çулти Елена Тихонова (хĕр чухнехи хушамачĕ — Артемеева) çемйипе Элĕк районĕнчи Анатри Хурасан ялĕнче пурăнать. Кунта качча килнĕренпе вăл Чăваш Сурăм шкулĕнче директорăн хуçалăх енĕпе ĕçлекен заместителĕнче тăрăшать. Хăйĕн специальноçĕпе вăй хумасть пулин те çак ĕç килĕшет ăна. Мăшăрĕпе Женьăпа икĕ хĕре — Светланăпа Дашăна — çитĕнтереççĕ.

 «Çывăх çын ăшшипе мĕн танлашĕ?»

Лена ача чухне Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнче ашшĕ-амăшĕпе тата йăмăкĕпе пурăннă. «Йăмăкăм Наташа малтан йĕркеллехчĕ. Урине хуçсан утайми пулчĕ. Пĕрмай ÿсĕр таврăнакан аттерен хăранă, унран шикленсе килтен тухса тарнă каçсем халĕ те манăçмаççĕ. Ăçта май килнĕ — çавăнта çĕр каçма тиветчĕ. Пĕчĕкскерĕн психики çав вăхăтра пăсăлма пултарнă, сывлăхĕ хавшарĕ, сусăрланса юлчĕ. Шел, вăл вунă çулта чухне Кÿкеçри интернатра вилчĕ. Ăна тăван яла илсе килсе пытарчĕç. Кайран аннен усал шыçă аталанма тытăнчĕ, сывалаймарĕ вăл, эпĕ 11 çулта чухне пурнăçран уйрăлчĕ. Çав хăрушă ÿкерчĕк куç умĕнчен каймасть. Пуш уйăхĕччĕ. Çур çĕр иртни 1 сехетчĕ, урамра сĕм-тĕттĕмччĕ. Атте чунĕ тухнă анне çумĕнче ларса юлчĕ. Эпĕ такăна-такăна, пĕтĕм вăя пухса кукамай патне çывăх çыннăм вилнине пĕлтерме чупрăм, хам татăлса йĕтĕм. Мĕн тери йывăр пулчĕ çак хуйха чăтса ирттерме. Анне ăшшипе мĕн танлашайĕ? Пĕчĕк мар-çке эпĕ ун чухне, йăлтах ăнланнă. Урокра аннене аса илеттĕм те — куçран куççуль шăпăртатса анатчĕ. Пĕрле вĕренекенсем яланах лăплантарма тăрăшатчĕç. Шкултан таврăнаттăм — аннем çук, чунра пушă. Юрать, çав вăхăтра кукамай юнашарччĕ, хăйĕн çуначĕ айне илчĕ мана. Наташăна та интернатра усрасшăн марччĕ вăл, анчах сусăра пăхма йывăр тесе парса яман. Аттене кирлĕ пулман эпĕ, пур-и, çук-и — уншăн пур-пĕрехчĕ. Вилнĕ çын çинчен япăх калама та лайăх мар пуль, анне пурнăçран уй-рăлсан кил-çуртри япаласене салатма тытăнчĕ, сутса ĕçетчĕ. Эпир пĕчĕк чухне йĕркеллĕ çынахчĕ вăл, ĕçкĕпе иртĕхме тытăнсан палламалла мар улшăнчĕ. Ăна ашшĕн правинчен суд урлă хăтарчĕç. Вăл пирĕнпе пачах хутшăнман-çке. Инкек хыççăн инкек, кăштахран кукамая шалкăм çапрĕ. Манăн çĕнĕ çĕре куçма лекрĕ, аннен йăмăкĕ Зоя аппа хăйĕн хÿттине илчĕ. Ун чухне вĕсем мĕнешкел пархатарлă ĕç тунине ăнланма пултарайман эпĕ. Халĕ йыснапа иккĕшĕ мĕн тери пысăк чунлинчен тĕлĕнетĕп. Мана интерната ярас темен, хăйсен çемйине илме мехел çитернĕ. Мана кăна мар, тепĕр аппăшĕн хĕрне Настьăна та хăйĕн патне илчĕ ăшă кăмăллă Зоя аппа. Вĕсем патĕнче эпир хамăра нихăçан та ытлашши туйман. Пĕр хуранри яшка пурин валли те çитнĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.