- Чăвашла верси
- Русская версия
Пурнăç — асамат кĕперĕ
Выçăллă-тутăллă пурăннăран тăваттăмĕш класс хыççăнах, вун иккĕ тултарсан, колхоз ферминче ĕçлеме тытăннă вăл. Резина атă пулманран ури йĕпеннĕ те, шăннă та...
Элĕк районĕнчи Йăлкăш ялĕнчи Евдокия Еремеева — 2-мĕш ушкăн инваличĕ. 83-ри кинемей /1934 çулта çуралнă/ пиллĕкмĕш çул вырăн çинчен тăраймасть, урама тухса çутă тĕнче кураймасть. Ачалăхран пуçланнă хĕн- хурлă пурнăçĕ ĕмĕр тăршшĕ тăсăлса халĕ те асаплантарать ăна.
Ашшĕне вăрçа илсе кайсан амăшĕ пилĕк ачапа: виçĕ хĕрпе икĕ ывăл — тăрса юлнă. Хĕрĕсене çаплах каланă вăл: «Самана йывăр. Эсир, ĕçченскерсем, вĕренмесĕр те пурăнаятăр. Ывăлсене çын тăвасчĕ».
Аппăшĕ Валентина 7 класс хыççăн фермăра ĕне сума тытăннă. 12-ри Дуся /ялта ăна çапла чĕнеççĕ/ ун вырăнне çулла кĕтÿ пăхнă. Аппăшĕ вара колхозри ытти ĕçе хутшăннă.
7-мĕш класра вĕреннĕ чухне колхоз авăн çапнă, тырă вырнă çĕре хутшăннине те аван ас тăвать Евдокия Михайловна. Вырнă тырра михĕсене тултарнă, вĕсене ана çинчех пăрахса хăварнă. Кайран лашапа йĕтем çине турттарнă. Çурхи ака вăхăтĕнче те йывăр тырă миххисем сĕтĕрнĕ çамрăк хĕрсем.
1949 çулхи раштав уйăхĕнче чирлесе нумай выртнă хыççăн амăшĕ вилет. 1950 çулхи ака уйăхĕнче Аркадие салтака илсе каяççĕ. Кĕркунне аппăшĕ Валентина качча тухать, Евдокия ун вырăнне дояркăра ĕçлеме тытăнать. Çулталăкран хĕсмете кайма Ваççан черечĕ çитет. Çапла 2 хĕрача: Маврапа Евдоки — иккĕн юлаççĕ. Çулталăкран Дусьăна сысна ферминче ĕçлеме шанаççĕ.
Витесене тап-таса тытать вăл. 20 сысна аминчен вăтамран 21 çура илнĕшĕн 1956 çулта ăна республикăри «Чи лайăх свинарка» пулса тăнă ятпа 1-мĕш секретать Семен Ислюков хăй саламланă. Ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн 1956-60 çулсенче хастарскерне Элĕк район депутатне суйланă. Вăл вăхăтра хуçалăхсенчи чи лайăх свинарка, дояр, механизатор хушшинче куçакан вымпел çÿренĕ. Евдокия ăна яланах тивĕçнĕ. Ĕçĕсене шута илсех ăна район энциклопедине те кĕртнĕ.
Ферма пурнăçĕ хĕвел тухиччен пуçланать те хĕвел ансан çеç вĕçленет. Урана тăхăнма та хальхи пек резина атă-калуш, ĕçченсем валли халат таврашĕ пулман. Хĕлле те, çулла та ураран тăлапа çăпата кайман. Йĕпеннĕ те, шăннă та... Çаксем çулсем иртнĕ май хăйсем çинчен аса илтереççĕ те.
— Ура утми пулчĕ. Юрать-ха радио пур, пурнăç епле вĕренине хыпарласах тăрать. Тепĕр чухне кирлĕ-кирлĕ мар шухăшсем явăнаççĕ вара... Юрать-ха пичче Аркадий, мăнукĕ Андрей тата унăн мăшăрĕ Катя лайăх пăхаççĕ. Вĕсене куншăн тав, — тет «мăшăр», «анне» ята илтсе курманскер. Малалла вулас...
Комментари хушас