«Çĕр çула çитесчĕ»

5 Çурла, 2020

«Малашлăха ĕненсе пурăнни, хама ачасем юратса пăхни çак çула çитме май пачĕ», — тет Трак тăрăхĕнчи Еншик Чуллăра пурăнакан Фекла Федорова.
Вăл Мăн урамри /Мирная урамĕ/ 34- мĕш çуртра ватлăх кунĕсене ирттерет. 92-ре кинемей. Юлашки 15 çул хушши куç курманнипе аптăрать Фекла Федоровна. Пÿртре çеç кăштăртатса \çÿрет. Ывăлĕсем Альбертпа Саша хăйĕнпе пĕрле пулни ватăн чунĕнче лăпкăлăхпа ырăлăх çуратать. Çавăнпа ватлăхри телейпе савăнăç шевли сÿнмен унăн.
Фекла Федорова 1929 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче Еншик Чуллăра çут тĕнчене килнĕ. Ялти шкулта тăваттăмĕш класра пĕлÿ илнĕ чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Шкулта ăна 5 класс кăна вĕренме пÿрнĕ. «Хаяр вăрçă пырать. Мĕн пур вăй питти фронтра. Çавăнпа пирĕн çума куршанакĕ ирех çыпçăннă. Алăран çурла кайман темелле. Мана мĕн пур ырри аттепе аннерен куçнă. Атте Федор Семенович Патăрьелте агронома вĕренсе тухнă. Чăн-чăн çĕр çынни, çут çанталăк тусĕ пулнă вăл. Кăмака, кăçатă тума пĕлнĕ, платник-столяр ĕçне аван чухланă. Чылай çул уй-хир бригадирĕнче ĕçленĕ. Вăрçă çулĕсенче аттене броня панă, вăл çак тапхăрта колхоз председателĕн лавне туртнă. Йывăрлăхне сахал мар курнă, вар-хырăм чирĕпе аптăранă. 45-рех пирĕнтен уйрăлса кайнă. Анне Марфа Романовна ĕмĕрне тăван хуçалăхăн уй-хирĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Вăл тума пĕлмен ĕç юлман та пулĕ: лашапа суха тунă, тырă акнă, пухса кĕртнĕ. Тăватă пĕртăван çитĕнтĕмĕр эпир», — калаçăвне сыпăнтарчĕ ватă.
Ун чухнехи вăхăт таппине кура çамрăклах тăван енрен аякра ĕçлеме тивнĕ Феклăн. Хĕр çулĕсенче Буинскпа Кире вăрманĕсенчен тухма пĕлмен тесен те йăнăш пулмĕ. «Укçа-тенкĕ вуçех çук кĕсьере. Апат-çимĕç илме тăван киле килмелле. Пуйăспа Еншик Чуллăна кайма тапрантăмăр, подножка çинче тăрса пыратпăр. Кĕлетке витĕр сивĕ çил чупать. Пĕрле ĕçленĕ хĕрсен — Елизавета Андреевăн, Ираида Тарасовăн, Пелагея Ермолаевăн тата Римма Алексеевăн сăнарĕ паянхи кун та куç умĕнче», — пытармарĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Торф кăларнă тапхăр пирки те кинемей сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать. Вунă теçетке çул çинче пырать пулин те Фекла Федорова иртнĕ тапхăрти кашни саманта пачах манманни, пĕрне те пуçран кăларманни мана самаях тĕлĕнтерчĕ.
«Каярах Еншик Чуллă çĕрĕ çинчех, тăван хуçалăхрах, пилĕк авма тиврĕ мана. Кĕçĕн Чуллăри сĕт-çу ферминче 18 ĕне сунă эпĕ. Ун чухне выльăхсене искусствăллă мелпе пĕтĕлентересси вăй илейменччĕ-ха. Çавна май вăкăрне те хамăр пăхса тăнă. Мана «Парон» ятлине çирĕплетсе панăччĕ. Каярах «Боец» ятлă вăкăра пăхма тиврĕ. Питĕ хаяр выльăхчĕ, пыма та хăраттăмччĕ. Ывăлăм Альберт хайхискерне лашапа хăваласа витене илсе килме пулăшрĕ. Пĕр ĕнене те хĕсĕр хăварман. Чуна парса ĕçленĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен Хĕрлĕ кĕтесĕ тавра хам кăна 40 ытла тĕрлĕ йышши хурлăхан лартса хăвартăм. Хăшĕсем слива, чие тĕмĕсем лартрĕç. Астăватăп: пĕрле вăй хуракансемпе çырлисене татса çиеттĕмĕрччĕ. Епле савăннă», — тем аса илсе йăл кулчĕ кинемей. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Татьяна БОРИСОВА.
Красноармейски районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.