Комментари хушас

13 Çурла, 2020

Тулли пурнăçпа пурăнма нимĕн те чăрмантараймĕ

Замирахон Ржанова хĕп-хĕрлĕ помидорсем татса тухрĕ. Авă иçĕм çырли çупкăмĕ куçа туртать. Слива шултăра çимĕçĕпе илĕртет. Кĕçех дыня пиçсе çитĕ... Узбек хĕрарăмĕ Вăрнар районĕнчи Кÿлхĕрринчи пахчине кăтартса çаврăнчĕ. Узбекистанри пекех... Замирахон Иномжановна чăвашла та, узбекла та, вырăсла та пĕлет. Пĕтĕмĕшле илсен, ялти ытти хĕрарăмран нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл. Пахча çимĕçпе улма-çырла çитĕнтернипе çырлахать, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усрать. Ури ыратнине пăхмасăрах килти пур ĕçе те вăр-вар пурнăçлать. «Ку, картишĕнчи, ман вите, тепри, пахча хыçĕнчи — упăшкан», — шÿтлесерех калаçу пуçларĕ хĕрарăм. Хăй ĕнине кĕтсе хапха еннелле пăхса илчĕ.

Сывлăхлинчен правуртарах

Çемье пуçĕ — II, кил хуçи арăмĕ III ушкăн инваличĕ пулни иккĕшне те тулли пурнăçпа пурăнма чăрмантармасть. Арăмĕпе упăшки общество ĕçĕнчен те юлмаççĕ. Вĕсем 3 ача пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ ывăл-хĕрĕ, мăнукĕсем çывăх çыннисем патне пырсах çÿреççĕ.
«Мăшăрăм сывлăхлă тепĕр арçынран та правуртарах. Таçта та çитет, тем тума та ĕлкĕрет», — упăшки тавра сăмах пуçарсан палăртать Замирахон Ржанова. Чăваш арçынĕ икĕ ура лапписĕр юлнă пулин те 5 лаша тытать. Вĕсем валли утă, улăм, тырă хатĕрлет. Трактор туянсан та чуна çывăх чĕр чуна сутман кил хуçи. Малтан, сусăррине пăхмасăрах, лаша утланса çÿренĕ. «Кÿлхĕрринче Ржановсем кăна лаша усраççĕ. Ытти килте унашкал выльăх çук», — Нурăс ял администрацийĕн специалисчĕсем çапла калани тÿрех аса килчĕ. Унсăр пуçне староста ĕçне кÿлĕннĕ вăл. «Пуçаруллă бюджет» программăна пурнăçа кĕртнĕ май уйрăмах хастарлăхĕпе палăрнă. Ыттисен унăн чун çирĕплĕхĕпе ĕçлес туртăмĕнчен тĕлĕнмелли кăна юлать. Ял-йыш Владимир Ивановичăн ĕç йĕркелес ăсталăхне тĕслĕхсемпе çирĕплетет. Вăл çул сарма, çăва çинче пÿрт лартма, карта тытма хутшăннă. Электрокĕтÿç карас ĕçе те йĕркеленĕ.
«Манăн упăшкашăн пур хĕрарăм та чипер», — чăваш каччин кăмăлне çавăрнине аса илме ыйтсан йăл кулчĕ Замирахон Иномжановна. Çакă Владимир Ржанов илеме курма, пурнăçа хаклама пĕлнине кăтартать ахăр. Çав вăхăтрах чуна уçса калаçма хавас, хăнасене хапăл вăл.
Çамрăксем Рязань облаçĕнчи Михайловкăри экономика техникумĕнче бухгалтера, товароведа, ревизора вĕреннĕ вăхăтра паллашнă. «Пĕрре, иккĕ, виççĕ тĕл пулсан пĕрлешме тĕв турăмăр. Ун чухне эпĕ 20-реччĕ, вăл 25 çул тултарнăччĕ. Иксĕмĕрĕн те çемье çавăрма вăхăт çитнĕччĕ ĕнтĕ. Эпир, сусăрсем, пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланатпăр, мĕншĕн тесен чире парăнмастпăр, ыратăва чăтса ирттеретпĕр, пурнăç хакне пĕлетпĕр», — пытармасть хĕрарăм. Телей кайăкне, чăн та, алăран вĕçертмест вăл.
«Эпĕ СССРа курас тĕллевпе Ташкентран тухса килнĕ вĕт. Малтанах Чăваш Республики çинчен илтмен-пĕлмен. Шăпа Кÿлхĕррине илсе çитерессе шухăшлама та пултарайман», — тет 3 ача амăшĕ.

Чăвашла та, узбекла та

Ачалăхĕ çăмăл килмен унăн. Замирахон — виçĕрешрен пĕри. Тепĕр çултанах амăшĕ ача çуратнă вăхăтра пурнăçран уйрăлнă. Çакăн хыççăн çемье саланнă. Çулталăкри хĕрачана кукашшĕпе кукамăшĕ хăйсен хÿттине илнĕ. Хĕрарăм пĕр варта аталаннă арçын ачасем çинчен нимĕн те пĕлмест. Хăй те ыйтман, тăванĕсем те çакăн тавра калаçу пуçарман унпа. Хĕрача йăмăкĕн шăпипе те кăсăкланман. Ăна, çут тĕнчене килсенех çурма тăлăх юлнăскерне, аслашшĕпе асламăшĕ илсе кайнă. Кайран ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

«Анне çывăх тăванĕсенчен ирĕк илмесĕр качча тухнă. Тен, çавăнпах унăн çемйипе çыхăннă хыпарсене вăрттăнлăхра тытнă», — тарăн шухăша путса калаçать Замирахон Ржанова. Кукашшĕпе кукамăшĕ хăйсен 14 тĕпренчĕкне çитĕнтернĕ. Çапах мăнукĕ те, 15-мĕш ача шутĕнчи, ытлашши пулман вĕсемшĕн.
Куçса çÿреме лекнĕрен пĕчĕкскерне полиомиелитран прививка тума ĕлкĕреймен. Çавăнпах хĕрача чир тыткăнне лекнĕ. Замирахон 7 çула çитиччен ура çине тăрайман. Кукашшĕ çине тăнипе ăна Мускава илсе кайнă, операци тунă. Çапах вăрах сипленме, интернатра пурăнма лекнĕ унăн. Темле пулсан та пуç усман хĕрача. Ырă малашлăха шаннă, çутă ĕмĕтпе çунатланнă.
«Узбек тата чăваш чĕлхисенче пĕр пеклĕх чылай. Малтанах çакă тĕлĕнтернĕччĕ. Çавăнпах чăвашла калаçма çăмăллăнах вĕрентĕм. Ялта чылайăшĕ хамăрла «Замира» тесе чĕнет. Черченлĕхе пĕлтерекен ят çумне хуçа майрине палăртакан «хон» татăка хушса калакансем те пур», — ăнлантарать упăшкин тăван тăрăхĕнче хăтлăх тупнă хĕрарăм.
«Хăвах арăм суйларăн. Унпа санăн пурăнмалла», — яла ют халăх çыннипе пĕрле килсен ывăлне çапла каланă тăванĕсем. Узбек хĕрарăмĕ çĕнĕ çĕре хăвăртах хăнăхнă, чун канăçне тупнă. Çак тăрăха куçнăранпа 31 çул иртни те сисĕнмен-тĕр.
Малтанах çĕн çынсем хуняшшĕпе хунямăшĕн килĕнче пурăннă. Кайран хăйсене ятăн йăва çавăрнă. Йĕри-тавра хуралтă хăпартнă. «Хамăра ятăн çĕр çинче утса çÿретпĕр. Ачасем те Чăваш Енрех тĕпленчĕç. Хĕрарăма урăх мĕн кирлĕ?» — йăл кулăпа çуталать кил вучахне упракан хĕрарăм.
Вăрнарта ĕçлесе пурăнакан ывăлĕ Александр çемйипе пĕрле яла килнĕччĕ. Вĕсем район центрĕнче амăшĕн капиталĕпе хваттер туяннă. Сăмах май, аслине аслашшĕ Иван Софронович сĕннипе çапла чĕнеççĕ. Иккĕмĕш пепкине упăшкин тăванĕсем ыйтнипех Мария ят панă. Виççĕмĕш тĕпренчĕкĕ Софрон Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă мăн аслашшĕпе пĕрешкел ятлă. Вăтаммипе кĕçĕнни Шупашкарта хваттер илнĕ.

Çăмарта хăпартăвне килĕштернĕ

«Çакăнта киличчен тĕне ĕненекенсем тĕрлĕ Турра пуç çапнине те ăнланман. Маншăн çаплипех Пÿлĕхçĕ — пĕрре», — тет христиансен уявĕсене ял-йышпа пĕрле паллă тăвакан мăсăльман хĕрарăмĕ. Мăнкуна кĕтсе илни асĕнче юлнă. Çăмарта хăпартăвĕ уйрăмах килĕшнĕ ăна.
«Узбекистанра улма-çырла йывăçĕ нумай лартаççĕ. Чăваш Енре вара хурăн, çăка, юман... ÿсет. Вăрман илемĕ тÿрех тыткăнларĕ мана. Çавăнпах упăшкана кăмпана, çырлана илсе кайма ыйтаттăм. Халĕ те вăрмана чун туртать. Çĕленрен кăна хăратăп», — тăсăлать калаçу.
Ржановсем Ташкентри тăванĕсем патĕнче пĕрре мар хăналаннă. Кăçал та инçет çула тухма палăртнă, анчах пандемие пула шухăшлани пурнăçланайман. Пур пĕрех çакăншăн кăмăлĕ хуçăлман туслă çак çемьен. Тен, каярах тĕл пулма май килĕ?
Замирахон Иномжановнăн икĕ сыпăкри шăллĕ те Чăваш Енре хăналаннă. Вăл та çак тăрăха килĕштернĕ.
Владимир Иванович апат хатĕрлеме ăста. Хăй вăхăтĕнче повара вĕренес шухăш та пулнă унăн. Çапах шăпи урăхла килсе тухнă. Вăл узбексен апатне — лагман, плов, дымляма — пĕçерет. Замирахон Ржанова вара чăвашсен йăлипе хунямăшĕнчен Елизавета Всеволодовнăран сăра вĕретме хăнăхнă.
«Кил хуçи узбексен наци апатне мăшăрне юрас тесе пĕçерет-и?» — кăмăлтан калаçакан хĕрарăмран ыйтмасăр чăтаймарăм. «Апла-и, капла-и — вăл студент вăхăтĕнче те ал айĕнчи çимĕçпе тĕрлĕ апат пĕçерме ÿркенместчĕ», — палăртать Замирахон Ржанова.
Протезпа çÿрекен Владимир Ржанов ыратни çинчен калаçасшăнах мар. Ури çуркаланса юнăхнине пăхмасăрах ирех ĕçе пуçăнать вăл. Сăмах май, арçын протезпах шыва кĕрет.
«Ашшĕ-амăшĕн ачи-пăчине ура çине тăратма тăрăшмалла. Вĕсемшĕн пурăнатпăр, ĕçлетпĕр. Ыранхи çинчен паянах шухăшлатпăр.
Упăшка темле ывăнсан та ахаль лармасть. Палăртнине пурнăçлатех. Укçа пухса кил- çурта та çĕнететпĕр.
Мăшăрăн ырă кăмăлне палăртмасăр хăвараймăн. Вăл хуçасăр йытă-кушака та киле илсе килет. Чĕр чун валли ятарласах апат пĕçерме лекет», — тет кил хуçи арăмĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.