Archive - 2015 - Хыпар

декабрь 31st

31 Раштав, 2015

Сывă пул, Качака çулĕ. Килсем, иртсем Вутлă Упăте!

Кăçал Раççейре - Литература, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пулчĕ. Хĕвел тухăç календарĕпе Качака çулне ăсататпăр, Упăтене хапăл тăватпăр. Республикăра 2016 çул Ĕç çынни çулталăкĕпе палăрĕ. Ăна мĕнле шухăш-ĕмĕтпе, тĕллевпе кĕтсе илме хатĕрленеççĕ ентешсем? Качака çулĕ мĕнпе асра юлчĕ-ши?

Александр ИЛЮТКИН, Патăрьел районĕнчи «Исток» агрофирма ертÿçи:

31 Раштав, 2015

Уяв сĕтелĕн историйĕ

Çĕнĕ çула Пĕрремĕш Петĕр патша 1700 çулта кăрлачăн 1-мĕшĕнче паллă тума йышăннине нумайăшĕ пĕлет. Анчах ун чухне уявра хальхи пек апат-çимĕçпе тулăх сĕтел мар, балсем тĕп вырăнта пулнине, ахăртнех, чухламасть. Пирĕн авалхи несĕлсем ташлама юратнă, ывăнса çитсен тĕрлĕ сĕткен, шыв, çырла эрехĕ ĕçсе ăша кантарнă.

XIX ĕмĕр çурриччен тенĕнех вырăссен Çĕнĕ çул апачĕ пулман. Каярахри йăла - сĕтел çине хуратул пăттипе çамрăк сысна тушки, панулмипе е йÿçĕтнĕ купăстапа хур лартасси - чăннипе Кăшарни уявĕнчен куçнă.

31 Раштав, 2015

Уяв тесен...

Çĕнĕ çула уявласа кĕтсе илес йăла авалах пулнă. Кашни халăхăнах пур вăл. Çĕнĕ çулĕ те кашни халăхăн хăйĕн вăхăтĕнче пуçланнă. Хăшĕн авăн уйăхĕнче, хăшĕн ака уйăхĕнче. Тĕрĕссипе халĕ те хăш-пĕр халăх Çĕнĕ çула лăп та шăп раштавăн 31-мĕшĕнче кĕтсе илмест. Эпир январьтен Упăте çулне кĕме хатĕрленетпĕр, ăна еплерех капăрланса юрама пулать-ши тесе пуçа вататпăр пулсан, Китайра, шăпах чĕрчун календарĕн хуçи пулсан та, Упăте кăрлачăн 1-мĕшĕнчех килме шухăшламасть иккен. Унта çĕнĕ çула хĕлле, кун таврăннă хыççăн /раштав, 22/ уйăх иртсен, çĕнĕ уйăх /уйăх календарĕпе/ пулсан палăртаççĕ.

31 Раштав, 2015

Хĕл Мучине чупса пырсах ыталаççĕ

Эсир Шупашкар кÿлмекĕнчи Хĕл Мучи резиденцийĕнче пулнă-и? Унта унăн сухалĕнчен туртса пăхма та пулать. Тата çакăнти арча çине ларса ĕмĕтленни пурнăçланнине ачасем те, аслисем те ĕненеççĕ. Иртнĕ çул пĕр каччă, тĕслĕхрен, хваттер те, çăмăл машина та илме пултарнă. Çак асамлăх çитес çул лайăхрах вĕренме те пулăшать теççĕ.

«Парне илекен ачипе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те хĕпĕртенине сăнама мĕнешкел кăмăллă», - тет Хĕл Мучи. Пĕри унран хăрать, тепри чупса пырсах ыталать. Çĕнĕ çул юрри-сăввине итлесе тăранма çук. Акă вăл - юмах тĕнчи.

31 Раштав, 2015

Пĕрлех пуласчĕ

Редакцие сиртен куллен тенĕ пек çыру килет. «Чăваш хĕрарăмне» юратса вуланине пĕлтеретĕр эсир, вырăнти лару-тăрупа паллаштаратăр, сĕнÿ-канаш паратăр, хăвăра хумхантаракан ыйтусен хуравне тупма, вĕсене пĕрле сÿтсе явма ыйтатăр. Çак туслă çыхăну малашне те ан татăлтăрччĕ.

31 Раштав, 2015

Тăрăшсах вăй хутăмăр...

КУЛЬТУРА. Чăваш Республикинче Константин Иванов çулталăкне халалласа поэт ячĕпе конференцисем, куравсем, акцисем, тĕлпулусем, «çавра сĕтелсем» йĕркелерĕç, кĕнекесем пичетленчĕç. Вăл çырса хăварнă йĕркесем вун-вун чĕлхепе янăрарĕç.

Pages