Archive - 2015 - Хыпар

декабрь 22nd

22 Раштав, 2015

Владимир Путин: Тăнăçлăх паллисем пур

Иртнĕ кĕçнерникун Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври тата тĕнчери журналистсемпе курнăçрĕ. Шучĕпе ку унăн çакнашкал пысăк 11-мĕш пресс-конференцийĕ пулчĕ.

22 Раштав, 2015

Ашшĕ-амăшĕ - Мускавра, ачисене кам пăхать?

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çумĕнчи 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсене хÿтĕлессипе Наци стратегине хута ярассине йĕркелекен Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна 2015 çула пĕтĕмлетессине, çитес çул валли тĕллевсемпе ĕçсем палăртассине халалларĕç.

22 Раштав, 2015

Пĕрле - 60 çул ытла

Шупашкар районĕнчи Паçпак ялĕнче пурăнакан Михаил Григорьевичпа Глафира Федоровна Григорьевсем пĕлтĕр хăйсен кевер чул туйне сăпайлăн палăртнă. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ иккĕшĕн те çăмăл иртмен. Глафирăпа пĕрле çемьере икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕннĕ.

22 Раштав, 2015

Курма та, канма та килĕç

Тăвай районĕнче çитĕннĕ пĕртăван Василий, Петр тата Олег Восторгинсен тăван халăх валли çуралнă тăрăхра кану вырăнĕ тăвас шухăшĕ çулсем иртнĕçемĕн çирĕпленсех пынă. Пилĕк çул каялла проектпа паллаштарма район администрацине пынă.

22 Раштав, 2015

Çĕнтерĕве кĕрешÿре туптаççĕ

Спортсменсем генерал парнисемшĕн тупăшрĕç

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕн пысăк керменĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешекен арçынсен хушшинче Раççей Геройĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир иртрĕ.

декабрь 21st

21 Раштав, 2015

Собрание законодательства Чувашской Республики. №10 - 2015 от 21 декабря 2015 года

РАЗДЕЛ  ПЕРВЫЙ

Закон Чувашской Республики от 6 октября 2015 года № 45 «Об особенностях составления и утверждения проектов республиканского бюджета Чувашской Республики и бюджета территориального государственного внебюджетного фонда Чувашской Республики на 2016 год».

декабрь 19th

19 Раштав, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» 50 /920/ №. 19.12.2015

Ытла сăпайлă пулмалла мар Василий ПАВЛОВ, Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ

Ĕçчен çынна ял савать- Виçĕ ывăл та Свердловскра пурăнать. Шупашкара, кÿршĕ ялтан килнĕ пек вĕçтерсе çитеççĕ, амăшне кичемленме, тунсăхлама памаççĕ.

Халăха мĕн хумхантарать?Раççей Президенчĕ Владимир Путин çулталăк вĕçĕнче пысăк пресс-конференци ирттересси йăлана кĕчĕ.

Ачасем усаллансах, хаярлансах пыраççĕ Журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕç.

Ешĕл хунав хуçăлсан... «Ветки» илемлĕ фильм курма йыхравларĕ.

«Пăянамăн ачисене пăхса ÿстертĕм» 26-ри хĕре 19 çулти йĕкĕте тупса панă.

Кĕрсе тухăр хăнана...Çĕнĕ çул çывхарса килет. Тавралăха уяв сăнĕ çапрĕ. Ачасем Хĕл Мучипе Юр пикерен парне кĕтеççĕ.

Лариса ИГНАТЬЕВА: “Пуç каçăртса çÿрекене килĕштермест чăваш" Чăваш Ен Пуçлăхĕн мăшăрне Лариса Игнатьевăна республикăри Хĕрарăмсен союзĕ урлă пĕлетĕп. Ун ĕçне хастар хутшăнать вăл. Çак союзăн правлени членĕ пулнă май, пĕрре кăна мар курнă Лариса Юрьевнăна, сăпайлăхĕнчен тĕлĕннĕ...

 

19 Раштав, 2015

Ытла сăпайлă пулмалла мар

- Укçа-тенкĕ енчен лайăхах пурăнатпăр, анчах чун пуянлăхĕ çухалса пынăн туйăнать. Эпĕ яланах хальхи пурнăçа ачалăхри пулăмсемпе танлаштаратăп. Ун чухне уяв сахал пулнă. Раштава, Мăнкуна... мĕнешкел хытă кĕтеттĕмĕр. Атте-анне ĕçкĕпе иртĕхмен. Сăрине те виçеллĕ ĕçетчĕç.

19 Раштав, 2015

Ĕçчен çынна ял савать

- Виçĕ ывăл та Свердловскра пурăнать. Шупашкара, кÿршĕ ялтан килнĕ пек вĕçтерсе çитеççĕ, амăшне кичемленме, тунсăхлама памаççĕ. Кинсем вырăс, хам хĕрсем пекех вĕсем маншăн, пĕр ĕçе те тиркемеççĕ, «анне» тесе кăна тăраççĕ.

19 Раштав, 2015

Халăха мĕн хумхантарать?

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çулталăк вĕçĕнче пысăк пресс-конференци ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал 3 сехет те 10 минут тăсăлчĕ вăл. Çĕршыв ертÿçи 39 ыйтăва хуравларĕ.

Pages