Archive - Çурла 2015 - Хыпар
- Date
- Type
август 31st
август 29th
«Чăваш хĕрарăмĕ» 34 № /904/ 29.08.2015
Картинăсене халăх валли хăварасшăн
Пурнăç хут çинче тытăнса тăмасть...
Анне - пирĕн тĕнче
Ашшĕ-амăшне ĕç майне пĕлмен ертÿçĕ çеç «çаратать»
"Пĕрремĕш класа каякан ачасен ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче Вова Сидоровăн ашшĕнчен вăл ăçта ĕçленине, шкул валли мĕн туса пама пултарнине ыйтнă. Арçын хăй прокурор иккенне пĕлтерсен... шкула пачах та нимĕн те кирлĕ марри паллă пулнă". Интернетри пĕр кулăш ку. Унăн пĕлтерĕшне ăнлантăр пулĕ тетĕп. Çапла, ача сачĕпе шкулта тĕрлĕ сăлтавпа укçа пухни çинчен. Ывăл-хĕрĕ, мăнукĕ вĕренÿ тĕрлĕ учрежденине çÿремен çынсене çеç пăшăрхантармасть-тĕр ку ыйту. Ыттисен вара пуç хыçмалăх пурах. Авăн уйăхĕ çывхарнă май - пушшех те.
Тăван çĕршывăн ывăлĕ
Кунти çăтмах кĕтесне килсе курăр çемьепе
СУЛАХАЙРАН СЫЛТĂМАЛЛА: АНТОНИНА ВАСИЛЬЕВА АГРОНОМ, АЛЛА ЖИДКОВА АГРОНОМ, АЛИСА АРСЕНТЬЕВА, НАДЕЖДА ПРОКОПЬЕВА НАУКА СОТРУДНИКĔ ТАТА АЛЕКСАНДР ДИМИТРИЕВ ДИРЕКТОР ГОРТЕНЗИ ТĔММИНЕ ПАХАЛАÇÇĔ. |
Хапхаран кĕрсессĕнех сăмсана ырă шăршă, уçă сывлăш кăтăкларĕ. Çул хĕррипе ÿсекен йывăçсем хула шăв-шавĕнчен хÿтĕлеççĕ. Малалла утнăçемĕн вара тĕрлĕ чечек-курăк йăмăх тĕсĕпе астарчĕ, шаларах иртме васкатрĕ. Кĕлчечек, флокс, гортензи, рудбекки, клематис, тюльпан, нарцисс, ирис... Мĕн кăна çук! Çитменнине - кашни чечекĕн тĕрлĕ сорчĕ, тĕсĕ. Çурла уйăхĕ вĕçленсе пырать. Апла пулин те кунта йĕри-таврах илем хуçаланать. Çуллахисем çеçкисене тăкса пынă май кĕр сулхăнне кăмăллаканнисем çурăлса пыраççĕ. Чечек-курăк, йывăç-тĕм, сиплĕ ÿсен-тăран... Акă ăçта вăл - хулари çăтмах!