Музей

Ĕнер, Космонавтика кунĕнче, А.Г. Николаев летчик-космонавтăн мемориал комплексне чăваш ятне тĕнчене кăларнă ентешĕмĕрĕн автомобильне парнеленĕ. "Волга-2410" машина Андриян Николаевăн пулнă. Çулсем иртнĕçемĕн вăл, паллах, япăхнă. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн автобазин ушкăнĕ юсаса çĕнетнĕ. Автомобиль уççине музейçăсене ĕнер ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов тыттарнă.

Чăваш наци музейĕн филиалĕ В.И.Чапаев музейĕ — республикăри ăслăлăхпа çутлăх ĕç-хĕлне пурнăçлакан учрежденисенчен пĕри. Музей совет саманинчи легендарлă çар пуçĕн, стрелоксен 25-мĕш дивизийĕн командирĕн, Чăваш Республикинчи Будайка ялĕнче çуралнă Василий Иванович Чапаев пурнăçĕнчи тата çарти ĕç-хĕлĕнчи паллă пулăмсем çине таянса граждан вăрçи историйĕнчи тавлашуллă ыйтусене тĕпчес енĕпе тăрăшать. Ĕнер аваллăх управçин ĕç-хĕлĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашрĕ.

Ялта музей пурри пĕлтерĕшлĕ. Шкул ачисемшĕн те, килен-каян хăнашăн та усăллă вăл. Сăмахран, пĕр-пĕр хайлав вуланă хыççăн çамрăк ăрăва ĕлĕкхи хатĕр-хĕтĕр пирки темиçе хут ăнлантариччен ăна куçпа курни асра юлатех.

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçри вăтам шкулта та краеведени музейĕ пур. Ăна Надежда Махрова шкул директорĕ пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Экспонатсене пухма ватти-вĕтти пулăшнă. Надежда Ильинична каланă тăрăх - авалхи савăт-сапа, тумтир пуçтарас тĕллевпе ачасем пушă, кивĕ çуртсене те кĕре-кĕре тухнă. Çапла пĕрчĕн-пĕрчĕн пухăннă тупра.

В.И.Чапаев музейĕн ертÿçи Денис Сятрайкин истори пулăмĕсене реконструкцилессипе студент çулĕсенчех интересленме пуçланă. Çак кăсăклану ăна каярахпа ятарлă пĕрлĕх йĕркелеме хистенĕ. Икĕ пинмĕш çулсен пуçламăшĕнче никĕсленнĕ «Вырăс егерĕ» çарпа истори клубĕ 2007 çулта Пĕтĕм Раççейри Çарпа истори общество юхăмĕн регион уйрăмĕ пулса тăнă. Çĕршыв историйĕнче тарăн йĕр хăварнă пулăмсене чĕртсе тăратнисĕр пуçне клуб çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассине тата Тăван çĕршыва юратма вĕрентессине те тĕпе хурать.

Pages

Subscribe to Музей