99-ти ветеран музейĕ
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи вăрçă ветеранĕ тăван тăрăхра аэтнографи музейĕ йĕркеленĕ.
Терентий Парамонович Дверенин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Т-34 танкпа тăшмансене хирĕç çапăçнă. Çĕнтерĕве Берлинра кĕтсе илнĕ. Тăван тăрăха наградăсемпе таврăннă.
Халĕ 99 çулти ветеран Çичĕпÿртре пурăнать. Ырă кăмăллăскере ял халăхĕ хисеплет. Ватă çын вăй-хал чакса пынине пăхмасăр алă усса лармасть. Вăрçă çулĕсене аса илсе йывăçран, ытти япаларан композици хатĕрлет. Вĕсенче чăваш йăли-йĕркипе салтака ăсатни, тылри йывăр ĕç, почтальона кĕтни тата ытти те сăнланнă. Çын кÿлепине касса кăларма çемçе йывăçпа усă курать. Ытти хатĕре — чăваш тумĕ, ĕç хатĕрĕ, инструментсем — хăй ăсталать. Малтан экспонатсене килĕнче упранă вăл, каярахпа уйрăм çуртра музей уçнă. Халĕ унта ватти-вĕтти хаваспах курма çÿрет. Ветеран вĕсене ăшшăн кĕтсе илет, паллаштарать.