Музей

7 Ака, 2016

Аваллăхсăр малашлăх çук

Ялта музей пурри пĕлтерĕшлĕ. Шкул ачисемшĕн те, килен-каян хăнашăн та усăллă вăл. Сăмахран, пĕр-пĕр хайлав вуланă хыççăн çамрăк ăрăва ĕлĕкхи хатĕр-хĕтĕр пирки темиçе хут ăнлантариччен ăна куçпа курни асра юлатех.

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçри вăтам шкулта та краеведени музейĕ пур. Ăна Надежда Махрова шкул директорĕ пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Экспонатсене пухма ватти-вĕтти пулăшнă. Надежда Ильинична каланă тăрăх - авалхи савăт-сапа, тумтир пуçтарас тĕллевпе ачасем пушă, кивĕ çуртсене те кĕре-кĕре тухнă. Çапла пĕрчĕн-пĕрчĕн пухăннă тупра.

22 Пуш, 2016

Вĕсем историе чĕрĕлĕх кĕртеççĕ

В.И.Чапаев музейĕн ертÿçи Денис Сятрайкин истори пулăмĕсене реконструкцилессипе студент çулĕсенчех интересленме пуçланă. Çак кăсăклану ăна каярахпа ятарлă пĕрлĕх йĕркелеме хистенĕ. Икĕ пинмĕш çулсен пуçламăшĕнче никĕсленнĕ «Вырăс егерĕ» çарпа истори клубĕ 2007 çулта Пĕтĕм Раççейри Çарпа истори общество юхăмĕн регион уйрăмĕ пулса тăнă. Çĕршыв историйĕнче тарăн йĕр хăварнă пулăмсене чĕртсе тăратнисĕр пуçне клуб çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассине тата Тăван çĕршыва юратма вĕрентессине те тĕпе хурать.

23 Юпа, 2015

Аваллăхсăр малашлăх çук

Историе, аваллăха упраса хăварассишĕн çунакансене хисеплетĕп эпĕ. Шел, кунашкал çын сахал халĕ пирĕн хушăмăрта. Вăрнар районĕнчи «Хоронзор» хуçалăх ертÿçи Федор Кузьмин 2004 çулта вырăнта историпе краеведени музейне йĕркелесе янă.

29 Çурла, 2015

Тури чăвашсен музей пур

"Украинăран, Тюменьрен, Пушкăртстанран... пирĕн тăрăха тăванĕсене шыраса килнисем музее кĕни, паллах, савăнтарать. Вĕсем çакăнти çынсем мĕнле пурăннине пĕлесшĕн", - калаçăва пуçларĕ Муркашри Тури чăвашсен музейĕн пуçлăхĕ Татьяна Ермолаева.

Pages