Комментари хушас

1 Утă, 2016

Тракторсен управçи

Шупашкарта трактор историйĕн музейĕ пуррине тахçанах илтнĕччĕ, анчах унта ниепле те çитсе килейместĕп. Миçе тĕрлĕ трактор пур унта?

Сергей МАТВЕЕВ.

Йĕпреç поселокĕ.

Трактор историйĕн наукăпа техника музейĕ "Трактор завочĕсем" концерн ертÿлĕхĕ пуçарнипе 2011 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче уçăлнă. Ăна РФ машина тăвакансен союзĕ, Раççей культура фончĕ тата "Раççей технологийĕсем" патшалăх корпорацийĕ пулăшса пыраççĕ.

Учреждени Шупашкарти агрегат завочĕн культура çурчĕпе /Мир проспекчĕ/ юнашар вырнаçнă. Унăн лаптăкĕ — 1,5 пин тăваткал метр. Музей Раççейри тата тĕнчери трактор тăвас ĕç аталанăвĕн кун-çулĕпе паллаштарать. Унта тĕрлĕ 36 трактор упранать, вăл XX ĕмĕр пуçламăшĕнче тата варринче Раççейре, тĕрлĕ çĕршывра туса кăларнă тракторсен 500 яхăн моделĕпе пуян. Музей фондĕнче — 5000 экспонат. Вĕсене 5 пая пайланă: "Сухапуçран пуçласа чупакан хатĕрсем таран", "Пăспа çÿрекен тата хăватлă дизельлĕ тракторсен кун-çулĕ", "Хамăр патри тата тĕрлĕ çĕршыври трактор тăвас ĕç аталанăвĕ", "Промышленноç, вăрман тата ял хуçалăхĕсен тракторĕсене тăвакансем", "Пуласлăх тракторĕ".

Музейре трактор промыш-ленноçĕнче ĕçлекенсем валли вĕрентÿпе консультаци центрĕ йĕркеленĕ. Ун çумĕнче студентсен "Изобретатель мастерскойĕ" вĕренÿпе производство лабораторийĕ ĕçлет. Тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕнче пĕлÿ илекенсемпе музей ĕçченĕсем çĕнĕ вĕренÿ программисемпе проектсем хатĕрлеççĕ. Музей пуçарнипе çулсерен республикăра трактор ăсталакансен "XXI ĕмĕр Кулибинĕ", наукăпа техника пултарулăхĕн "Робот тата техника" конкурсĕсем иртеççĕ.

Музейре тĕрлĕ курав йĕр-келеççĕ, унта экскурсисемпе лекцисем, конференцисемпе семинарсем ирттереççĕ. Унта ĕçлекенсем çавăн пекех кивĕ тракторсене реставрацилеççĕ, парнелĕх продукцисем кăлараççĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.