Аваллăхсăр малашлăх çук

7 Ака, 2016

Ялта музей пурри пĕлтерĕшлĕ. Шкул ачисемшĕн те, килен-каян хăнашăн та усăллă вăл. Сăмахран, пĕр-пĕр хайлав вуланă хыççăн çамрăк ăрăва ĕлĕкхи хатĕр-хĕтĕр пирки темиçе хут ăнлантариччен ăна куçпа курни асра юлатех.

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçри вăтам шкулта та краеведени музейĕ пур. Ăна Надежда Махрова шкул директорĕ пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Экспонатсене пухма ватти-вĕтти пулăшнă. Надежда Ильинична каланă тăрăх - авалхи савăт-сапа, тумтир пуçтарас тĕллевпе ачасем пушă, кивĕ çуртсене те кĕре-кĕре тухнă. Çапла пĕрчĕн-пĕрчĕн пухăннă тупра.

Кивĕ Эйпеç шкулне И.Н. Ульянов 1840 çулта уçнă. Вăл час-часах килсе çÿренĕ унта. Каярахпа ку тăрăха И.Я. Яковлев куç хывнă. «Вăл Якравсем ?Данилкинсем% патне чарăннă яланах, - паллаштарать ĕç-хĕлпе шкул ертÿçи. - Вĕсенчен Чĕмпĕре тир илсе кайнă теççĕ. Лешсем ухутана çÿреме юратнă. Аслă вĕрентекенĕмĕр час-часах пирĕн тăрăха çÿренĕрен чăваш шкулĕнче ăс пухнисем те пулнă ялтан».

Иван Яковлевич хăй вăхăтĕнче Кивĕ Эйпеçпе Паснапуç ялĕ хушшинче республикăри тăлăх хĕрачасен мăнастирне уçнă. Унта арман та, чиркÿ те ĕçленĕ. Турă çуртне таврари ялсенчен те çÿренĕ. Хĕрачасем çĕр ĕçне пурнăçланисĕр, хурт-хăмăр ĕрчетнисĕр пуçне вулама-çырма вĕреннĕ. Революци вăхăтĕнче мăнастир саланнă, хĕрсем çывăхри ялсене качча тухнă. Çуртăн шăпи вара ăраскалсăр пулнă, унтан ĕне ферми тунă. Халĕ, колхоз саланнă май, çак çĕрсене вăрман хуплама тытăннă. Мăнастир вырăнĕ историре юлтăр тесе пысăк хĕрес лартнă. Тĕлĕнмелле, Иван Яковлевич вăхăтĕнче çакăнта ĕç вĕресе тăнă пулсан, паян ку лаптăксем никама та кирлĕ мар. Ун чухне пур ĕçе те алă вĕççĕн пурнăçланă. Халĕ вара хăватлă техника темĕн тума та пултарать, анчах çĕр çинче вăй хуракан çук. Чăн та, унран писмерĕ-и ял çынни?

Музейра авалхи савăт-сапа, тумтир те чылай. Сăмахран, ĕлĕкхи халата, сăхмана, саппуна кăсăклансах пăхатăн. Тĕррисем тутарсенне аса илтереççĕ. Француз явлăк ?тутăр% историйĕ те интереслĕ. 1900-мĕш çулсенче асăннă яла Францирен виçĕ тутăр илсе килнĕ. Вĕсене Федор Разбойкин хăйĕн хĕрĕсем валли - Тарье, Наçтук, Анюк - туяннă. Вăл пуян пурăннă. Тутăрсене çăмартапа, сар çупа улăштарнă. «Манăн асанне Наçтук пулнă. Музейра упранакан тутăр - шăпах унăн. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра питĕ çыхас килетчĕ ăна, анчах Çăварнире çеç ирĕк паратчĕç. Асанне 1968 çулта вилчĕ, явлăк халĕ те «пурăнать-ха», - чунне уçрĕ Надежда Ильинична. Сăмах май, ахăр саманара Разбойкинсене те раскулачить тунă.

Францирен илсе килнĕ тутăр пирки ку тăрăхра юрă та çÿренĕ хăй вăхăтĕнче:

Француз явлăк пур теççĕ,

Мĕншĕн çыхса тухмаççĕ?..

Иртнĕ çул Кивĕ Эйпеç шкулĕ 175 çул тултарнă. Сумлă юбилее кăçалхи кăрлач уйăхĕнче уявланă пĕлÿ çурчĕн ĕçченĕсем. 1928 çулта унта Степан Лашман çыравçă ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Илья Думилин сăвăç та ĕçленĕ.

Чăн та, музее çĕнетес, экспонатсемпе пуянлатас ĕç малаллах пырать. Ачасем те, вĕрентекенсем те ку тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Вĕсене ял халăхĕ те пулăшать. «Хамăр ял, тăван халăх историне пĕлмесен пире намăс. Асатте-асанне мĕн çини, тăхăнни, мĕнле савăт-сапапа усă курни ытларах кăсăклантартăр çамрăк ăрăва. Авалхине чухламасăр малашлăха пĕлме çук», - терĕ Надежда Махрова калаçăва вĕçленĕ май.

Пĕлтерĕшлĕ сăмах çумне нимĕн те хушса калаймăн. Сăмахĕ - пинлĕх, ĕçĕ - сумлăх.

Валентина ПЕТРОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.