Тăван тавралăх

9 Юпа, 2017

Яла кайсан мĕн куртăм?

Çулла яла çитсе килме тĕв турăм. Ялан хваттерте ларса пулмасть-ха, ура утнă чухне çине тăрсах çула тухрăм. Хуларан Нюшкассине каякан автобусран Пуянкасси сăртĕнче анса юлсан çуралнă яла сукмакпа уттартăм.

Таврари илем чуна çĕклет. Тÿпене хупăрланă çумăр пĕлĕчĕсем йĕпхÿ пек пĕрĕхтерсе илчĕç те анăçалла кайса çухалчĕç.

19 Çу, 2016

Йышпа пĕрле тасатсан варалама хăяймăн

"Канаш районĕнчи Кармамире пурăнакансем - тавралăх илемĕшĕн тăрăшакансем", - тет Юрий Афанасьевич Егоров. Хăйĕн ял халăхĕпе мухтанать вăл. Ырлама сăлтавĕ те пур. Йышпа ĕç тăвас тесен нумайăшĕ айккинче юлмасть, хаваспах хутшăнать.

27 Нарăс, 2016

Çутçанталăкпа туслашатпăр

Çуллахи илемлĕ кун. Паркри клумбăсенче тĕрлĕ чечек ешерет. Кунта уçăлса çÿрекен те нумай. Акă пĕр хĕр пĕрчи клумба патне чупса пычĕ те вăшт кăна кĕрен чечеке татса илчĕ. Сак çинче ларакан ватă çын кулянса:

- Ах, ку чечекĕ питĕ хитреччĕ. Халĕ шанса каять ĕнтĕ, - терĕ.

- Мĕн, чечек те шел-им? Ав тата мĕн чухлĕ ÿсет, - хуравларĕ ача амăшĕ.

29 Çурла, 2015

Кунти çăтмах кĕтесне килсе курăр çемьепе

СУЛАХАЙРАН СЫЛТĂМАЛЛА: АНТОНИНА ВАСИЛЬЕВА АГРОНОМ, АЛЛА ЖИДКОВА АГРОНОМ, АЛИСА АРСЕНТЬЕВА, НАДЕЖДА ПРОКОПЬЕВА НАУКА СОТРУДНИКĔ ТАТА АЛЕКСАНДР ДИМИТРИЕВ ДИРЕКТОР ГОРТЕНЗИ ТĔММИНЕ ПАХАЛАÇÇĔ.

Хапхаран кĕрсессĕнех сăмсана ырă шăршă, уçă сывлăш кăтăкларĕ. Çул хĕррипе ÿсекен йывăçсем хула шăв-шавĕнчен хÿтĕлеççĕ. Малалла утнăçемĕн вара тĕрлĕ чечек-курăк йăмăх тĕсĕпе астарчĕ, шаларах иртме васкатрĕ. Кĕлчечек, флокс, гортензи, рудбекки, клематис, тюльпан, нарцисс, ирис... Мĕн кăна çук! Çитменнине - кашни чечекĕн тĕрлĕ сорчĕ, тĕсĕ. Çурла уйăхĕ вĕçленсе пырать. Апла пулин те кунта йĕри-таврах илем хуçаланать. Çуллахисем çеçкисене тăкса пынă май кĕр сулхăнне кăмăллаканнисем çурăлса пыраççĕ. Чечек-курăк, йывăç-тĕм, сиплĕ ÿсен-тăран... Акă ăçта вăл - хулари çăтмах!

21 Çурла, 2015

Касма та пĕлмелле

Вăрмана лартма, упрама кăна мар, тĕрĕс касма та пĕлмелле. Камсем вĕсем - вăрман касакансем? Республикăра çулсерен иртекен конкурса курма пыракансем вĕсене сăнран та аван паллаççĕ, "ылтăн" аллисем мĕне пултарнине те пĕлеççĕ. Тĕслĕхрен, А.

Pages