Йышпа пĕрле тасатсан варалама хăяймăн
"Канаш районĕнчи Кармамире пурăнакансем - тавралăх илемĕшĕн тăрăшакансем", - тет Юрий Афанасьевич Егоров. Хăйĕн ял халăхĕпе мухтанать вăл. Ырлама сăлтавĕ те пур. Йышпа ĕç тăвас тесен нумайăшĕ айккинче юлмасть, хаваспах хутшăнать. Теприне çырма-çатрана тасатмалли çинчен аса илтерме те кирлĕ мар: çулла алла ĕç хатĕрĕ илет те çывăхри лаптăка пусса илнĕ куршанак тĕмне касма тухать. Ятарлă хатĕре хăшĕ-пĕри хăех ăсталать. Владимир Степанова, Николай Андреева, Вячеслав Архипов, Валерий Варламов çемйисене тата ыттисене çутçанталăкăн чăн тусĕсем темелле.
Вăрман хуçалăх ĕçченĕ пулнăран Юрий Афанасьевичăн тăван тавралăха тата илемлĕрех курас килнине ăнланмалла. Тирпейсĕрлĕхе курсан алă сулас йăла çук ял старостин. Калаçнă хушăра та вăл е ку ĕçе унăн пĕччен тума тивнине илтмерĕм. Ырă йăлана хăнăхтаракана, ахăртнех, халăх шанать, ĕненет. Ахальтен-и, чылай çул вăл район Пухăвĕн депутачĕ пулнă, халĕ те ялти пуçаруçăсенчен пĕри шутланать.
Экологи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе ку таранччен усăллă ĕç чылай тунă: çул айккипе йывăçсем лартнă, пĕвесем чавтарма пулăшнă, урам çулĕсене укçа пуçтарсах вак чул сартарнăран йĕпе-сапаллă çанталăкра упрама тăрăшаççĕ, техникăна çÿретсе çăртармаççĕ, çырма-çатрасене тасатаççĕ тата ытти те.
Тĕслĕх шыраса инçе кайма тивмерĕ. Афанасьевсем пурăнакан çуртран инçех те мар илемлĕ пĕве çуталса выртать. Ăна тинтерех кăна чавтарса тарăнлатнă иккен. Тавралла çатан карта тытса çавăрнă.
"Тавралăха тирпейлеме тухакансем хушшинче ку вырăна эпĕ вараламан текенсем пач çук-и вара? Тепĕр çĕрте тунаççĕ, субботниксене пит хутшăнасшăн пулманнине палăртаççĕ", - тĕпчетĕп эпĕ. "Аюк" е "çук" тесе калакансем тупăнмаççĕ, пирĕн халăх ытла нăйкăшмасть, пĕрлехи ĕçе хастар хутшăнать, - палăртать арçын. - Шкул умĕнче вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă çĕнĕ палăк пур. Пĕлтĕр киввине те пăрахăçа кăларас темерĕмĕр. Юсаса çĕнет-рĕмĕр, карта тытрăмăр. Час-часах çапла йышпа пуçтарăнса тăрăшатпăр".
Çутçанталăка чунпа парăннă çыншăн çакă та çителĕксĕр иккен. Кашниех тăван тавралăх патриочĕ пултăр тет мар-и. Тавралăха çÿп-çаппа варалакансемпе, тен, чăнах та çирĕппĕн кĕрешмелле. Кăçалтан Юрий Афанасьевич ку ĕçе вырăнти депутатсене, участокри полици ĕçченне явăçтарасшăн. Пĕрле рейда тухса тĕрĕслесшĕн. "Хăвна валли тăшман тупни кăна пулĕ", - теме те пăхаççĕ, анчах теприне йĕркене урăхла хăнăхтарма йывăр.
Пурте Юрий Егоров пек патриот пулсан-и? Тăван тавралăха пăхса ытармалла мар, унăн таса сывлăшĕ кашни çынна сиплемелле, чунне пуянлатмалла. Кун пек чух ăнăçу та çитет, пурлăх та хушăнать. Кармамисем çакна ăнланса пыни савăнтарать. Амăшĕсем ыйтнăран, акă, пĕвене тасатса ачасемпе аслисем валли кану вырăнĕ тăвасшăн. Семеновка ялне тухса кайнă çĕрте çыранăн икĕ хĕррипе хурăнсем лартнă. Культурăллă ларса канма сĕтел-пукан, ытти хатĕр вырнаçтарасшăн. Ял халăхĕ хăй тăрăшсан, пуçарулăх кăтартсан кирек мĕнле шухăша та пурнăçа кĕртетĕн. Пулăшакан тупăнатех. Кун пирки Юрий Афанасьевич иккĕленмест.
Ав, юлашки çулсенче вăрман хуçалăхĕнче йĕркеленнĕ лару-тăру чуна ыраттарнине пытармасть ĕçчен. Организаци бюджет учрежденийĕн статусне илсен вăрманçăсене ытларах ирĕк памалла. Кун пек чухне çак профессие суйласа илес текенсен йышĕ те, тен, ÿсĕ. Вăрманта ĕçлеме интереслĕрех пулассине те палăртать арçын. Канаш лесничествин Шăхран участокне ертсе пырать вăл. Паян халăх вăрманпа ĕлĕкхи пек анлă усă курмасть. Юрий Афанасьевич асăннă тăрăх - унăн территорийĕнче ?арендăна илсе% пыл хурчĕ ĕрчетеççĕ тата йывăç хатĕрлеççĕ. Ăна касакансен лаптăка хăйсем хыççăн тасатса пымалла.
Утăлăх курăка халăх уй çĕрĕ çинче çулса илме пуçланăран ачалăхри вăрмана палласа та илеймĕн. Çулсем, сукмаксем йывăç-курăк айне пулнă. Вăрман маçтăрĕ каласа кăтартнă тăрăх - ял çынни хăрнă йывăçа та ахальлĕн пуçтарса тухаймасть, саккун ирĕк памасть имĕш. Туратне касма пултарать, анчах йывăçне турттарма министерство урлă документ хатĕрлемелле. "Мĕншĕн апла?" - ыйтатăп унран. "Вăрманлă регионсенче йывăçа саккуна пăсса касакансемпе кĕрешес тĕллевпе çапла тунă. Унта миллиардшар тенкĕлĕх шар кăтартаççĕ", - хуравлать вăл.
Çакна пула пĕчĕк вăрмансем çĕреççĕ, шăршланаççĕ. Халăха пистернĕрен ăна унта ĕçлеттерме те çăмăл мар. Вăрманçăсен шалăвне те ăмсанаймастăн. Çавăнпа, Юрий Егоров калашле, çутçанталăка чунпа парăннă патриотсем кăна вăрманта чылай çул вăй хураççĕ.