Çутçанталăкпа туслашатпăр

27 Нарăс, 2016

Çуллахи илемлĕ кун. Паркри клумбăсенче тĕрлĕ чечек ешерет. Кунта уçăлса çÿрекен те нумай. Акă пĕр хĕр пĕрчи клумба патне чупса пычĕ те вăшт кăна кĕрен чечеке татса илчĕ. Сак çинче ларакан ватă çын кулянса:

- Ах, ку чечекĕ питĕ хитреччĕ. Халĕ шанса каять ĕнтĕ, - терĕ.

- Мĕн, чечек те шел-им? Ав тата мĕн чухлĕ ÿсет, - хуравларĕ ача амăшĕ.

Кашни самана хăйнеевĕрлĕ. Паян кашниех питĕ ăслă пулма, тĕрлĕ технологие алла илме тăрăшать. Ашшĕ-амăшĕ те ачисене шкул çулне çитиччен май пур таран ытларах вĕрентесшĕн. Анчах та темшĕн-çке ытларах ăс-тăн енĕпе аталантарасси çине пусăм тăваççĕ: вулама, çырма, шутлама хăнăхтараççĕ. Çав вăхăтрах ачасенче çынлăх туйăмне те аталантармаллине хыçалти плана хăвараççĕ.

Этем тивĕçне хисеплени, çынсене чĕререн пулăшма пĕлни – воспитанин чи кирлĕ енĕсем. Çак тĕллеве пурнăçлама ытларах çутçанталăкпа калаçма пĕлни пулăшать. Сăнанă тăрăх, ачасен килĕнче чĕрчун пулсан, вĕсем сăпайлă та уçă чунлă ÿсеççĕ. Апла пулсан ачасене ÿсен-тăрана, чĕрчуна хисеплеме вĕрентмелле. Тĕслĕхрен, хĕлле кайăксене апатлантармалла, çутçанталăкра уçăлса çÿренĕ чухне чечексене татмалла мар, кайăксен тата кăткăсен йăвисене аркатма юрамасть. Çутçанталăкпа çыхăннă сăвăсем, калавсем вуласа пани вĕсене тавралăха сăнама, тимлĕрех пулма вĕрентет. Тĕслĕхрен, Е.Лисина, Е.Чарушин, В.Бианки, К.Паустовский хайлавĕсем ырра çеç вĕрентеççĕ. Паллах, кунта аслисем тĕслĕх кăтартни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă арçын ача ашшĕпе пĕрле çулсерен шăнкăрч вĕлли хатĕрлет, сырăш тăвать, хĕрача вара кайăксене апатлантарать, кил умĕнче хитре чечексем ÿстерет – кунта ĕçе хăнăхтарни те, çутçанталăка юратма, упрама вĕрентни те пур. Пĕчĕкрех чухне ача пурне те хăй тытса курасшăн, туса пăхасшăн çунать вĕт. Çутçанталăкшăн, йĕри-тавралăхшăн ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тăрăшсан çеç шкул çулне çитнĕ тĕле ачасем çак ĕçĕн пĕлтерĕшне, унăн уссине туйса илеççĕ.

Елена ВАСИЛЬЕВА,

89-мĕш ача сачĕн воспитателĕ.

Шупашкар хули.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.