Тăван çĕршывăн ывăлĕ

Элĕкри литература-таврапĕлÿ музейĕнче “Тăван çĕршывăн ывăлĕ” курав уçăлнă. Ăна Элĕксем ентешне, Совет Союзĕн Геройне Мирон Ефимова, халалланă.

Куравра архив докуменчĕсемпе, çырусемпе, сăнÿкерчĕксемпе, кĕнекесемпе, хаçат-журналта пичетленнĕ статьясемпе, ÿкерчĕксемпе паллашма пулать. Экспонатсем Герой пурнăçĕ çинчен каласа кăтартаççĕ - ачалăхĕ, çамрăклăхĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паттăрлăхĕ, мирлĕ вăхăтри тапхăр çинчен.

Мирон Ефимович Ефимов 1915 çулта Элĕк районĕнчи Самушка ялĕнче çуралнă. 1936 çулта комсомол путевкипе Ейскри тинĕс-çар авиаци училищине лекнĕ. Тăрăшуллăскер “пиллĕк” паллăпа кăна вĕреннĕ. 1941 çулта авиаци 8-мĕш полкĕн летчик-истребителĕ пулса хутшăннă вăл вăрçа. 1944 çул тĕлне командира çитнĕ - Тинĕс-çар авиацийĕн Сывлăш-çар вăйĕсен 8-мĕш гварди авиаци полкне ертсе пынă. Хура тинĕс Сывлăш-çар вăйĕсен йышĕнче Крымпа Кавказ тăрăхне тăшманран хÿтĕленĕ çĕрте çапăçнă. Çавна май 234 хутчен сывлăша çĕкленнĕ: И-16, ЛаГГ-3 истребительсемпе - 63 хутчен, Ил-2 штурмовикпа - 171 хутчен.

Çапăçура паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1942 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн Мирон Ефимова Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Унпа пĕрлех Ленин орденĕпе тата “Ылтăн Çăлтăр” медальпе наградăланă.

Хаклă та сумлă ентешĕ 100 çул тултарнине халалласа Элĕкре тĕрлĕ мероприяти иртет. Районти тĕп библиотекăра “Пултаруллă кун-çул” курав уçăлнă. Унта тĕп вырăн çĕнĕ кĕнеке йышăнать - кăçал Лев Ефимов паллă ентешĕ çинчен “Герой Советского Союза Мирон Ефимович Ефимов” алçырăвне вулакан патне çитерме пултарнă. Кĕнекери хăш-пĕр сăнÿкерчĕк халиччен халăх патне çитменнипе те хаклă.

Ентешĕмĕр паттăрлăхне Севастополь тăрăхĕнче те астăваççĕ. Мухтавлă чăваш летчикĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине унта та анлă уявлама палăртнă. Çакăн пирки Леонид Волков полпред Севастополь вице-кĕпĕрнаттăрĕпе тĕл пулнă чух калаçса татăлнă. Унта паттăрăн тăванĕсемпе тĕлпулусем, куравсем иртĕç.

Нумай чухне паттăрсене пурнăçран уйрăлсан кăна хаклама пуçлаççĕ. Мирон Ефимовича халалланă палăксем вара Симферополь çывăхĕнчи Гвардейское ялта Герой пурăннă чухнех уçăлнă. Паттăр ентешĕмĕре чысласа Шупашкарти пĕр урама унăн ятне пама палăртнă.

Сăмах май, Севастополе паттăрла хÿтĕленĕшĕн 62 çынна Совет Союзĕн Геройĕ ятпа чысланă.

Шел те, Мирон Ефимов 100 çулхи юбилейне кĕтсе илеймен. Унăн чĕри 2013 çулхи авăнăн 3-мĕшĕнче тапма чарăннă. Паттăра Мускавра пытарнă.

М.МИХАЙЛОВА.

М.МИХАЙЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.