Archive - 28 Çурла, 2015 - Хыпар
«Хыпар» 168-169 (26820-26821) №№. 28.08.2015
Сусăрсен паттăрлăхĕ - пирĕншĕн ырă тĕслĕх
Пурнăç йывăрлăхсемсĕр пулмасть. Пĕрисем вĕсене çĕнтерсе малалла талпăнаççĕ, теприсем айккине пăрăнма васкаççĕ, виççĕмĕшсен вара вĕсемпе кĕрешме вăй-хал çитмест. Сусăрсене тата та йывăртарах тивет. Çапах вĕсем пуç усмаççĕ, чи лайăххи пулма тăрăшаççĕ. Çакна вĕсем спорт аренине тухса хăйсен çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтерсе те ĕнентереççĕ. Тинтерех çеç Чăваш Енре иртнĕ Пĕтĕм Раççейри инвалидсен спартакиади те ку тĕлĕшпе питĕ лайăх тĕслĕх пулса тăчĕ.
Хаклă телекурав: «кирлĕ мар» палăксем...
Суйлав саккунĕ çирĕп
Республика Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ умĕнхи кампани чи хĕрÿ тапхăра кĕчĕ. Халĕ - суйлав умĕнхи агитаци тапхăрĕ. Сасăлав - сентябрĕн 13-мĕшĕнче. Çак кун суйлавçăсен республика тилхепине кандидатсенчен хăшне шанса парассине палăртмалла, районсен, ял тăрăхĕсен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен йышне йĕркелемелле. Граждансен сасăлаври активлăхĕ мĕнлерех пулĕ - суйланакан çынсен ят-сумĕ те çакăнтан килет. Тата - суйлавпа çыхăннă саккунсене мĕнле пурнăçланинчен.
«Раççей ‐ пирĕн çăлăнăç»
2014 çулхи мартăн 18-мĕшĕ пирĕн çĕршыв историне калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа çырăнса юлчĕ: Крым Республикипе Севастополь хули çĕнĕ субъектсен шучĕпе Раççей тытăмне кĕчĕç. Референдумра сасăлава хутшăннисен 96% яхăн хăйсен «тăван киле таврăнас килнине» палăртнă.
Халăх хавхаланăвĕ
Унтанпа çулталăк ытла иртрĕ. Крым халăхĕн кăмăл-туйăмĕ халĕ еплерех-ши? Пĕтĕм Раççейри халăх шухăшне тĕпчекен центр кăçалхи февралĕн 9-18-мĕшĕсенче Крымра ыйтăм ирттернĕ, унта 1600 çын хутшăннă.
Медицина пулăшăвне кăна шанас марччĕ
Юлашки вăхăтра сывлăха упрасси çинчен калаçу пуçарнă май халăхра сывă пурнăç йĕркине сарасси пирки ытларах чарăнса тăратпăр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Çырăвĕнче кашни çемьере сывă пурнăç йĕркине никĕслемешкĕн «Çемье сывлăхĕн профильне» хатĕрлесе хута ямалли çинчен каланă. Çырура палăртнине пурнăçласа ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви информаци буклечĕ хатĕрленĕ. «Çемье сывлăхĕн профилĕ» ятпах пичетленĕ ăна. Мĕнре унăн усăлăхĕ?