Петĕр ПУПИН: «Стена çине ÿкернĕшĕн атте мана вăрçмарĕ»
Пирĕн пурнăçра аттепе анне пысăк та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Ача мĕнлерех çын пулса ÿсесси ăна çуратса воспитани паракансенчен те нумай килет-çке. Акă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Петр Пупин хăй ÿкерме, скульптурăсем ăсталама юратнинче ашшĕн Степан Ивановичăн витĕмĕ те пур тесе шухăшлать.
- Атте 4 класс çеç пĕтернĕ пулин те ÿнер тĕнчине ăнланакан çынччĕ. Вăл паллă художниксен - Васнецовăн, Нестеровăн, Левитанăн тата ыттисен - открытка евĕрлĕ кăларнă картинисене туянатчĕ, вĕсене стена çине çакса хуратчĕ, вăхăт иртнĕçемĕн çĕннисемпе улăштаратчĕ. Мĕн пĕчĕкрен çав картинăсене курса ÿснĕ эпĕ, çакна пулах хамăн та ÿкерес килнĕ-тĕр. Пĕррехинче аттепе анне хăнана кайсан открыткăри пĕр сăнара стена çине çуллă сăрăпа ÿкерсе хутăм. Ăна курсан атте вăрçмарĕ, лайăх терĕ. Унсăр пуçне вăл хăйĕн пĕтĕм ачин - эпир 11-ĕн пĕртăван - сăнÿкерчĕкĕсене стена çине вырнаçтарнăччĕ: чăн-чăн галерея тейĕн. Пирĕн пата хăнана килекенсем яланах тĕлĕнетчĕç, - ачалăхне куçĕ умне кăларчĕ Петр Степанович. Малалла вулас...
Комментари хушас