Суйлав саккунĕ çирĕп

Республика Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ умĕнхи кампани чи хĕрÿ тапхăра кĕчĕ. Халĕ - суйлав умĕнхи агитаци тапхăрĕ. Сасăлав - сентябрĕн 13-мĕшĕнче. Çак кун суйлавçăсен республика тилхепине кандидатсенчен хăшне шанса парассине палăртмалла, районсен, ял тăрăхĕсен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен йышне йĕркелемелле. Граждансен сасăлаври активлăхĕ мĕнлерех пулĕ - суйланакан çынсен ят-сумĕ те çакăнтан килет. Тата - суйлавпа çыхăннă саккунсене мĕнле пурнăçланинчен.

Ку суйлав 2012 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен» тата 2003 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене суй-ласси çинчен» саккунсем çинче никĕсленет. Вĕсем суйлава хатĕрленмелли, кандидатсене тăратмалли, агитаци, сасăлав ирттермелли йĕркене, суйлав комиссийĕсен полномочийĕсене тата ыттине йĕркелеççĕ. Суйлав çинчен калакан саккунсене пăснăшăн федераци саккунĕсемпе административлă е уголовлă майпа явап тыттарассине çирĕплетнĕ.

Саккунсем, Раççей Консти-туцийĕ 18 çул тултарнă кашни гражданина суйламалли право параççĕ. Кашни çын, общество пĕрлешĕвĕсем кирек хăш кан-дидата «хирĕç» е «майлă» агитацие пĕр чăрмавсăр ирттерме пултараççĕ. Малалла вулас...

Зелфинас КАРАМА,

Шупашкар районĕн прокурорĕ

Зелфинас КАРАМА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.